Ачасен пултарулăхĕ савăнтарать

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 11:00 Просмотров: 51

Республикăри вĕрентÿ министерствин пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче географипе регион шайĕнчи олимпиади иртнĕ. Унта муниципалитетсенче çĕнтернĕ 95 ача хутшăннă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 11,9 класĕсенче вĕренекен Роман Орловпа Денис Кузнецов (вĕрентекенĕ Алина Кузнецова) çĕнтерÿçĕпе призер пулнă.

Литературăпа ирттернĕ тупăшăва та хутшăннă вĕренекенсем. Республикипе унта 106 ача явăçнă. Пĕтĕмлетÿпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Александр Никифоров (9 класс), Юлия Путякова (10 класс) (наставникĕсем О.Елкинăпа Н.Федорова) призерсем пулнă.

Тăван ен культурипе ирттернĕ финалти олимпиадăна Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти Алина Васильева (вĕрентекенĕ С.Никитина) тата Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Диана Майкова (С.Кулакова) хутшăннă. Диана призера тухнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика