Эстафетăра — вĕрентекенсем

Категория: Публикации Опубликовано: 13.03.2026, 11:27 Просмотров: 48

Кĕçĕн Арапуçĕнчи В.Маркиданов ячĕллĕ йĕлтĕр трассинче вĕрентÿ ĕçченĕсен 47-мĕш спартакиади иртнĕ. Ăна Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкĕсене халалланă.

Старта тăракансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, администрацин тирпей-илем тата территорисен аталану управленийĕн начальникĕ Фениль Алиуллов, вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Пикшик территори пайĕн начальникĕ Петр Иванов, вĕрентекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Светлана Елагина саламланă.

Эстафетăна пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп, вăтам шкулсенче, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче ĕçлекенсем тăнă.

Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче ĕçлекенсем хушшинче Турханти «Çеçпĕл» ача сачĕн команди пĕрремĕш, Патăрьелĕнчи «Сказка» иккĕмĕш, «Центральнăй» виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп, вăтам шкулсенче ĕçлекенсенчен Турханти, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Çĕнĕ Ахпÿртри вĕрентÿ ĕçченĕсем пĕрремĕш-виççĕмĕш вырăнсенче.

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс.Метрика