Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн, мартăн 4-мĕшĕнче, Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулне Украинăри ятарлă çар операцинче паттăрла пуçĕсене хунă салтаксен амăшĕсемпе çывăх çыннисене пуçтарчĕç.
Вĕсене округри депутсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков, округ администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, хăтлăх кĕртессипе территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов, «Çĕршыв хÿтĕлевçисем» Патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн Патăрьел округĕнчи социаллă координаторĕ Алена Петрова, СВО çар çыннисен çемйисен комитечĕн обществăлла организацийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Надежда Нртина, «Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ» обществăлла организацин Патăрьелĕнчи уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова, Ашшĕсен канашĕн районти уйрăмĕн председателĕ Николай Андреев, ЧР мăсăльман Тĕн управленийĕн председателĕ Мансур Хайбуллов, Патăрьелĕнчи Александр Невский ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Борис Носков тата ыттисем тухса саламларĕç. Кашнийĕ çак ырă кăмăллă та пысăк чунлă хĕрарăмсене çĕршыва юрăхлă патриот ывăлсем çуратса ÿс-
тернĕшĕн тав турĕ. Неонацистсемпе кĕрешсе вилнĕ салтаксен ячĕсем халăхра упраннине, вĕсемпе мухтаннине палăртрĕ. Ентеш-паттăрсен амăшĕсене асăнмалăх сăн
ÿкерчĕксем турĕç, чĕрĕ чечек çыххисем парнелерĕç.
Уявра Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче вăй хуракансем чуна тивекен юрăсем шăрантарчĕç. Ăна Александр Горбуновпа Наталья Илларионова ертсе пычĕç.
Ольга БЕЛЬДЕКОВА
Апрель 2026 |
