Йăла-йĕркепе ĕненÿ — округ халăхĕн иксĕлми пуянлăхĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2026, 11:55 Просмотров: 76

Юхмапа Пăла тăрăхĕ Чăваш Республикинче тĕрлĕ наци халăхĕпе çеç мар, уйрăм тĕн йăли-йĕркине пăхăнакан çынсем пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕрин культурине, ĕненĕвне хисеплесе пурăннипе те палăрса тăрать. Паян муниципалитет округĕнче православи тĕнне ĕненекенсемшĕн те, ислам йăли-йĕркине тĕпе хурса пурăнакансемшĕн те хăй халăхĕн ăс-хакăлĕ çинче никĕсленсе тăракан йăласен тытăмĕ, культури тĕп вырăнта. Çакна иртнĕ эрнере Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотекăра Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа йĕркеленĕ пĕлтерĕшлĕ мероприяти тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

Патăрьелĕнчи тĕп вулавăша чăваш, вырăс, тутар, ирçе тата ытти наци халăхĕн тумне тăхăннă ача сачĕсенчи воспитательсемпе шăпăрлансен, библиотека ĕçченĕсен пысăк ушкăнĕ пуçтарăннă. Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа капăрлатнă залра кĕнекесен, алă ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Хаваслă уяв сĕмĕ кашнийĕн кăмăлне çĕклерĕ. Мероприятие хапăл тунисем пурте пĕр-пĕринпе çывăх тăвансем пекех хутшăнчĕç...

Раççей тата Чăваш Ен шайĕнче ят панă кăçалхи çулталăка чыслă лару-тăрура, асра юлмалла уçрĕç. Чăн малтанах уява пухăннисене Патăрьелĕнчи тĕп вулавăш директорĕ Алевтина Овчинникова саламларĕ, халăхсен пĕрлĕхĕпе туслăхĕн çулталăкĕ Патăрьел муниципалитет округĕнче мĕн авалтан туслă пурăнакан чăваш, вырăс, тутар, ирçе тата ытти наци халăхне малашне те тăванла хисеплесе пурăнмаллине, пĕрлĕхре çеç пысăк вăй, курăмлă çитĕнÿ тума май пулнине палăртрĕ. Ишлĕри Ольга Кутузова вулавăш ĕçченĕ çепĕç сассипе шăрантарнă юрă саламĕ те пĕрлĕхпе туслăх халăхăн иксĕлми пуянлăхĕ пулнине çирĕплетрĕ.

Мероприятие Патăрьелĕнчи «Сказка», «Василек», «Центральнăй», «Солнышко» садиксем пысăк хастарлăхпа хутшăнчĕç: ачасемпе воспитательсем чăвашла, вырăсла, тутарла сăвăсем каларĕç, наци апат-çимĕçне хатĕрлесе тĕлĕнтерчĕç. Сăмах май каласан, «Василек» ача сачĕн ĕçченĕсем библиотекăрах тутлă чуста хатĕрлесе пухăннисене чак-чак пĕçерсе мастер-класс йĕркелерĕç.

Юлашкинчен пурте пĕрле ча-чак çеç мар, ытти наци апат-çимĕçне те тутанчĕç, сăмавар умĕнче техĕмлĕ чей ĕçрĕç.Уяв пурне те пысăк хавхалану кÿчĕ.

— Юхма Ен яланах туслă та ĕçчен халăхпа пуян пулнă. Малашне те чăваш, вырăс е тутар ялан пĕрле пурăнар, пĕр-пĕрне ал парар. Çĕр çинче килĕшÿ те юрату çеç хуçалантăр,— çапла вĕçлерĕç хăйсен сăмахне Наталия Раковапа Рузиля Хисамутдинова вулавăш ĕçченĕсем мероприятие вĕçленĕ май.

Гелгеня ЧИНКИНА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика