Çамрăкăн хастарлăхĕ пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2026, 11:50 Просмотров: 79

Республикăри вĕрентÿ институчĕн лапамĕнче Чăваш Енри вĕрентекенсен професси маçтăрлăхне хак паракан «Педагогика дебючĕ-2026» конкурс иртнĕ. Кăçалхипе вăл вуннăмĕш хут пулнă. Мероприяти чи ăста педагогсене пуçтарнă. Ăна «Çамрăксем тата ачасем» çĕнĕ наци проектне çул парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Пĕрлех çамрăк ăрăва хавхалантарас тата кадрсен потенциалне аталантарас тĕллеве те тĕпе хунă.

Конкурс хулари иккĕмĕш номерлĕ гимназипе 209-мĕш ача садĕнче старт илнĕ. Педагогсемпе психологсем, предметниксем, шкул çулне çитмен ача сачĕсен воспитателĕсем уçă уроксемпе занятисем ирттернĕ. Конкурс программи малалла вĕрентÿ институтĕнче тăсăлнă. Вăл лауреатсене чыслассипе вĕçленнĕ.

4 кăткăс тĕрĕслев витĕр — вĕрентÿ занятийĕ ирттересси, ĕç опытне презентацилесси, цифрлă интерактивлă мероприяти йĕркелесси тата тухса калаçасси — тухнă конкурсантсем. Тÿресем лайăх 5 педагога палăртнă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти пуçламăш классен учительници Люция Хисамутдинова лауреат ятне тивĕçнĕ.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика