Акара вăй парса авăнчĕç, Акатуй-Сабантуйра савăнчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 13.07.2026, 10:40 Просмотров: 139

Аслă ăрури йăх-несĕлĕмĕрсен ырă йăли-йĕркипе ял çынни ака-суха ĕçне вĕçлесе пушаннă хыççăн çĕр-аннемĕр умĕнче пуç тайма ака хыççăнхи туя — Акатуй-Сабантуя — пуçтарăннă. Патăрьел муниципалитет округĕнчи «Хĕвеллĕ» уçланкăра тĕрлĕ халăха пĕрле пуçтаракан туслăх уявĕ кăçал та икĕ кун кĕрлерĕ. Июлĕн 3-мĕшĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи вĕренÿ учрежденийĕсенчи ачасем савăнчĕç, июлĕн 4-мĕшĕнче ака паттăрĕсене, çĕр ĕçченĕсене чысларĕç, савăнăçа аякри-çывăхри хăнасемпе пĕрле пайларĕç. 2026 çулхи Акатуй-Сабантуя Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.

Уçланкăра ачасен уçă сасси кайрĕян! та ян!

Кăçал Шăнкăртамри илемлĕ уçаланкăна çирĕм пĕрремĕш хут тĕрлĕ çулти ачасем Акатуя пуçтарăнчĕç. «Эпир Раççей ачисем» ятпа йĕркеленĕ кăçалхи мероприяти те пысăк хастарлăхпа, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа иртсе кайрĕ. Чăн малтанах уява пухăннисене вĕрентÿ учрежденийĕсенчи юрра-ташша ăста ачасен пĕрлештернĕ хор ушкăнĕ саламларĕ. Тĕрлĕрен творчество коллективĕсем, чăваш, вырăс, тутар наци тумĕсемлĕ чиперккесем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç, алă ăстисем мастер-классем кăтартрĕç, хăйсен «ылтăн» аллипе, тавра курăмĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Мероприятие Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова, Чăваш Республикинчи «Движение первых» регион уйрăмĕн канашĕн председателĕ Олеся Илларионова тата «Зарница 2:0» проект координаторĕ Илья Илларионов, округ администрацийĕнчи вĕрентÿ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова хутшăнчĕç.

Уява уçнă май ачасемпе çамрăксене Светлана Алексеевна çуллахи çутă та савăнăçлă уяв ячĕпе саламларĕ, малашне те вĕренÿре, спортра, общество пурнăçĕнче пысăк хастарлăх кăтартма, çĕнĕрен çĕнĕ ÿсĕмсем тума ăнăçу сунчĕ. Ун хыççăн уяв сценине Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн регион тапхăрĕнчи çĕнтерÿçисем, истори, географи, информатика, литература, труд предмечĕсемпе мала тухнă вĕренекенсем, вĕсен наставникĕсем, олимпиада, конкурс çĕнтерÿçисем пуянлатрĕç.

Акатуй сцени çинченех «Зарница 2:0» çарпа париотла вăййисен регионти этапĕн çĕнтерÿçине, Туçари вăтам шкул командине тата уйрăм спортсменсене тĕрлĕ номинаципе, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти çамрăк армеецсене БПЛА операторĕсен тата инженер-саперсен тупăшăвĕсенче ырă тĕслĕх кăтартнăшăн тивĕçлĕ наградăпа саламларĕç.

Спорт ăмăртăвĕсем яланах çивĕч те хĕрÿ кĕрешÿре иртеççĕ. Хальхинче те пулас олимпиецсем кĕрешÿ помостĕнче, кире пуканĕ йăтас тĕлĕшпе, триатлонра, çăмăл атлетикăра, велосипед чупăвĕнче хăйсен çирĕплĕхне, спорта парăнса ÿснине кăтартса пачĕç.

Патăрьел, пул ялан эс паттăр ен!

Акатуй-Сабантуйăн иккĕмĕш кунĕ тата ытларах кĕрлерĕ. Уява хамăр тăрăхра пурăнакансем çеç мар, Тутарстанран, Чулхуларан, Марий Элтан, Чĕмпĕр облаçĕнчен, республикăри ытти округсенчен хăнасем, юрă-ташă ăстисем, спортсменсем килсе çитрĕç.

Йăлана кĕнĕ уява аякран та çывăхран çитнĕ сумлă хăнасем яланхиллех илем кÿчĕç. Чăн малтанах ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев, ЧР культура, национальность ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Олег Мешковпа Валерий Антонов тата ыттисем Патăрьелсен кăпăшка çăкăрĕпе кăпăклă сăрине кăмăлтан тутаннă хыççăн туслăх вăйă картине тăчĕç. Ун хыççăн хăнасемпе куракансене тĕп сцена хăйĕн ытамне илчĕ.

Уява Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов уçрĕ. Ака-суха ĕçне ăнăçлă тата пахалăхлă ирттерсе янă ятпа йĕркелекен халăхсен туслăхĕн, пĕрлĕхĕн уявне савăк кăмăлпа ирттерсе яма ырă сунчĕ.

Малалла ака-суха паттăрĕсене, çăкăр туса илекенсене хисеп туса, вĕсен умĕнче пуç тайса артистсен, творчество коллективĕсен ушкăнĕ сем тĕрлĕрен юрă-ташă сюитипе савăнтарчĕç, юрă-ташă саламне çитерчĕç. Кĕвĕ-çемĕ, юрă сасси нумайччен лăпланмарĕ уçланкăра.

Ĕç паттăрĕсене — чыс та мухтав

Ĕç паттăрĕсене, ака-суха ĕçĕнче палăрнă хуçалăхсене, экономикăн тĕрлĕ сферинче тăрăшакан ĕçченсене чыслани — Акатуй-Сабантуйăн савăнăçлă саманчĕ сенчен пĕри. Хальхинче те уявăн тĕп сцени çинчен вĕсене тивĕçлĕ парнесемпе, дипломсемпе, Хисеп грамотисемпе чысларĕç.

2025 çулхи производствăпа финанс ĕçĕ-хĕлĕн итогĕпе «Красное Знамя» СХ ПК пĕрремĕш, «Исток» çĕр ĕç фирми» тулли мар яваплă общество иккĕмĕш, «Батыревский» хупă пĕрлешÿ виççĕмĕш вырăнсенче пулнине палăртрĕç.

2025-2026 çулсенчи çичĕ уйăхра кашни ĕнерен сĕт суса илессипе «Красное знамя» СХ ПК пĕрремĕш, «Исток» çĕр ĕç фирми» пĕрлешÿ иккĕмĕш, «Труд» СХ ПК виççĕмĕш вырăнсенче. Аш-какай туса илессипе вара «Авангард» пĕрлешĕвĕн «Батыревский бекон» филиалĕ чи пысăк производство кăтартăвĕ тунă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — Тимур Санзяпов тата Камиль Салихов — фермер хуçалăхĕсем.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕлĕшпе «Куснар» çĕр ĕç фирминчи Светлана Шайдиманова тата «Красное Знамя» СХПКри Татьяна Кузнецова операторсене çĕнтерÿçĕсем тесе палăртнă.

2026 çулхи çурхи ака-суха ĕçĕн тата уй-хир тĕрĕслевĕн итогĕпе «Исток» çĕр ĕç фирми» пĕрлешÿ — чи кăтартулли. «Батыревский» тата «Агрофирма «Корма» пĕрлешÿсем иккĕмĕш, «Красное Знамя» СХ ПК, «Куснар» агрофирмăн» Первомайскинчи подразделенийĕ», «Батыревский» плодопитомник виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Вĕсене пурне те тивĕçлипе чысларĕç.

Юлашки çулсенче Патăрьел муниципалитет округĕнчи фермер хуçалăхĕсем те курăмлă аталанса пыраççĕ. Комисси пĕтĕмлетĕвĕпе фермерсенчен Валерий Кузнецовăн хуçалăхĕ чи кăтартулли пулнине палăртрĕç. Иккĕмĕш вырăнта Евгений Мартышкинпа Александр Петров фермер хуçалăхĕсем, виççĕмĕшĕнче Мария Лаврентьева, Камиль Салихов, Владислав Федоров фермер хуçалăхĕсем. Вĕсем пурте çулсеренех ял хуçалăх культурисене акас-лартас, вĕсене çĕнĕ технологипе туса илес, тирпейлес тĕлĕшпе çĕнĕлĕхсем кĕртсех пыраççĕ.

Çавăн пекех тĕп сцена çинчен механизаторсем хушшинчи ака паттăрĕсене те палăртрĕç. Вĕсем — Александр Антонов («Труд»), Павел Матвеев («Агрофирма «Исток») тата Алексей Стеклов («Батыревский» пĕрлешÿ).

Çур акине ăнăçлă тата пахалăхлă ирттерсе яма пулăшнă механизаторсене те тĕп сцена çинченех чысларĕç. Вĕсем: Анатолий Бородкин («Агрофирма «Куснар»), Сергей Ермолаев (КФХ Александр Петров), Виталий Кузьмин (КФХ Евгений Мартышкин), Александр Осипов («Агрофирма «Корма»), Дамир Салеев (КФХ Камиль Салихов), Рушан Хуснетдинов (КФХ Решит Санзяпов).

Акатуй-Сабантуйăн тĕп сцени çинченех Раççей, Чăваш Республики шайĕнчи хисеплĕ Тав хучĕпе Хисеп грамотисене тивĕçнĕ хастарсене те саламларĕç.

Ырă йăла-йĕркене малалла тăсса Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пĕлтерĕшлĕ уявра «Патăрьел округĕн хисеплĕ çыннине» те чысларĕç. Сумлă ята хамăрăн ентеш, Патăрьел халăхĕн хăтлă пурнăçĕшĕн сахал мар тăрăшнă ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов тивĕçнĕ.

Килĕшÿ — аталану çулĕ валли пулăшу

Кашни Акатуй-Сабантуй курма килекенсемшĕн, хăнасемшĕн хăйне евĕр йĕр хăварать. Раççейри халăхĕсен пĕрлĕхĕн, Чăваш Енри халăхсен туслăхĕн çулталăкĕнче кĕрлесе иртсе кайнă уяв хăнисенчен пĕрисем — Тутар Республикинчен пысăк йышпа, хăйсен юрри-ташшипе, асра юлмалли парнисемпе пирĕн уява хапăл тунă тусăмăрсем.

Чи пĕлтерĕшли вара сцена çинче Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдиновпа Тутар Республикинчи Кукморски район пуçлăхĕ Сергей Димитриев малашне пĕрле çыхăну тытса ĕçлесси пирки Килĕшÿ çине алă пусни. Пирĕн аграри округĕшĕн çакă малашне ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем валли пĕрлехи проектсем тума, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса округ бюджетне пуянлатма çеç пулăшĕ.

Сăмах май каласан, Кукморски муниципаллă район Тутарстанра сĕт туса илес тĕлĕшпе лидерсенчен пĕри. Çулталăкне вĕсем 100 пин тонна сĕт туса илеççĕ. Ял хуçалăх продукчĕсене тирпейлес тĕлĕшпе те пирĕн çĕнĕ партнерсенчен вĕренмелли чылай.

Альбина Егорова

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика