Çуркунне кунсерен вăй илет, шыв-шуртан асăрханма систерет

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 11:02 Просмотров: 58

Пуш уйăхĕ ватти-вĕттин чĕрисенче çуркуннехи чи ырă та ăшă туйăмсем çуралнипе, çут çанталăк тарăн ыйхăран вăраннипе çеç паллă мар. Кашни çулах март уйăхĕнче хĕл каçипе пуçтарăннă юрпа сыв пуллашнă май, шыв-шур вăй илнĕ тапхăра ăнăçлă та пăтăрмахсăр ирттерсе ярассипе те çыхăннă. Çавăнпа та вăл муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи чрезвычайлă лару-тăрăва сирес, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата шыв-шур сарăлассине хирĕç кĕрешекен комиссин, территори пайĕсенче çак ыйтупа тимлекен яваплă çынсен питĕ асăрхануллă та тимлĕ пулмалли вăхăт. Мĕншĕн тесен шывпа вут пĕр тĕрлĕ ырă, тепĕр тĕрлĕ усал, çынсен пурнăçĕнче пысăк хăрушлăх та кăларса тăратма пултараççĕ. Çак кунсенче округра шыв-шурпа çыхăннă тапхăршăн яваплă службăсемпе, территори пайĕсен начальникĕсемпе йĕркеленĕ комиссин черетлĕ ларăвĕнче шăпах çак ыйтусене çивĕчлетрĕç.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа — округ территорийĕнче 2026 çулхи шыв-шур тапхăрне ăнăçлă ирттерсе ярас, вăл инкек-синкек кăтартасран пурнăçламалли ĕçсем пирки — администрацин гражданла хÿтĕлев, чрезвычайлă лару-тăру, мобилизаци тата ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин тухса каларĕ. Григорий Николаевич ку тĕлĕшпе округри комисси вырăнсене тухса шыв илме пултаракан ялсенче çуркуннехи ейÿ тапхăрне хатĕрленсе пурнăçлакан ĕçсене сăнасах тăнине пĕлтерчĕ, территори пайĕсен пуçлăхĕсен ялсенче халăхпа кирлĕ ăнлантару ĕçĕсем ирттермеллине, инкек-синкеке парăнтарма мĕн пур условисем хатĕр пулмаллине çивĕчлетрĕ.

— Кăçал январь уйăхĕнче юр нормăран 150—200 процент, февраль уйăхĕнче унтан та ытларах çуса тултарнине шута илсен, çуркунне кĕрлесе те, шавласа та килме пултарассине уйрăм граждансен те, кашни яваплă служба шута илмелле. Уйрăмах хальхи вăхăтра шыв каякан сооруженисемпе пăрăхсене тасатмалла, вĕсем мĕнле лару-тăрура пулнине сăнасах тăмалла, эпидемиологи тĕлĕшĕнчен çынсене хăрушлăх кăларса тăратакан объектсене пысăк тимлĕх уйăрмалла, аварипе çăлав службисен шыв тулнă вăхăтра инкеке сирме, шар куракан çынсене вăхăтлăх хÿтлĕхпе вырнаçтарма пурте хатĕр пулмалла. Çуркунне шыв сарăлнă чухне çынсен пурнăçне, вĕсен пурлăхне çăлса хăварасси, вĕсене пулăшу парасси — тĕп вырăнта,— терĕ Грирорий Николаевич хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетсе.

Пĕрлехи канашлура Патăрьелĕнчи пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков пушар хăрушлăхне сирес тĕллевпе округра пурнăçласа пыракан тата 2026 çулхи пушар хăрушсăрлăх тапхăрне хатĕрленсе пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарчĕ.

— Кирек мĕнле инкек те куçа курăнса килмест теççĕ. Çапах та унтан асăрханасси, ăна лăпкă лару-тăрура ирттерсе ярасси хамăртан килет. Çуркуннехи шыв-шур тапхăрĕ пирĕн округри объектсене, ял хуçалăх предприятийĕсене, уйрăм граждансене нимĕнле те сиен ан кÿтĕр тесен комисси членĕсен те, территори пайĕсенче те хăрушсăрлăх требованийĕсене çирĕп пăхăнмалла, кирлĕ пулсан пулăшу пама та хатĕр пулмалла,— терĕ округ администрацийĕн пĕрремĕш çумĕ, хăтлăх тата территорисен аталанăвĕн управленийĕн начальникĕ, шыв-шура хирĕç кĕрешекен комисси председателĕ Фениль Алиуллов.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика