Иммунитет организма инфекцисемпе чир-чĕртен сыхлас ĕçре пысăк вырăн йышăнать. Ăна çирĕплетес тесен мĕн тумалла-ха?
Чи малтанах тĕрĕс апатлану кирлĕ. Рациона пахча çимĕç, улма-çырла, тулă çимĕçĕ, мăйăр тата пулă кĕртмелле. Шăпах вĕсем иммун тытăмне тытса тăма кирлĕ витаминсемпе тата минералсемпе пуян.
Физкультура занятийĕсем те питĕ усăллă. Хусканусем тăтăш туни чĕрене, ÿпкене тата мышцăсене çирĕплетме пулăшать.
Çителĕклĕ çывăрма тăрăшмалла. Ыйхă организма çĕнетме, иммун тытăмне тытса тăма кирлĕ. Вакцинаци вăхăтра туни те инфекци чирĕсенчен сыхлать. Çавăн пекех алла та тăтăш çуса тăмалла, гигиенăна пăхăнмалла.
Ÿт-пÿ виçине тытса тăмалла. Мăнтăрланни вăраха кайнă чирсене, çав шутра диабет тата юн тымарĕсен чирĕсем аталанас хăрушлăха ÿстерет.
Шыв нумай ĕçмелле, вăл организмран токсинсене кăларма, клеткăсене йĕркеллĕ ĕçлеттерме пулăшать. Май пулсан Д витамин шайне тĕрĕслеттермелле.
Иммун тытăмне вăрçăнни, хуйхăрни, вăраха кайнă стресс хавшатать. Çавăн пекех эрех-сăра нумай ĕçни, пирус туртни те сиен кÿрет.
Сывлăхлă пулас, чир-чĕре хирĕç кĕрешме иммунитет пултăр тесен çÿлĕрех асăннă йĕркесене пăхăнмалла, уçă сывлăшра ытларах çÿремелле.
Анатолий КОЛЬЦОВ,
Турхан врач
амбулаторийĕн
тухтăрĕ
Апрель 2026 |
