Пурнăçра çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ пысăк вырăн йышăнать. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Хăрушлăхсăр çулсем» проектăн тĕп тĕллевĕсем шăпах çавăнпа çыхăннă: çул-йĕр çинчи инкексен шутне тата вĕсен йывăрлăхне чакарасси, ачасен, çуран çÿрекенсен тата çул çинче çÿрекенсен çул çÿрев культурине йĕркелеме майсем туса парасси, çул-йĕр хăрушсăрлăхне ÿстерес енĕпе саккунсене лайăхлатасси тата ытти те.
Çак тĕллевпе РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕнчи ГИБДД инспекторĕсем тăтăшах çул çинче рейдсем ирттереççĕ, хăрушлăха сирес тĕлĕшпе тимлеççĕ.
Апрель 2026 |
