Тÿпере тăри юрлать савăнса, тухăç пысăк пуласса систерсе

Категория: Публикации Опубликовано: 03.07.2026, 09:57 Просмотров: 68

Çурхи ĕçсем вĕçленсен çулленех йĕркелекен уй-хир тĕрĕслевĕ кăçал ытти çулхисенчен кăшт каярах иртрĕ (автор сăн ÿкерчĕкĕсенче унăн саманчĕсем). Çакна валли сăлтавĕ те пур: ака каярах юлса килчĕ тата Акатуй-Сабантуй уявĕ те паян тата ыран, июлĕн 3 тата 4-мĕшĕсенче, пулать.

Ятарлă комисси — Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Владимир Федоров тата çак пайри тĕп специалист Ирина Хадарова, Патшалăх техника надзорĕн Патăрьел округĕнчи инспекцийĕн начальникĕ — аслă инспекторĕ Сергей Сафьянов, «Россельхозцентр» управенин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ Юрий Кошкин, агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем — ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен анисемпе паллашрĕ.

— Çанталăк лайăх тăрсан тепĕр 2-3 эрнерен вырмана тухатпăр. Кĕрхисем пиçсе çитнĕпе пĕрех, — терĕ «Батыревский» пĕрлешĕвĕн директорĕ Петр Ялуков комисси членĕсене кăмăллăн кĕтсе илнĕ май. Унтан вăл хуçалăх ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Пĕрлешÿ хирĕсем таса. Çум курăкран гербицидпа, хурт-кăпшанкăран хими хатĕрĕсемпе технологине пăхăнса ĕçлеççĕ. Вăрлăхсене çĕнетессине те çулленех тимлĕх уйăраççĕ. Тăрăшнин кăтартăвĕ куç умĕнче: пĕлтĕр урпан «надежный» сорчĕ пĕр гектартан 68-70 центнер тухнă. Тыр-пулăн вăтам тухăçĕ 50 центнер ытларахпа танлашнă.

«Красное Знамя», «Корма», «Исток», «Труд», «Куснар» хуçалăхсен хирĕсем те савăнтараççĕ.

Сăкăтри «Красное Знамя» хуçалăх уй-хирпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕсене пĕр пек аталантарса пырать. Фермăран тухакан тислĕке çулленех хире тăкаççĕ, çапла майпа тăпра пулăхлăхне лайăхлатаççĕ.

Республикăра туса илекен сахăр чĕкĕнтĕрĕн 65 проценчĕ Патăрьел тăрăхĕнче çитĕнет. «Исток» çĕр ĕç фирмине «пионер» тесе те калама пулать. Шăпах кунта чи малтан асăннă культурăна акма пуçăнчĕç. Кăçал та вăл 300 гектар йышăнать.

Сахăр чĕкĕнтĕрĕпе ĕçлекен тепĕр хуçалăх вăл — Сăкăтри Мария Лаврентьева фермер хуçалăхĕ. Тымар çимĕçе 350 гектар никĕсе хывнă. Тухăçа ăçта вырнаçтарассипе те йывăрлăх çук. Фермер хуçалăхĕн представителĕ Олег Лаврентьев Тутарстанри Пăвари тата Ульяновск облаçĕнчи Чăнлăри сахăр завочĕсемпе килĕшÿ тунă.

Комисси членĕсем Владислав Федоров фермер хуçалăхĕн рапс тата соя уйĕсенче чарăнчĕç. Икĕ культурăна та çитĕнтерме çăмăл мар, анчах пĕр тăван Владиславпа Андрей Федоровсем пуçа усмаççĕ, пусă çаврăнăшĕнче вĕсене малалла та тытса пырасшăн.

Алманчăри Александр Петров фермер хуçалăхĕн 800 гектар ытларах çĕр, унта тулă, урпа, пăрçа, рапс ÿсет.

Округра купăста туса илессипе хальлĕхе Анат Туçари Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕ çеç ĕçлет. Çавăн пекех сухан вăрлăхĕ, чипсы тумалли çĕр улмин виçĕ сортне çитĕнтереççĕ. Усă куракан 280 гектартан 260-не 6 агрегатпа шăвараççĕ.

Тутар Тимешĕнчи Камиль Салихов, Çĕнĕ Ахпÿртри Людмила Краснова, Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕсенче те курмалли, тĕлĕнмелли нумай пулчĕ.

Уй-хир тĕрĕслевне Патăрьел пуниципалитет округĕн пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Владимир Федоров пĕтĕмлетрĕ.

Ольга ПАВЛОВА

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс.Метрика