Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тухса тăракан «Авангард» хаçатăмăр 95 çул тултарнă май, унăн пуçарăвĕпе йĕркеленсе пыракан «Çулталăк çынни» конкурса кăçал 24-мĕш хут пĕтĕмлетрĕмĕр. 1997 çултанпа округра чи хастар та пултаруллă, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн чунтан тăрăшакан çынсене палăртас тĕллевпе йĕркеленсе пыракан тупăшăва тĕрлĕ сферăра тăрăшакан 250 ытла çын хутшăнчĕ. Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿпе вара вулакансен сасăлавне шута илсе «Çулталăк çынни — 2025» хисеплĕ ята Турхан территори пайĕн пуçлăхĕ Алина Борисовна Антонова çĕнсе илчĕ. Çак кунсенче çĕнтерÿçĕне сумлă ята тивĕçнĕ ятпа чысланă май, унпа тĕл пулса тĕплĕнрех калаçу пуçарма май пулчĕ.
— Алина Борисовна, сирĕн тăрăхран асăннă конкурс çĕнтерÿçисем маларах та пулнăччĕ: пĕри — Анатолий Кольцов хисеплĕ тухтăр, тепри — Николай Пирожков ăста утарçă. Виççĕмĕшĕ эсир пултăр. Çĕрпÿ тăрăхĕн чиперкки Турхансемпе унăн таврашĕнче пурăнакансен умĕнче мĕнпе шанăçа кĕнĕ тесе шутлатăр? Сăмах май каласан, ку таранччен конкурсра ял пуçлăхĕ çĕнтерни те пулманччĕ-ха...
— Сăмахăма чăн малтанах маншăн хăйсен сассине панă çынсене чун-чĕререн тав тунинчен пуçласшăн. Çак çĕнтерÿ вăл пирĕн енчи халăх хастарлăхне хак паниех тесе шутлатăп: пĕрлехи вăй, пĕрлехи шухăш-кăмăл пĕтĕмлетĕвĕ. Списока тăратнисенчен вара пурте хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн паттăрсем, округ, хуçалăх, ял аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшакансем.
Халăх умĕнче мĕнпе шанăçа кĕтĕм-ши? Çакна палăртса каласа хăварасшăн. 18 çултах ĕç кĕнекине уçнă пулин те, муниципалитет органĕнче манăн ĕç стажĕ пысăк мар. 2024 çулхи май уйăхĕнче территори пайĕн начальникне çирĕплетрĕç. Аслă Чементи вăтам шкулти юратнă ĕçĕмпе, коллективпа, ачасемпе сыв пуллашма çăмăлах пулмарĕ. Çапах та пĕрремĕш кунтанах шаннă должноçа тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлама пикентĕм. Хам пони лаша пек пĕчăк пулсан та (кулать) манăн чунăм пысăк. Кÿлĕнтĕм пулсан «лава» туртмаллах тесе шутларăм, хам умма çирĕп тĕллев лартрăм. Халăхпа, ял çыннисемпе чи çывăх тăван пек хутшăнма, вĕсен кашни ыйтăвне татса пама, пурнăçа кĕртме, савăнăç-хуйха пайланă чухне те юнашар пулма тăрăшатăп тата ытти те. Кирек мĕнле ыйтăва та активпа, старостăсемпе уççăн калаçса йышăну тăватпăр. Территори пайĕнчи ялсенче хускатакан паянхи ыйтусем вара пурте халăхăн пурнăçне хăтлăлатассипе, хамăр пурăнакан тавралăха илем кÿрессипе, ял малашлăхне анлă çул хывассипе çыхăннăскерсем.
— Ял пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçласа халăх умĕнче мĕнле пĕрремĕш «экзамен» тытма тиврĕ?
— Пĕрремĕш экзаменĕн «шпаргалки» хатĕрччĕ. Чăваш Республикинчи халăх бюджечĕн программине кĕнĕ тăватă проекта пурнăçа кĕртме, ĕçсене тирпейлесе пыма тиврĕ. Çавна май каллех ял-йыш пуçарăвĕпех ун чухне Турханти шкулти пусса тарăнлатнă, масар картисене çĕнетнĕ, Упамсара Восточная урамра çул сарнă, Асăну аллейине уçнă.
2025 çул вара пирĕн территори пайĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулса çырăнса юлчĕ. Чăн малтанах питĕ кĕске вăхăтра Турханти вăтам шкула тĕпрен юсаса çĕнетрĕмĕр. Николай Быков подрядчик пысăк яваплăхпа тата тăрăшса ĕçлеттерчĕ строительсене. Паян пирĕн шкул хуларисенчен те ирттерет темелле. Кунта ачасене вĕренме, аталанма, сывлăхне çирĕплетме, учительсене тăрăшса ĕçлеме мĕн пур услови çителĕклĕ. Шкул патне пыракан çула та асфальт сарса тирпейлерĕмĕр.
Турханта тахçантанпа кĕтекен врач амбулаторийĕ хута кайни хамăр территори пайĕнче пурăнакансемшĕн çеç мар, тавра ялтисемшĕн те пысăк парне пулчĕ. Центрта, питĕ меллĕ вырăнта вырнаçнă вăл. Хальхи вăхăтра опытлă тухтăр Анатолий Кольцов ертсе пыракан коллектив питĕ хавхаланса ĕçлет. Врач амбулаторийĕ 1500 çынна тивĕçтерет.
Чăваш Республикинчи Патшалăх пулăшăвĕн программипе малашне те ĕçлетпĕр. Кăçал халăх бюджечĕн программипе Турханти чиркÿ çывăхĕнче ача-пăча спорт площадкине тума шутларăмăр. Проект хакĕ — 1 миллион та 938 пин тенкĕ. 383 пин тенкине халăхран пуçтаратпăр. Çавăн пекех кăçалах Хурама Тварĕнчи масар картине те çак программăпах çĕнетесшĕн. Ял çыннисенчен 150 пин тенкĕ пуçтармалла.
Ниме меслечĕпе, халăх хастарлăхĕпе Упамсасем питĕ ăнăçлă ĕçленине те палăртса хăварасшăн. Ленин урамĕнчи 400 метр çула юр кайса çанталăк типшĕрсенех юсама пикенме хатĕр, укçи-тенкине пуçтарса счет çине хывнă. Çак ялта Игорь Вавилов староста хастарлăхĕпе çулсеренех ял илемĕшĕн, хăтлăхĕшĕн пархатарлă ĕçсем туса пыраççĕ. Çак ĕçе ялта пурăнакансем çеç мар, хуларисем те пысăк пуçарулăхпа хутшăннине палăртмалла.
— Ял сăн-сăпачĕ, унăн инфратытăмĕ кашни пĕчĕк ĕçрен пулса пырать. Вырăнти халăх шухăшне шута илсе вĕсене пурнăçа кĕртме май тупни — ĕçĕн результачĕ темелле пуль...
— Паллах, çапла. Акă, Çĕнĕ çул хыççăн çеç Турханăн ял хапхине çĕнетме май тупрăмăр. Малашне унăн умĕнче Тĕнче шайĕнче иртекен Кокель пленэрне хутшăнакансене е ытти сумлă хăнасене кĕтсе илме те намăс мар. Турхансене икĕ хутлă культура çуртĕнче шыв пулманни, кунта ĕçлеме те, канма та условисем çителĕксĕрри пăшăрхантаратчĕ. Çак çитменлĕхсене те пĕтертĕмĕр. Юсаса тирпейленĕ культура «вучахĕнче» мероприятисем тăтăш иртеççĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕренекен çамрăксен секцийĕ те ăнăçлă ĕçлет, спортпа туслисем бильярдла та выляççĕ, тренировкăсем тăваççĕ. Хальхи вăхăтра администраци пÿлĕмĕсем те кунтах.
— Алина Борисовна, эпир пĕлнĕ тăрăх эсир виçĕ пăхаттир амăшĕ, асанне пулма та ĕлкĕрнĕ. Хăвăр пирки кăшт тĕплĕнрех паллаштарăр-ха?
— Çапла, виçĕ ывăл мăшăрпа иксĕмĕршĕн — парне. Ача-пăчана çитĕнтерĕ чухне шухăшĕ-йывăрлăхĕ сахал мар. Пирĕн те çаплах пулчĕ. Кĕçĕннипе декрет отпускĕнче ларнă чухне социаллă контракт туса фермер хуçалăхĕ те уçрăмăр, çурт лартрăмăр... Сăмах май каласан, округра эпир чăн малтан çак çул çине тăракансем пултăмăр. Ултă ĕнене алăпа сăваттăм, пăрусем те пурччĕ. Маларахри пурнăç вара педагогикăпа çыхăннă. И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен педуниверситетри информатикăпа пуçламăш классен учительне вĕренсе тухнă, каярахпа психолог-педагог факультетĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Патăрьелĕнче те, Треньелĕнче те, Аслă Чементе те ĕçлеме тÿр килчĕ. Ачасене питĕ юрататăп. Педагогсен коллективĕ те килĕшет. Анчах шăпа урăхла çаврăнса тухрĕ. Ăна хирĕç каяймăн. Паян хамăн ĕçе килĕштерсе, чун-чĕререн пурнăçласа пыма май пулнишĕн савăнатăп. Халăхпа эпĕ: çавăнпа халсăр та, хевтесĕр те мар...
— Тавах, Алина Борисовна калаçушăн. Малашнехи пурнăçра та сире ăнăçу, телей сунатăп.
Альбина ЕГОРОВА калаçнă.
Апрель 2026 |
