«Раççей ялĕ» — «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин проекчĕсенчен пĕри. Проектăн тĕллевĕ — çĕршывăн шалти рынокне пахалăхлă тата çынсемшĕн юрăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтересси, агропромышленность комплексне вăйлатасси, çавăн пекех ял территорийĕсене çирĕп аталантарасси, хăтлăлатасси.
Агропромышленность комплексĕ — экономикăн чи кал-кал аталанса пыракан секторĕсенчен пĕри. Çавăнпа та АПКна малалла аталантарасси предприятисемпе хуçалăхăн пĕчĕк формисене çул уçса парассипе, территори пайĕсенче пурнăç пахалăхне ÿстерессипе, квалификациллĕ кадрсем хатĕрлессипе тачă çыхăннă. Çак проект çамрăксене тăван яла юлса хăйсен ĕçĕсене аталантарма, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме те пулăшакан çул-йĕр. Патăрьел муниципалитет округĕнче те яла аталантарас, çамрăксене ĕç вырăнĕ туса парас тĕллевпе çулсеренех тĕрлĕрен производство цехĕсем уçăлаççĕ. Пĕчĕк тата вăтам бизнес, фермер хуçалăхĕсем те ял çыннисене пахалăхлă апатпа тивĕçтерс тĕллевпе тимлеççĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Шăнкăртам, Патăрьел территори пайĕсем пысăк хастарлăхпа тăрăшаççĕ.
Апрель 2026 |
