Ырă кăмăлтан салтаксене пулăшаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 06.03.2026, 11:59 Просмотров: 73

Чун пуянлăхĕ иксĕлми

Тĕнчере тĕлĕнмелле ырă кăмăллă çынсем пур, вĕсен чун пуянлăхĕ иксĕлми çăлкуç пекех тапса тăрать. Шăпах çавăн пеккисен шутне кĕртес килет Патăрьелĕнче пурăнакан Светлана Михайловăна. Вăл чапшăн та, хисепшĕн те, пурлăхшăн та çунмасть, унăн тĕп тĕллевĕ — Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшасси. «Вăрçă çеç хăвăртрах чарăнтăрччĕ, вара пурте пулать», — тет ăшшăн çеç.

Украинăри ятарлă çар операци пуçлансанах Светлана Михайлован салтаксене мĕнле те пулин пулăшас шухăш кĕнĕ. Тулли мар мобилизаципе Гера ывăлĕ те неонацистсене хирĕç кĕрешме кайсан хыпалансах ĕçе пикеннĕ. Çĕршыв хÿтĕлевçисен урисем хĕлле ан шăнччăр тесе носкисем çыхма пуçланă. Çипписене «Батыревский» пĕрлешÿре дояркăра тăрăшакан Любовь Раськинăпа пĕрле туяннă. Пĕччен-иккĕн вăй хунипе нумай ĕç пурнăçлаймастăн, çавăнпа хăйсемпе пĕр шухăшлисене тата явăçтарнă. Валентина Пыркина, Любовь Селендеева, Галина Алякина аллисенчен пански йĕпписене хĕлле те, çулла та пăрахмаççĕ. Сăкăтра, Каншелĕнче, Анат Чакăра пурăнакансем те ырă ĕçе кÿлĕннĕ. Çипписене Светлана Валерьевна чылай чухне хăйĕн укçипе туянать.

— Педколледжран пĕрле вĕреннисенчен те пулăшу ыйтма тиврĕ. Вĕсем 10 пин тенкĕ куçарса пачĕç, унпа тÿрех çипсем илтĕм те носкисем çыхма валеçсе патăм. Эпĕ хам çыхмалли аппаратпа усă куратăп, — терĕ хăйсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарма пуçланă май хĕрарăм.

Светлана Валерьевнăна ятарлă çар операцине хутшăнакансене ытларах та ытларах пулăшас шухăш пĕрре те канăç паман. Çулла 40 бройлер ÿстерсе Çĕнĕ Шупашкарти волонтерсен «Солдату из дома21» ушкăнне кайса панă. Маларахри çул 45 банка тăварланă хăярпа помидор, пахча çимĕç çитернĕ. Унти волонтерсен тĕслĕхĕпе, вĕсем панă рецептсемпе усă курса юлташĕсемпе пĕрле салтаксем валли типĕтнĕ яшка (сухой суп) хатĕрлеме шут тытнă.

— Малтанах питĕ хăрататчĕ, пултараймассăн туйăнатчĕ. Иртнĕ çул пан улми ăнса пулчĕ. Чи малтан ăна компот валли типĕтрĕмĕр, чернослив, курага хушрăмăр. Продукцие Леонид Кузнецов фермер салтаксем патне илсе кайрĕ. Унтан типĕтнĕ яшка хатĕрлессипе ĕçлеме пуçăнтăмăр. Борщ турăмăр, ăна «СВОи Батыревский район» волонтерĕсенчен Курскине ятăмăр. Эпир халь вĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Салтаксем вĕри шыв ярсан 10 минутра пиçекен апата питĕ килĕштернине пĕлнĕ хыççăн тата хавхаланса ĕçлеме тытăнтăмăр. Пахча çимĕçе типĕтекен хатĕр тата кирлине пĕлсен Кивĕ Катекри Ольга Кувшинова хăйĕнне илсе килчĕ. Сăмах май, килтине Гера ывăл туянса пачĕ. Халĕ тăватă аппаратпа ĕçлетпĕр: иккĕшĕ ман патра, тепĕр иккĕшĕ Люба Раськинăра. Кĕркунне çĕр улми, кишĕр, сухан çынсем нумай илсе килчĕç: Туçаран Владимирпа Фаина Бельдековсем, кÿршĕри Александрпа Наталия Кляжевсем, Валентина Семенова, Владимир Паймуллин çемйи, Анат Туçари Леонид Кузнецов фермер, Кивĕ Катексем Ольга Кувшиновăран парса янă тата ыттисем те. Вăл вăхăтра Турханти Анатолий Кольцов та ял халăхĕнчен пуçтарнă пахча çимĕçе типĕ яшка хатĕрлеме пама хатĕррине пĕлтерсе районти волонтерсен ушкăнĕсенче çырнăччĕ, анчах эпир вăй çитереймесрен шикленнипе хамăр пирки пĕлтермерĕмĕр. Паян вара пурте кирлĕ. Иртнинче кишĕре корейла хатĕрлеме «Победа» лавккаран туянтăмăр, — терĕ Светлана Валерьевна.

