Вăл — тĕнче илемĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2026, 11:58 Просмотров: 128

Хĕрарăм вăл — тĕнче илемĕ,

Пурнăç вĕсем пуртан хитре!

Никам мана халь хирĕçлеймĕ,

Вĕсем пуртан тапать чĕре.

Арçын тени илем шырать-çке

Тепĕр чухне айăккинче.

Хĕрарăм каçарать, пĕлеççĕ,

Йывăр пулсан та чĕринче.

Юратнă çын çумра пулсассăн

Куç шăрçи пек ăна упра!

Çакна ялан асра тытсассăн

Телейлĕ пулăн пурнăçра.

Анатолий ДМИТРИЕВ

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика