Хирти Пикшикри Рафаил Шарипович Алигберов ĕç ветеранне тавра ялсенче те, округра та пĕлекенсем, унăн ĕçне хаклакансем нумай. Çак кунсенче 80 çул тултаракан аксакалăн ĕç кĕнеки чăннипех те пуян, тулли. Ĕмĕр тăршшĕпе тĕрлĕ ĕçре тăрăшса палăрнă хастарăн хăй пирки каласа памалли те, аса илмелли те нумай...
Рафаил ачалăхĕ тăван ялтах иртнĕ. Вăл вăхăтри чылай тантăшĕ пекех вăл та шурă кулач çисе, иртĕнсе ÿсмен. Саккăрăн сак тулли пулнă пĕр тăвансем, Пысăк çемьере çичĕ ывăл та пĕр хĕр çитĕннĕ. Пепкисем пĕринчен тепри пĕчĕк чухне ашшĕпе амăшне вĕсене пăхма, тăрантарма, тумлантарма çăмăл пулманни каламасăрах паллă. Çавăнпа вĕсем пурте çамрăклах ĕç патне туртăннă, Рафаил та ялти шкултан 8 класс вĕренсе тухнă хыççăнах укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе «Герой» колхозри кайăк-кĕшĕк фермине подсобнике вырнаçнă. Çав вăхăтрах каçхи шкулта вĕреннĕ. 1963-1964 çулсенче каччă Канашри СПТУра пĕлĕвне малалла тăснă. Ун хыççăн çамрăк яш тавра курăмне аталантарас тĕллевпе Самара облаçĕнчи пахча çимĕçпе улма-çырла техникумне вĕренме кĕнĕ. Каччă вĕренÿ учрежденийĕнче те хăйĕн хастарлăхĕпе палăрнă. Çавăнпах ăна техникумри профсоюз организацийĕн ертÿçи пулма шаннă. Кунтан вĕренсе димлом илнĕ хыççăн 1968 çулта çамрăк агранома направленипе Амур облаçĕнчи «Пограничный» совхоза ĕçлеме янă. Çак тапхăрта тÿрĕ чунпа ĕçленĕшĕн Амур ВЛКСМ обкомĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ.
1973 çулта çемьери лару-тăрупа тăван яла таврăннă. Тăван тăрăхра та унăн пултарулăхне тÿрех асăрханă. Малтанах Патăрьел ВЛКСМ райкомĕнче орготдел заведующине ĕçе илнĕ. Çур çултанах Патăрьелĕнчи райпо председателĕн çумĕ пулма шаннă. Пысăк организацинче те Рафаил Шарипович парти организацийĕн секретарĕ пулнă. Пурнăçра вăл карьера картлашкипе яланах çирĕппĕн утнă.
1974 çулта ăна йывăрлăхпа аталанса пыракан пысăк организацин — Шăхачри йывăç япаласем туса кăларакан комбинатăн директорĕ пулма шаннă. Çĕнĕ директор кунти йывăрлăхсене те çĕнтерме пултарнă, виçĕ çул хушшинче комбинат районта çеç мар, тавар туса кăларассипе республикăра та кăтартуллисен йышне кĕнĕ, вĕсен ятне Чăваш Республикинчи Ĕç мухтавĕн кĕнекине кĕртнĕ.
Пурнăçри лару-тăру ăна Çĕнĕ Шупашкара та илсе çитернĕ. ЖБК-2 заводра вăл икĕ çул директор çумĕнче тăрăшнă. Ун хыççăн каллех тăван тăрăха килнĕ, Яманчурелĕнчи вак чул карьерин директор-маркшейдерне вырнаçнă. «Чувашавтодорăн» çĕнĕ карьеринчи ĕç вăрттăнлăхне алла илме тÿрех çăмăл пулман. Çавăнпа та ăна Кемеровăри сăрт-ту институтне вĕренÿ курсне пĕлÿ илме янă. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенĕ евĕр, вăл тепĕр профессие те алла илнĕ — инженер-маркшейдер (сирпĕтÿ ĕçĕпе тимлекен инженер). Çакăн хыççăн вĕсем карьерта вĕтетнĕ чулсем, известь çăнăхĕ те кăларма пикеннĕ.
Рафаил Алигберовăн ĕç стажĕн юлашки тапхăрĕ пĕтĕмпех çĕр ĕçĕпе çыхăннă. 1987 — 1993 çулсенче вăл «Герой» колхоз председателĕн çумĕ пулса тăрăшнă. «Снабженец» тенĕ вĕсене ун чухнехи терминпа. Кăшт каярах вара хуçалăхран уйрăлса тухса «Ромашка» фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи малтанхи фермерсенчен пĕри. Ун чухне районĕпе те çĕрпе ĕçлекен 6 фермер çеç пулнă. Фермер хуçалăхĕсен ассоциацине йĕркеленĕ хыççăн Рафаил Шариповича каллех пухура унăн ертÿçине суйланă. 1994 çулта çак юхăм анлă сарăлма пикеннĕ. Районта çĕнĕлĕхе хапăл тунă, çынсем хуçалăхсенчен уйрăлса тухса 50 фермер хуçалăхĕ йĕркеленнĕ, вĕсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, хуçалăхĕсене çĕнĕ техникăпа пуянлатма пикеннĕ... 2007 çулччен ертсе пынă вăл çĕнĕ ассоциацие. Çак тапхăрта Чăваш Республикинчи фермер организацийĕсен делегацийĕпе Раççей фермерĕсен съездне те хутшăннă.
Пурнăçри лару-тăру кашни çыннах кирлĕ йышăну тума хистет. 2010 çултанпа хисеплĕ ĕç ветеранĕ чун канăçлăхне тăван ялти мăсăльмансен 35-мĕш прихутĕнче тупнă, кунта ĕçлет. Мечете çÿрекенсемпе яланах кăмăллă та тарават хутшăнать, Республикăри мăсăльмансен тĕн организацийĕнчен паракан Тав хучĕсем те унăн пархатарлă та сăваплă ĕçне хак параççĕ.
Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар теççĕ. Рузалия мăшăрĕпе 55 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ Алигберовсем (сăн ÿкерчĕкре). Пĕрлехи вăйпа пурнăç çулĕ çине кăларнă икĕ хĕрĕпе пĕр ывăлĕ, çичĕ мăнукĕпе кĕçĕн мăнукĕ пурте хăйсем пекех аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ, хисеплĕ, сумлă вырăнсенче ĕçлеççĕ. Паян чăннипех те вĕсен çитĕнĕвĕпе хавхаланса пурăнаççĕ бабайпа эпи.
— Çемье — çĕршыв тĕрекĕ. Ача мĕнле воспитани илесси, вĕсен малашлăхĕ пĕтĕмпех çемьерен килет. Ку тĕлĕшпе эпĕ хам та атте-анне умĕнче паянхи кун та пуçăма таятăп. Йышлă ача пулсан та пире тĕрĕс çул çине кăларнă, ĕçе хăнăхтарнă. Хамăрăн ачамсем, мăнуксем те çĕршывшăн юрăхлă çын пулнишĕн мăшăрăмпа çав тери савăнатпăр,— çапла пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне Рафаил Алигберов ĕç ветеранĕ.
Альбина ЕГОРОВА
Июль 2026 |
