Çул çитмен кашни ачана тимлĕх те, хÿтлĕх те кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 11:02 Просмотров: 50

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тимлекен тата вĕсене хÿтĕлекен комиссин тĕп тĕллевĕ — социаллă йывăр çемьесенчи çул çитмен ачасем усал ĕç, преступени тăвасран асăрханасси, вĕсене аталанма пулăшасси, яланах тимлĕх уйăрасси. Çак тĕллевпе 2025 çулта комисси членĕсемпе 26 лару ирттернĕ, вĕсенче тĕрлĕрен ыйту пăхса тухнă.

Çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тимлекен комисси профилатика субъекчĕсемпе пĕрле тăтăшах учетра тăракан çемьесемпе тĕл пулса профилактика калаçăвĕсем ирттерет, вĕсен çемйисенче пулса пурнăç условийĕсемпе паллашать. Вырăнсенче вара пире территори пайĕ-

сенчи профилактика канашĕсем пулăшса пыраççĕ.

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн çул çитмен ачасен комиссийĕнче 13 ача шутра тăрать. Вĕсем тĕрлĕ сăлтавпа инспекторсен аллине çакланнă. Çакнашкал кашни ачан реабилитаци программипе килĕшÿллĕн учет карточки пур. Унта учрежденисем ачапа ирттерекен профилактика ĕçĕсем пирки пĕтĕмпех çырса пырççĕ.

Хальхи вăхăтра вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен КДНра профилактика учетĕнче 6 ача тăрать (пĕтĕмĕшле шутран 46 процент). 2025 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче çул çитмен 11 ачана комиссине шута илнĕ, 17-шне вара шутран кăларнă.

Социаллă йывăр лару-тăрури çемьесенчи кăтартусем тăтăшах улшăнса тăраççĕ. 2025 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕ тĕлне 42 çемье учетра пулнă. Вĕсенче çул çитмен 108 ача воспитани илет. Çак тапхăрта учетран 8 ачана кăларнă, 4-шне профилактика учетне илнĕ.

Çулталăк тăршшĕпе профилактика субъекчĕсем 103 рейд ирттернĕ, 351 çемьене тĕрĕсленĕ. Вĕсенче 801 çул çитмен ача пурăнать.

Çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тимлекен комисси пĕлтĕр 141 алминистративлă материал пăхса тухнă. Вĕсенчен ытларах пайĕ — 99 ĕçĕ — РФ КоАПăн 5.35 статйипе çыхăннă. Урăхла каласан, ашшĕ-амăшĕ хăйсен çул çитмен ачине пăхас, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парас тĕлĕшпе кирлĕ пек пăхăнманран.

Лариса КОМИССАРОВА,

сектор заведующийĕ

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика