«Ăçта-ши эсĕ, мĕнле шыраса тупмалла-ши сана...» — Марина Нягинăна пĕр канăç кăтартмасăр çак ыйтусем сăпса евĕр сĕрлеççĕ. Вĕсем тавралăх илемĕпе киленсе, савăнса пурăнма кансĕрлеççĕ.
Систермесĕр аталаннă чир
Унăн мăшăрĕ пĕлтĕр чÿк уйăхĕ 23-мĕшĕнчен вара çыхăнăва тухмасть. Патăрьел тăрăхĕнчи Вăтаелте çуралса ÿснĕ Петр Васильевич 2023 çулта контракт çырса ятарлă çар операцине тухса кайнă. Шăллĕн ывăлĕ, 20-ри Даниел, СВОра пуçне хунă хыççăн çак йышăнăва тунă вăл — унăн тупăкĕ умĕнче хăйне сăмах панă. Ун чухне Петр Нягин 55-ре пулнă, килĕнче мăшăрĕпе виçĕ ачи юлнă. Вăл штурмлакан отрядра, чи хĕрÿ вырăнсенче, хăйĕн тивĕçне пурнăçланă. «Волчара» позывной илнĕскере виçĕ çула яхăн Турă тĕрĕс-тĕкел упраса тăнă. 2025 çулхи раштавран вара вăл хыпарсăр çухалнă.
Юратнă çын, çемье тĕрекĕ хирĕç тăруллă вырăнта кашни кун вилĕме куçа-куçăн пăхнă чухне килтисем лăпкă пурăнаймаççĕ. Вăл мĕнле-ши тесе ыйха татса çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмаççĕ, минтере йĕпетеççĕ. Чунри чул вара сывлăха йывăрлатать, хавшатать. Акă Марина Анатольевна 2024 çулта чÿк уйăхĕнче пыр ыратнине туйнă. Мăй айĕнче сылтăм енче мăкăль тухнă унăн. Терапевт патне кайса анализсем панă, ангинăран сипленнĕ. Анчах мăкăль пĕтмен, хытсах пынă. Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин питпе янах хирургийĕн уйрăмне хунă ăна. Компьютер томографийĕ тунă хыççăн та нимĕн япăххи те тухман. Сĕлеке парĕ питĕрĕннĕ тесе мăкăле операци туса касса илнĕ. Материала тĕрĕслеме ярсан лимфа тĕввисен ракĕ пулнине палăртнă. «Эпĕ малтанах хăраса ÿкрĕм. Мăшăрăм çыхăнăва тухсан ăна каласа патăм. Вăл тепĕр хут тĕрĕсленме сĕнчĕ, йăнăшасси тухтăрсен те пулать терĕ. Çĕнĕрен йăлт укçалла тĕрĕслентĕм. Рака çирĕплетмерĕç, çапах иккĕлентерекеннине асăрхарĕç. Компьютер томографийĕ тума Чĕмпĕр облаçĕнчи Димитровграда ячĕç. Хăйне нимле те палăртмасăр вăрттăн аталанакан чир пулнă иккен манăн, усал шыçă 3-мĕш тапхăра çитнĕ. Малашне мĕн кĕтмелле? Диагноз лартсан эпĕ тухтăрсенчен веçех уççăн ыйтса пĕлтĕм. Чир иртсе каясса мана никам та шантармарĕ. Хамăрăн шухăшлавран тата Турри çырнинчен килет.
Малтанлăха йĕтĕм, кулянтăм. 6 курс химитерапи тухрăм. Пĕрремĕшĕ çăмăл иртрĕ. Çынсем йывăр тесе калаççĕ, эпĕ нимĕн те туймарăм. Кун пек пулсан чăтма пулĕ-ха терĕм, шанчăкпа пурăнтăм. «Хими» витĕмĕ каярах палăрнине пĕлмен эпĕ. Пĕр эрне иртсен ирпе тăтăм та — вырăн çÿç ăшĕнче. Эпĕ яланах вăрăм çÿçпе çÿренĕ, ун чухне те купарча таранччĕ. Турама тăтăм та — май çук тăкăнать. Ларса йĕнĕ хыççăн парикмахерскине кайрăм. Куç тĕкĕ, хăрпăкĕ пĕтĕмпех тăкăннăшăн хытах кулянмарăм, шăл мар вĕт, шăтать. Упăшка шăнкăравласа хавхалантаратчĕ, вăл та пуçне шакла хырнăччĕ. Ачасем мана малтанах парикпа курчĕç те эпĕ çÿç сăрланă тесе шухăшларĕç. Иккĕмĕш курс хыççăн йывăртарах туйрăм та хĕрĕмсем шкултан киличчен парик тăхăнмарăм. Ку вĕсемшĕн шок пулчĕ, хăраса ÿкрĕç. "Анне, ан вил тархасшăн", — йĕме тытăнчĕç. Çавăн чухне пуçа пырса çапрĕ, йăраланса выртнипе нимĕн те пулмасть, манăн ачасене ура çине тăратмалла. Вара хама алла илтĕм. «Çук, вилместĕп, сывалатăп, ура çине тăратăпах», — терĕм. Ачасемшĕн пурăнас хавхалану кĕчĕ. Мана вĕсем пĕртте килте тăратмастчĕç, уçă сывлăш кирлĕ, уçăлса çÿремелле тесе урама илсе тухатчĕç. Вăй та çукчĕ, нимĕн тăвас килместчĕ, çавах тухаттăм», — чунне уçса каласа пачĕ Элĕк округĕнчи Пĕчĕк Элĕкре çуралса ÿснĕ Марина Нягина.
Шанăçпа усă курман
Кун пекки сайра — Марина Анатольевна мăшăрне ятарлă çар операцийĕнчен тавăрса килне илсе килнĕ. Сăлтавĕсем те витĕмлĕ, арăмĕн 3-мĕш тапхăрти усал шыçă, виçĕ ача, 80-ран иртнĕ чирлĕ амăшĕ. 2025 çулхи çу уйăхĕ тĕлне документсене пухса çар чаçне янă. Çурлан 17-мĕшĕнче Петр Васильевич киле çитнĕ. Тем тĕрлĕ нуша курнă хыççăн çемьепе чăмăртанса, арăма чирпе кĕрешме хавхалантарса пĕрле пурăнмалла кăна та… Пĕр уйăхранах арçын, «Ку пурнăç мана валли мар», — теме тытăннă. Хăрушă тĕлĕксем курса çĕрле вăрана-вăрана кайнă. Лере çамрăксем юн тăкнă вăхăтра кунта вăл лăпкă пурăнайман. Петр Нягин авăн уйăхĕнче çар комиссариатне çитнĕ. «Эсĕ çак таранччен çапăçса çемйÿне таса-сывă таврăнтăн. Арăму чирĕ ăнсăртлăх мар пуль, тен, сана çăлассишĕн Турри ярса панă ăна. Шăпана хирĕç каятăн. Сана шанăç панă», — çапла калани те Волчара чунне витереймен. Вăл иккĕмĕш хут контракт çырса урăх хула урлă юпа уйăхĕнче тухса кайнă. Хальхинче те штурмлакан отряда лекнĕ. Тепĕр эрнеренех çар заданине янă ăна. Ун чухне Петр Васильевич 10 кун çыхăнăва тухман. Телее, хĕрÿ вырăнтан вăл чĕрĕ таврăннă. Темиçе кунран каллех — штурма. «Унтан тухаятăп-и, çук-и пĕлместĕп. Марина, ачасене лайăх пăх, тĕрĕс воспитани пар. Çĕршыва юрăхлă çын пулччăр», — тенĕ вăл чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче. Кун хыççăн хăйĕн телефонне, ытти япалине, шăл пасти таранах, посылкăпа киле ăсатнă. Чунĕ усала сиснĕ-ши? «Пĕрле çапăçакан юлташĕсем патне шăнкăравлаттăм, халĕ вĕсем те чĕрĕ мар ĕнтĕ. Вĕсем задание пурте пĕрле кайнă. Арăмĕсемпе хутшăнатпăр, сÿтсе яватпăр. «Ваххăпа Волчара мала кайрĕç, ыттисене çул туса памашкăн йывăрлăхсене хăйсем çине илчĕç. «Баба ягапа» «камикадзе» вĕсене пырса шаплаттарчĕç», — каласа панă çапла. Вăл харсăрччĕ, 19-20 çулти çамрăксене хĕрхенетчĕ, пурнăç та курман тетчĕ... Эпĕ çавах вăл вилнине ĕненместĕп. Ун пек çĕрте темĕн те пулма пултарать. Тен, тыткăна е госпитале лекнĕ. Ăс-тăнпа ăнлансан та чун çакна йышăнмасть, вăл пур пĕр кĕтет. Çар чаçне кашни кун шăнкăравлатăп, йăлăхтарса та çитертĕм пулас. Нимĕн те çĕнни каламаççĕ, яланхи хуравсем», — шанăçпа пурăнать салтак арăмĕ.
Çамрăк чухне Марина хăйĕн пурнăçне ялпа çыхăнтарма, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУРа вĕренсе тухсан райцентрта ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Студент чухнех университетăн кафине официанта вырнаçнă. Петр ăна пĕрремĕш хут çавăнта, пĕр ĕçкĕре Марина хăнасене пăхнă чухне, курнă. Диплом илнĕ хыççăн яла таврăнас шухăш пăчланнă. Ывăл çуралнă, пурнăç урăхларах çаврăнса кайнă. Марина кулинари лавккинче сутуçăра, унтан заведующире вăй хунă. Хăйĕнчен чылай çул аслă Петрта вăл йăлтах тупнă. 11 çулта чухне Марина ашшĕсĕр юлнă. Çавăнпа та пулĕ хăйĕнчен чылай аслă арçын ăслă-тăнлă калаçни, шанчăклăхĕ илĕртнĕ. Вăл уншăн ашшĕ те, мăшăр та, юлташ та пулса тăнă. Арçын Маринăн ывăлне усрава илсе хăйĕн хушаматне, ятне панă. Çырăнмасăр пурăнсан та хĕрарăм унра иккĕленмен — вĕсем пĕр çемье, хăрамасăрах икĕ хĕр пĕрчи кун çути парнеленĕ. Петр отпуска килсен, 15 çул пĕрле пурăннă хыççăн, вĕсем çырăннă.
Çын çине тухсан
Маринăна тăванĕсем те хавхалантараççĕ. «Эпĕ пиччесем енчен пуян, вĕсем манăн — тăваттă. Туслă ÿсрĕмĕр, вĕсен хÿттине туйса ача чухне сĕре харсăр пулнă эпĕ. Тăван киле кайса çÿретпĕр, пахча лартатпăр. Пиччесем пурте пĕрле ĕçлеççĕ, коттеджсем тăваççĕ, хăйсен — бригада. Килте те хуçалăха юхăнтармаççĕ. Манăн та чун ялах туртать. Инсульт хыççăн аннене пăхма тиврĕ, çулла ялта пурăнтăмăр. Пиччесем ĕçлесе килчĕç, пурте килте пухăнсан 2020 çулта анне вилчĕ», — каласа пачĕ Марина Анатольевна.
Ывăлĕ Максим — 17-ре, вăл Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче право хуралĕн ĕçĕ-хĕлне вĕренет. Вăталăххи Амелия — 5-мĕш, кĕçĕнни 1-мĕш класран вĕренсе тухнă. Хĕр ачасем иккĕшĕ те «Карамель» ташă студине çÿреççĕ. Максим пĕлтĕр общежитире пурăннă. Амăшĕ химитерапипе сипленме пуçласан киле çÿреме тытăннă. Вăл çемье тĕрекĕ пулса тăнă. Килти нумай ĕçе хăйĕн çине илнĕ, апат пĕçернĕ, йăмăкне садике леçнĕ, илсе килнĕ…
«Эпĕ хам тĕллĕн йышăну туса, хам çине яваплăх илсе курман. Пур ыйтупа яланах упăшкапа канашланă, пĕтĕмпех ăна каласа панă. Вăл мана çул кăтартса пынă. Эпĕ арçын çурăмĕ хыçĕнче пурăнтăм. СВОра чухне те тÿрех ун патне шăнкăравлаттăм е çыхăнăва тухасса кĕтеттĕм. Çавăнпа та мана халĕ татăклă утăмсем тума çăмăлах мар. Кăçал мана Анастасия Сурикова-Тимофеева йĕркелекен «Краса вне формата» конкурса хутшăнма йыхравласан çухалса кайрăм. Унта ятарлă çар операцине хутшăнакан арçынсен амăшĕсене, арăмĕсене чĕннĕ. Манăн пуçра пачах урăх ыйтусемччĕ те конкурс пирки шухăшлама-и? Раштав уйăхĕнче упăшка хыпарсăр çухални пирки хут илтĕм çитменнине. Мана тĕслĕх-конкурсантка пек хутшăнма ÿкĕтлерĕç. Хам çинчен, уйрăмах чир пирки каласа памалла тесе шухăшламан. Кĕтмен çĕртенех эпĕ финала тухрăм тата тепĕр тапхăрта тупăшмаллаччĕ. «Çук, пымастăп, пултараймастăп», — терĕм. «Пĕрре-иккĕ пырса кур çеç, йĕрсе ларнипе мĕн улăштараятăн эсĕ? Çын çине тухмалла, хупăнса ларнипе чире каялла тавăрма пултаратăн. Вăл вĕт çĕлен пек каялла çĕкленсе тухаять», — ăс пачĕ Анастасия. Эпĕ малтанах чир пирки калама вăтанаттăмччĕ. Психологсемпе ĕçлени пулăшрĕ. Фотосесси, визаж, массаж… — эпĕ хĕрарăм пулнине туйма пачĕç. Манăн видеовизитка «Контактра» анлă сарăлчĕ. Пултарулăх номерĕ хатĕрлемеллеччĕ. Упăшкапа çыхăну çухалсан чун тăвăлса çитнĕрен никампа калаçма çукки юрă çырма хистерĕ. Вăхăта хаклама пĕлместпĕр. Çынна çухатсан тин ăнланатăн — пурнăç питĕ кĕске. Çакăн çинчен сăвă шăрçалас терĕм те çыпăçуллă пулаймарĕ. Владимир Рыбкина хамăн шухăшсене çырса ятăм та пĕр сехет те иртмерĕ — «Ай мĕн çитмест-ши пире?» юрă çуралчĕ. Ăна Андрей Порфирьевăн студийĕнче çыртартăм. Сцена çинче эпĕ пĕрре те юрламан, анчах кун пирки ачаран ĕмĕтленнĕ. Йывăр самантра вăл пурнăçланчĕ. Халь чуна уçмалăх хамăн юрă пур. Финалта икĕ диплом çĕнсе илтĕм: «Бриллиант уçăлăх» тата «Вице-краса вне формата». Маншăн ку кĕтменлĕх тата пысăк çитĕнÿ. Чунра каласа хальччен курман çĕкленÿллĕ туйăм хуçаланчĕ», — ниме пăхмасăр малалла талпăнни палăрчĕ унăн калаçăвĕнче.
Алина ИЛЬИНА
Июль 2026 |
