Конкурсра палăрнă

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2026, 11:49 Просмотров: 117

Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекен Тимерхан Вахитов Хусанти «Полимер» культура çуртĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ачасен тата çамрăксен пултарулăхĕн «Вдохновение» конкурсне хутшăннă. Вăл залра ларакансен чĕрисене Ю. Усманов композитор çырнă «Мама» юрăпа тыткăнланă. Тÿресем унăн пултарулăхне пысăк шая хурса хакланăран Тимерхан конкурсăн пĕрремĕш степеньлĕ лауреачĕ пулса тăнă.

Арçын ачана юрă-кĕвĕ ăсталăхне туптама пулăшаканĕ — Анастасия Носкова преподаватель

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика