Кзыл Чишма ял библиотекинче шкулта вĕренекенсемпе наркомание хирĕçле темăпа «Çук тесе калама пĕл!» калаçу сехечĕ иртнĕ. Çитĕнекен ăру тÿрĕ çултан ан пăрăнтăр текен тĕллевпе йĕркеленĕ ăна. Сиенлĕ йăла çын сывлăхне хавшатнине палăртнă.
Наркотик тутанни çитĕнекен организма хавшататех. Каярахпа çыннăн малашнехи çулĕ такăнма пуçлать. Наркотик упракансене тата унпа усă куракансене уголовлă майпа та айăплаççĕ.
Библиотекăра çамрăксем валли «Çул-йĕре тĕрĕс суйла» буклет та хатĕрленĕ.
Çамрăксем калаçу сехетĕнче пĕтĕмлетÿ тунă, пуçпа шутламасăр çын хыççăн каймалла маррине ăнланнă.
Альбина ИВАНОВА
Апрель 2026 |
