Карталанса юрларĕç, хирĕç тăрса ташларĕç...

Категория: Публикации Опубликовано: 20.03.2026, 11:41 Просмотров: 94

Муниципалитет округĕнче Раççей Федерацийĕнчи халăхсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне уçрĕç.

Паян эпир мăнаçлансах чăваш, тутар, вырăс, ирçе халăхĕ çума-çумăн килĕштерсе ĕçлесе пурăннине çирĕплетме пултаратпăр. Кирек хăш халăхăн та юрри-кĕвви уççăн янăрать.

Çак уяв та Патăрьел муниципалитет округĕнче пурăнакан туслă халăх ĕçре те, канура та яланах пĕрле пулнине, пĕр-пĕрин культурине, йăла-йĕркине хисепленине кăтартса пачĕ. Тĕрлĕ наци тумне тăхăннă каччăсемпе хĕрсем карталанса юрларĕç, хирĕç тăрса ташларĕç.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика