Яваплă тапхăра ирттерме хатĕр пулмалла

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 10:57 Просмотров: 60

Хирте юр выртать пулсан та ял хуçалăх ĕçченĕ-сем пикенсех çур акине хатĕрленеççĕ.

Кăçал планпа килĕшÿллĕн ĕçе кĕртме палăртнă лаптăкăн 45 процентне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, техникăлла культурăсем — 4,4, çĕр улми — 1,7, пахча çимĕç — 0,3, сухан-çевок — 1,8, выльăх апачĕ валли культурăсем 46,9 процент йышăнаççĕ. Çурхи ĕçсене 31687 гектарта (2025 çулта 31527 гектар пулнă) ирттермелле.

Кĕрхи культурăсене иртнĕ çул 2126 гектар акса хăварнă: тулă — 2076 гектар, рапс 50 гектар. «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн округри специалисчĕсем вĕсем мĕнле хĕл каçнине тĕрĕсленĕ хыççăн çакна палăртрĕç: 1700 гектарĕ (79,96 процент) сивĕ кунсене аван чăтса ирттернĕ, 426 гектар (20,04) — вăтам. Кăтартусем лайăххи кĕрхисене никĕсе хывнă вăхăтра нÿр çителĕклĕ пулнипе, пĕрремĕш сивĕсем вăхăтĕнче нормăпа килĕшÿллĕн тата çĕр 10-15 сантиметр таран çеç шăннипе, юр хулăнăшĕ 50-90 сентиметр пулнипе çыхăннă.

Мĕн акатăн, çав шăтать тесе ахальтен каламаççĕ. Кĕркунне кĕлетсем тулли пулччăр тесен вăрлăхсен пахалăхĕ пĕлтерĕшлĕ. «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн округри специалисчĕсем пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене 5198 тонна хатĕрленĕ. Çакă палăртнинчен 11,2 процент чухлĕ нумайрах. Тĕрĕслеве 3805 тонна (81,4 процент) илсе килнĕ. Вăрлăхсем 100 проценчĕпех кондициллĕ.

Хальхи вăхăтра округра пулас тухăçăн «амăшне» тасатассипе 19 звено ĕçлет.

Тăпра пулăхлăхне ÿстерме минераллă удобренисем туянма пикеннĕ. Паяна ăна кирлинчен 54 процент е 2504 тонна янтăланă. Илсе килнисенчен пысăк пайĕаммиак селитри — 57,2 процент, азофоска — 15,5, диаммофоска — 7,1 процент. Ыттине ял хуçалăх организацийĕсем кăшт каярах илме палăртаççĕ.

Çунтармалли-сĕрмелли материал хатĕрлессипе те округра вăй хума пикеннĕ. Ăна 58 процент хатĕрленĕ.

Çурхи ĕçсене 580 трактор, 70 сеялка, акакан 5 комплекс, 100 ытла культиватор хутшăнмалла. Малтанхи кăтартусемпе ял хуçалăх техникин 92 проценчĕ ĕçе тухма юрăхлă.

«Чăваш агрохими» служби кăтартăвĕпе округри 16 пин гектарти тăпран йÿçĕклĕхне пĕтерме, культурăллă ÿсен-тăрана аталанма тивĕçлĕ услови туса пама акшар çăнăхĕ, ултă пин гектара фосфор сапмалла. Çак ĕçсене пурнăçланăшăн патшалăх тăкакăн 90 процентне саплаштарать.

Акана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси хамăртан нумай килет, çавна май яваплă тапхăра кĕтсе илме пурин те хатĕр пулмалла.

Ирина ХАДАРОВА,

муниципалитет округĕн администрацийĕн экономика,

ял хуçалăх, инвестици ĕç-хĕл пайĕн тĕп специалисчĕ

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика