Чăвашлăха упрас тесе эп тухрăм
Инçе ялтан çак аслă çул çине.
Чăвашлăхшăн çурта пекех эп çунтăм,
Ман çутă халь çутаттăр тĕнчене.
Юхма Мишши
Паян чăваш халăх писателĕ, пултаруллă поэт, драматург, куçаруçă, педагог, Сăкăт ялĕнче çуралса ÿснĕ Михаил Николаевич Ильин – Юхма Мишши – 90 çул тултарать.
Юхма Мишши – чăвашсен хальхи вăхăтри ятлă-сумлă, паллă çыравçи. Чăваш çыравçисен хушшинче вăл ытларах историллĕ романсемпе повеçсем тата калавсем çырнипе палăрса тăрать. Вĕсенче пуринче те писатель тăван халăхăн иртнĕ пурнăçне, ытти кÿршĕллĕ халăхсемпе вăл епле туслă, алла-аллăн, телейшĕн, ирĕклĕхшĕн хастаррăн кĕрешнине тĕрĕс те ĕненмелле, вулакана кирлĕ пек ăнланмалла çырса кăтартать.
Юхма Мишши – ăста художник та. Акă, «Элпи чечекĕ» кĕнекери сёнарсем чăнласах та пирĕн куç умне ĕлĕк-авал пурăннă чăваш паттăрĕсен галерейи пек тухса тăраççĕ. «Мускав çулĕ» романа вуланă чухне эпир вун çиччĕмĕш ĕмĕрти чăваш халăхĕн пурнăçне чăнах та куç умĕнчи пек куратпăр, унти тĕп сăнар пире чăнласах та историре пулнă чаплă çар пуçĕ пек туйăнать. «Кăвак çĕмрен» романри Укаслу хĕр-полковника та эпир çыравçă шутласа кăларнă сăнар пек мар, Емельян Пугачев вăрçи вăхăтĕнче тăван халăх телейĕшĕн ырми-канми кĕрешнĕ çар пуçĕ пек куратпăр.
Вун саккăрмĕш, вун тăххăрмĕш ĕмĕрсем çинчен çырнă чухне Юхма Мишши историлле документсемпе ытларах усă курать. «Кункăш – вилĕмсĕр кайăк» хайлавĕ темиçе халăх хушшинчи çыхăнăва, ĕмĕрхи туслăхне, юратăвне уçса паракан пысăк ĕç. «Эткер», «Шарал» романсенче ытларах хамăр халăхăн иртнĕ ĕмĕрсенчи йывăр пурнăçне, вăл епле çутталла, ирĕклĕхĕлле туртăннине уçса парать.
Кашни кĕнеке – çыравçăн ачи шутланать. Ентешĕн 400-е яхăн кĕнеке пичетленсе тухнă. Апла пулсан унăн çавăн чухлĕ пепке.
Çулсеренех Юхма Мишшине халалласа Патăрьел тăрăхĕнчи шкулсенче сăвă конкурсĕсем, вулав конференцийĕсем, ÿкерчĕксен куравĕсем, калаçусем йĕркелетпĕр. Ентеш-поэта хамăр пата чĕнетпĕр, тĕл пулусем питĕ асра юлмалла иртеççĕ. Нумаях пулмасть Первомайски вăтам шкулĕнче пулч.: 183 кĕнеке парнелерĕ. Тăтăш тухса çÿрет, ачасемпе тĕл пулма хаваспах килĕшет. 90 çула çитнĕ шур сухалăн каласа памалли, çамрăк ăрăва вĕрентмелли пурах. Юхма Мишшин хайлавĕсене шкул программине кĕртнĕ. «Шурçамка» повеçе куççуль кăлармасăр вулаймăн. Шупашкара çитсе театрта «Шурçамка» спектакльне те куçпа курса килентĕмĕр, хамăр чун витĕр кăлартăмăр.
Сăмахăма вара ентеш сăмахĕсемпех вĕçлес килет: «Эпир – аслă халăх. Эпир – ватă та ăслă, çамрăк та маттур халăх. Пирĕн истори аслă. Пирĕн тымар тарăн, çирĕп, çавăнпа пирĕн пурнăç йывăçĕ те тĕреклĕ. Эппин пирĕн пуласлăх та аслă...» Апла пулсан пуласлăх çамрăксенче пулмалла, чăвашлăх çÿлти шайра тытăнса тăмалла.
Эпир те, çамрăксем, паянхи кун та чăвашлăхшăн çунакан, ырми-канми вăй хуракан, чăваш халăх ятне тĕнче шайĕнче çĕкленĕ Юхма Мишши ĕçĕсене вулар, тишкерер, халăхшăн тунă ырăлăха хисепе хурар, пысăк хак парар, çыравçăпа тивĕçлипех мухтанар.
Светлана Кулакова, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи.
Май 2026 |