Типĕ яшка валли çĕр улмипе кишĕре, хĕрлĕ чĕкĕнтĕре çумалла, шуратмалла, унтан пĕçермелле. Лайăх сивĕннĕ хыççăн тин терка витĕр кăларса типĕтекен хатĕре хумалла. Ĕçĕ кунта çителĕклех.

Пулăшу çĕнтерĕве çывхарттăр

— Эпир хатĕрленĕ типĕ яшкана Шупашкарта пурăнакан ывăл çисе пăхрĕ те тутлă пулнине каларĕ. «Эсир пахча çимĕçĕре мĕнпе теркăлатăр?» — тесе ыйтрĕ. Эпир алă вĕççĕн пурнăçланине пĕлтертĕмĕр. Çакăн хыççăн вара вăл электричествăпа ĕçлекеннине туянса пачĕ. Халĕ ĕç чылай çăмăлланчĕ, — терĕ калаçăва тăсса Любовь Раськина.

Апат тутă тыттăр тесен какай та кирлĕ. Кунта ятарлă çар операцине тĕрлĕ наци çынни хутшăннине та шута илмелле. Сысна какайне «Батыръ» цех парать, лашанне уйрăм çынсем ырă кăмăллăхпа илсе килеççĕ. Лавккаран чăххăнне туянаççĕ. Иртнинче «Батыревский» пĕрлешÿре тăрăшакансем какай валли укçа пухса панă. Аша та пĕçернĕ хыççăн кăна мясорубкăпа авăртса типĕтеççĕ. Пур продукци те хатĕр пулсан çатăркаран тунă пĕчĕк пакетсене тултараççĕ. Иккĕн çеç ĕлкĕрме йывăррипе Валентина Пыркинăпа Маргарита Портновăна пулăшма чĕнеççĕ.

— Менюна та майĕпен пуянлатса пыратпăр, пăрçа яшки те хатĕрлетпĕр. Вăл тутлăрах пултăр тесе тĕтĕмленĕ чăх какайне хушатпăр. Укроп, петрушка çулла нумай типĕтсе хунăччĕ, анчах вĕсем те пĕтрĕç. Лавккаран е вайлдберризпа озон урлă туянатпăр. Çавăн пекех пăтă та хатĕрленĕ май кĕрпесене те интернет-лавккасенченех заказ тăватпăр. «Солдату из дома21» ушкăнри волонтерсем ссылкисене ярса параççĕ. Вĕсем тахçантанпах ĕçленĕрен хăшĕн пахалăхĕ лайăхраххине пĕлеççĕ, — тет кăмăллăн çеç калаçнă май Светлана Михайлова.

Маттур хĕрарăмсем тăварланă хăяра та, лимонпа чей курăкĕсене те типĕтме вĕренсе çитнĕ.

Ятарлă çар операцинче малти линири салтаксем апата пĕрле 3-4 кунлăх илеççĕ, анчах вĕсен эрне те, унран нумайрах та тăма тивет. Кун пек чухне çимеллисене дронпа илсе кайса параççĕ. Çÿлтен ывăтнă чухне типĕяшка тултарнă ахаль çатăрка пакетсем çурăлма пултараççĕ. Салтаксем ыйтнипе Светлана Михайловăпа ăна пулăшакансем çимĕçсене ятарлă хутаçпа, вакууматорпа усă курса та тултарса янă. Асăннă хатĕре татах хăйсен вăйĕпе туяннă. Çăкăр та типĕтеççĕ. «Задание кайсан сухари те чĕре сури», — теççĕ вĕсем.

— Маншăн халь ют ача çук, пурте пирĕн. Вĕсене пулăшас, кăштах та пулин хавхалантарас килет. Эпир ăшă кăмăлпа хатĕрленĕ апат салтаксене тăшмана çĕнтерме вăй хуштăр, — терĕ Светлана Валерьевна сыв пуллашнă май.

Ольга ПАВЛОВА.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика