Паян редакци тĕпелĕнче вĕрентÿçĕ, кĕнекеçĕ, сăвăç, обществăлла юхăм хастарĕ тата Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ В.В. Лисицына педагог.
— Валентина Васильевна, чăваш тĕнчи Сире чи малтанах Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ пек пĕлет. Хăçан такăрлатма пуçларăр чăвашлăх сукмакне?
— Кĕскен каласан — çуралсанах. Пирĕн йăхра ют юн — тутар-мăкшăсен, нимĕç-французсен — çук. Классикăлла сăвăри сăмахсемпе каласан атте те, асатте те манăн…чăвашсем! Атте-анне чĕлхинчен нихăçан та, ниçта та вăтанман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен варринче тăван тăрăхран Шупашкара куçса килсен прибор тăвакан заводăн 2-мĕш общежитийĕнче воспитатель пулса ĕçлеме тÿр килчĕ. Заводри комсомол организацийĕн хастарĕсем Люда Васильева, Зоя Никандрова, Геннадий Андреев, Надежда Аврамова сĕннипе «Чăвашсем» агитбригада йĕркеленĕччĕ эпĕ. Чăвашра анлă сарăлнă Юрий Жуков, Илья Степанов, Вениамин Смирнов композиторсен юррисене куракансем çав тери хапăлласа йышăнатчĕç. Çур ĕмĕре яхăн иртрĕ пулин те «Шăнкăрав курăкĕ», «Сана мар саватăп, сана мар», «Теме сиссе чĕрем хурланчĕ» юрăсем халĕ те телерадио эфирĕнче янăраççĕ.
Чăвашлăх сукмакне, тетĕр… Ку сукмакри пĕлтерĕшлĕ утăмсем, ман шутпа, асанне-кукамайсенчен вĕреннĕ чăваш юрри-ташши, вĕсене итлесе-киленсе çитĕнни, çырма-вулама вĕренсен каçăхса кайсах Никифор Мранькка, Микулай Илпек, Леонид Агаков, Мĕтри Кипек романĕсене вулани. Константин Иванов, Çеçпĕл Мишши, Петĕр Хусанкай, Çемен Элкерпе Ухсай Яуккăвĕ çырнă сăвă пуххисем çинчен калламастăп та – вĕсем сукмакран анлă çул çине кăларакан пĕлтерĕшлĕ пулăмсем. Тăван килте вĕсен томĕсем яланах сĕтелçи кĕнекисем пулнă. Çав витĕме пулах шкулта вĕреннĕ тапхăртах сăвăсем çырма пуçланăччĕ. Пĕлÿ çителĕксĕррине туйсан 1982 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура факультет алăкне вăтанчăклăн шаккарăм.
— Мĕнпе асра юлчĕ студент тапхăрĕ?
— Ман шутпа, ку ыйтăва чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев питĕте лайăх уçăмлатнă. «Салампи» повеçре «Студентсем» ятлă сыпăк пур. Хаçат тусĕсене çавăнти йĕркесекне тепĕр хут вулама сĕннĕ пулăттăм. Студентлăх вăл - çамрăклăх, чĕре хыттăн тапни, Гималай пек ту хысакне те тепĕр майлă çавăрса хурас пек вăй-хал тапса тăни. ЧПУра пире чăннипех те сумлă доцент-профессорсем ăс паратчĕç. М.И.Скворцов, Н.П.Петров, И.А.Андреев, И.И.Одюков, Г.Н.Семенова профессорсем, А.В.Васан, Г.Я. Хлебников, В.Я.Канюков, Н.С.Дедушкин, Е.С.Сидорова, А.П. Хусанкай, Е.Ф.Васильева, М.В.Румянцев доцент ячĕсене ялан ырăпа аса илетĕп. 1988 çулта литература кафедрин доценчĕ Валерий Степанович Эзенкин ертсе пынипе литертатура кафедринче «Леонид Агаковăн сатирăри уйрăмлăхĕсем»» диплом ĕçне ăнăçлă хÿтĕлерĕм. Комисси членĕсем «Сатирăпа юмор – ăшă çумăр!» тенĕ хыççăн алă çупсах янăччĕ. Вăт, 1988 çулхи «ĕççи» хыççăн чăвашлăх анинчи вырмара эпĕ!
— Сирĕн ят-хушамат «Чăваш литературин анталогийĕ. Сăвăсем» кăларăма та илемлетет. Валентина Васильевнан поэзи ÿнерне уçса пăхар-ха.
— Шăп та шай 20 çул каярах, 2006 çулта пулать-ха ĕнтĕ, «Чĕрем чул мар» ятпа сăвăсен пирвайхи пуххи пичетленчĕ. Тематики анлăччĕ унта: тăван тăрăх, тавралăх, ачалăх, халăх йăли-йĕркипе уявĕсем, тăванлăх... Учитель пулнă май чи малти вырăна вĕренÿпе вĕрентÿ, ача-пăча психологине уçакан строфасем тухнăччĕ, юрату лирикине те,паллах, манман. 2012 çулта пичете «Атте-анне пилĕпе» кĕнеке вулакан патне çитрĕ. Сăввăмсене райхаçат та, республикăри литература журналĕсем те хапăлласах пичетлерĕç. Хальхи вăхăтра ытларах сумлă учительсен портретне рифма урлă çитерме тăрăшатăп.
— Эсĕ сăвă кĕнекисен кăна мар, педагогика ыйтăвĕпе çырнă чылай статья авторĕ те. Вырăс чĕлхиллĕ шкулсем валли хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхи» вĕрентÿпе меслет пĕрлĕхĕн рецензечĕ те. Ăçтан вăхăт çитеретĕн?
— Чăваш патшалăх университечĕ «Ашмарин вулавĕсем», Шупашкарти педагогика колледжĕ Николай Никольский вулавĕсем ирттерме пуçласан çав ăслăлăхпа практика конференцийĕсене хутшăнма, статьясем çырма тытăнтăм. 2005 çулта Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерстви вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине ăша хывма кирлĕ вĕрентÿпе меслет комплексĕн çĕнĕ йĕрне тăвасси çинчен конкурс ирттерчĕç. Комисси членĕсен умне кĕçĕн тата аслă классем (1-4, 5-9) валли хатĕрленĕ программăна, ачасем валли хатĕрленĕ учебника, ĕç тетрачĕсене, учитель валли çырнă меслет кĕнекине, электронлă пособисене тата хушма ĕç брошюрисене хумалла. Конкурса яланхиллех академилле вĕренÿ учрежденийĕсен — педагогика тата чăваш патшалăх университечĕсен, гуманитари тата учительсен пĕлĕвне ÿстерекен институтсен – тĕпчевçисем хутшăнчĕç. Чи тĕлĕнмелли çакăнта пулчĕ: асăннă конкурсри икĕ номинацийĕнче те профессор-академиксем мар, Шупашкарти 59-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературишĕн «тарлакан» вĕрентÿçĕсем тухни! ВМК (вĕренÿпе меслет комплексĕ) авторĕсем. Г.В.Абрамова, А.Л.Краснова, С.А.Разумова палăртнă тĕллев патне çирĕппĕн утрĕç, пур комплекта та учительсем патне çитерме пултарчĕç. Вĕрентÿ министерстви ыйтнипе манăн çÿлерех асăннă авторсен алçырăвĕсене тишкерсе рецензисем çырма тÿр килчĕ. Çавăн пекех «Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентесси» комплексăн тĕслĕх программине çырма та хутшăнтăм.
— Чăваш наци конгресĕнче çанă тавăрса ĕçлени çинчен мĕн каланă пулăттăн?
— Чăваш наци конгресĕн тилхепине Геннадий Архипов тытса пынă вăхăтра республикăри мал ĕмĕтлĕ хĕрарăмсем ятарлă комитет, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсен ассоциацине туса хунăччĕ. Вăл культурăпа ÿнер, общество ĕçĕпе педагогика хастарĕсем çинче тытăнса тăратчĕ. Пирĕн ертÿçĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Аниса Павловна Игнатьева, каярахпа Зоя Нестеровна Лукина (2014-2019 çулсенче) пĕлтерĕшлĕ тĕл пулусем йĕркелеме, пысăк мероприятисем ирттерме ăстаччĕ. Мухтавлă ентешĕмĕр, Раççейри вĕренÿ академийĕн действительнăй членĕ Геннадий Никандрович Волков пирĕн яланхи хаклă хăна пулнине те каласа хăвармаллах. ЧНКра пĕрле ĕçленĕ Галина Николаева, Татьяна Власова, Вера Куракова, Раиса Гурьева, Мария Печникова, Ирина Диарова, Евдокия Андреева (педуниверситет) педагогсем хĕм сапса тăратчĕç. Хĕрлĕ Чутай хĕрĕ Юлия Мареева ертсе пыракан «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет халĕ те ЧНК ялавне çÿлте вĕлкĕштерни савăнтарать.
— Çакнашкал хастар педагогăн йăх-несĕлĕсем пирки те çывăхрах пĕлес килет...
— Эпĕ 1961 çулхи хура кĕркунне Патăрьел округне кĕрекен Красномайск ялĕнче пурăнакан, иртен пуçласа каçчен «Ленинец» колхозра тар тăкакан Василийпе Раиса Сироткинсен килĕнче çуралнă. Хаклă çыннăмсем Начар Упири «Ванга» пулнă пулмалла: тепĕр икĕ çултан Терешкова уçлăха çĕкленессе пĕлсе-ши, мана Валентина ят парнеленĕ. Пирĕн аттепе анне, чăваш йăлине питĕ çирĕп тытса пыраканскерсем: Турă калашле 7 ача çуратса çитĕнтернĕ вĕсем!
— Пурнăç кустăрми, эппин, сирĕн чиперех чупнă: пичче-шăллăмсем, аппа-йăмăксем?
— Çапла темелле пулĕ: аслă пĕлÿ илнĕ, «Электроприбор» заводра ĕçленĕ, пĕве кĕрсен юрату океанне те чăмнă... Кÿршĕ районти тата кÿршĕ ялти (Елчĕк районĕнчи Арланкасси ялĕ) йĕкĕте — Коля Лисицына — çар тумĕпе курсан пуçа çухатрăм пулмалла, хăй те мана сарă çÿçлĕскере, йăрăс пÿллĕскере телей тĕнчине илсе кĕме шутланă. Пĕр сăмахпа, икĕ чĕре çине Турри пĕр вăхăтрах краççын сапнă, вулкан пекех хĕмленме тытăннă вĕсем. Паллах, туй-шуй, çемье, ачасем... Юрату çимĕçĕпе телей никĕсĕ пирĕн Марина хĕрĕмпе Максим ывăлăм! Кинпе кĕрÿ! Эленора, Маша, Настя мăнукăмсем.
Тĕрĕсех, пичче-шăллăмсем, йăмăкăмсем чăн-чăн пурнăç тĕрекĕ пулса тăчĕç кун-çул уттинче. Питĕр хулинче пурăнакан аслă пичче Володя тем тĕрлĕ техникăна çÿретме пĕлет. Галя йăмăкăм ял-хуçалăхĕн специалисчĕ – Патăрьелĕчи сысна самăртмалли комплекс зоотехникĕ. Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан Вера йăмăк та ялшăн хыпса çунаканскер, вăл — ветеринар. Гена шăллăм Çĕмĕрле тăрăхне кăмăлларĕ, Володя пекех тĕрлĕ автомашинăсен «патши». Чи кĕçĕннине эпир «квас тĕпĕ» тетпĕр. Çак чыслă ята тивĕçнĕ Радик шăллăмпа Ирина мăшăрĕ аслисен пехилне çирĕп тытса пыраççĕ: Чун ыратăвĕ те пур: Юра пиччем, питĕ ир çĕре кĕчĕ.
— «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ Валентина Лисицына тăватă теçетке çула яхăн «Кил – шкул» çула такăрлатать. Ывăнтармасть-и пĕр çул?
— Эпĕ ачасене вĕрентмех çуралнă пулмалла. «Ывăнтăм» сăмах ман валли марах. Тата пирĕн çав тери туслă коллектив. Чăвашсен паллă сăвăçи Митта Ваçлейĕячĕллĕ Шупашкарти 20-мĕш шкул директорĕ Л.В. Леванова педколлектива ăнăçлă тытса пыракан, учительсене хавхалантарма пĕлекен ертÿçĕ. Любовь Валентиновнăна идейăсен генераторĕ теме те пулать, вăл хавхалантарнипе шкулта тематика каçĕсем, квестсем, диспутсем ăслăлăхпа практика конференцийĕсем, пĕлÿ, спорт, ÿнер ăмăртăвĕсем... ирттеретпĕр тата ытти те...
— Сăвăç-кĕнекеçĕн, вĕрентекен-ăсчахăн, общество ĕçĕнчи хастарăн тĕслĕх илмелли çынсем пулнах ĕнтĕ. Камсенчен тĕслĕх илнĕ-ха шкул ачисене 40 çул пĕлÿ тĕнчине туртакан Валентина Лисицына?
— Ачалăхра хамран 3 çул аслăрах Тамара Михайлова пек пулас килетчĕ. Вăл мана тасалăхĕпе, сăпайлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе Пинерпи пек те, Салампи пек те туйăнатчĕ. Çемьере маншăн Володя тĕслĕхчĕ: ачалăхăм унăн сунчăкĕ айĕнче иртрĕ. Педагогикăри улăпсем — Иван Яковлевпа Антон Макаренко: иккĕшĕ те ачасене ĕçпе воспитани пама вĕрентнĕ. Чĕлхеçĕ çулĕ çине тăма ЧПУ доценчĕ Валерий Васильевич Андреев доцент нумай пулăшрĕ, кĕнекеçĕ çулĕ çине те вăлах тăратрĕ. Литературăри ÿсĕмсемшĕн эпĕ яланах ЧПУ доцентне, ЧНК вице-президентне Валентин Александрович Абрамова тав тăватăп. Ÿнерти тĕслĕх – Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ Нина Михайловна Яковлева. Ун умĕнче яланах пуçа таятăп. Пурнăçра чи мала, паллах, анне тухса тăрать. Чăваш Енри тĕслĕх — поэт, радиоертÿçĕ, «Халăх шкулĕ» журнал редакторĕ Олег Прокопьев, вăл пуçа пĕкмесĕр пуринпе те тан калаçни питĕ килĕшет... Вăт çакăн пек тĕрлĕ тĕслĕ картина пулса тухрĕ манăн хурав.
Анатолий АБРАМОВ
Июль 2026 |
