— «Дронсене курсан шикленмелле мар, лару-тăрăва пăхса ăна пăшалтан пемелле е май пулсан пытанмалла. Хăранипе çын тĕрĕс йышăну тăваймасть, çухалса каять, кун пек чухне чĕрĕ юласси 0 процентпа танлашать. Пирĕнпе çын мар, робот çапăçать, çакна астуса тăмалла»
Неонацистсемпе кĕрешме — шăллĕпе пĕрле
— 2022 çулхи октябрьте шăллăма Украинăри ятарлă çар операцине мобилизаципе илсе кайнине пĕлнĕ хыççăн эпĕ пĕр вăхăт шухăшласа çÿрерĕм, унтан çар комиссариатне çитсе повестка илтĕм. Чи малтанах Ульяновскинчи çар чаçĕнче тăтăмăр: эпĕ 1252-мĕш полкраччĕ, Андрей 1251-мĕш чăваш полкĕнчеччĕ. Çар хатĕрленĕвĕ вĕçленнĕ хыççăн декабрьте вĕсене илсе кайрĕç, ăсатса ятăм. Январьте эпир те неонацистсемпе хирĕç кĕрешме çула тухрăмăр, — тесе пуçларĕ калаçăва Тикешри Сергей Мельников.
Сергей 1989 çулта çуралнă. Ульяновскинчи Патшалăх муниципалитет управленийĕн колледжĕнче вĕреннĕ. Диплом илнĕ хыççăн çара кайма ят тухнă. Взвод командирĕн заместителĕ пулнă, кĕçĕн сержант званине тивĕçнĕ. Салтак аттине хывсан хĕсмет пурнăçĕ вĕçленнĕ тесе шухăшланă. Мирлĕ пурнăçпа киленсе ĕçленĕ, малашлăха тулли кăмăлпа пăхнă. Ыран пире мĕн кĕтнине никам та пĕлмест, шел пулин те...
— Тăван çĕршывăн Аслă, Афган, Чечен вăрçисем пирки каласа панине унта хутшăннисенчен пĕрре мар илтнĕ, анчах мĕн тери хăрушă пулнине ăнланман. Ятарлă çар операцинче пулнă май мирлĕ тÿпен хакне питĕ лайăх пĕлетĕп. Хальхи вăхăтра эп Луганск енче, РЭБ (радиоэлектронная борьба) ротинче. Малтан взвод коменданчĕн заместителĕччĕ, паян взвод командирĕ, старшина. Нумай пулмасть вара контракт çыртăм, — терĕпрапорщик.
Пĕрлехи вăйпа туптанать çĕнтерÿ
Ентеш ертсе пыракан взводра 64 салтак, вĕсем Чăваш Енрен, Ульяновскинчен, Саратовран, Самарăран, Дон çинчи Ростовран, Краснодартан... Пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса пурăнаççĕ, чи çывăх тăвансем пек пулса тăнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çарти туслăха чи çирĕппи теççĕ.
— Раççей нумай нациллĕ халăх, кашнийĕн характерĕтĕрлĕ, çавăнпах эпир вăйлă. Ачасем юлашки юн тумламĕччен тăшманпа кĕрешме хатĕр. Тăван çĕршыва хирĕç миçе çĕршыв тăнă, апла пулсан та вĕсем пире парăнтараймаççĕ. Çĕнтерÿ пирĕн енчех пулать, — тет Сергей фашист юлашкисене курайманлăхне уççăн палăртса.
Неонацистсене хирĕç кĕрешме çăмăл мар, анчах Раççей салтакĕ хăçан пуçне уснă? Халĕччен ун пекки пулман, пире хирĕç тăракансем малашлăхра та кĕтсе илеймеççĕ. Çĕршыв хÿтĕлевçисене тыл та вăй çитнĕ таран тĕрев парать. «Топор» позывнойпа çÿрекен Сергей Мельников тăракан чаçăн склачĕ хĕлле çунса кайрĕ. Кун пирки волонтерсен «СВОи Батыревский район» ушкăнĕнче информаци кăларсанах халăх салтаксене кирлĕ япаласене пухма пуçларĕ.
Июнь пуçламăшĕнче Сергей хăй маскировка сеткисем, хăмасем тата ытти япаласем илме виçĕ машинăпах килчĕ. Ун чухне Шăмăршăри предприниматель пĕр машинăлăх хăмасем пачĕ, теприн валли вара туянчĕç. Тÿлеме укçа сахалтарах пулнăран волонтерсем округ çыннисенчен пулăшу ыйтрĕç. Палăртнă хисепе тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа пуçтарса пачĕç. Кĕмĕл куçаракансем хушшинче Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен ашшĕ-амăшĕ, мăшăрĕсем, çывăх çыннисем нумайăн пулчĕç. Çапăçу хирĕ нче салтаксене пĕрре те çăмăл маррине вĕсенчен лайăхрах никам та ăнланмасть. Виççĕмĕш машинăна Ульяновск облаçĕ нчи Барыши поселокĕнче пурăнакансем хатĕрленĕ гуманитари пулăшăвĕпе тултарнă.
— Тыл яланах пулăшать, нихăçан та хирĕçлемест. Мĕн кирлине волонтерсене çырса е шăнкăравласа яратпăр, тÿрех алă тăсса параççĕ. Тылсăр фронт вăл фронт мар. Халăхран ыйтнисĕр пуçне мĕн кирлисене хамăр вăйпа та туянатпăр. Умма лартнă задачăсене пирĕн вăхăтра пурнăçламалла, вĕсене сÿтсе явма унта вăхăт çук. Кайранхи пирки шухăшламастпăр.
Пире патшалăх та тăхăнмаллисемпе, бронежилетпа, апат-çимĕçпе тивĕçтерет, ачасем хÿтĕлеве вăйлатма пулăшакан япаласене хăйсем туянаççĕ, — тет ятарлă çар операцийĕн участникĕ.
Сергей Мельников тăракан çар чаçĕнчи салтаксем ыттисем пекех блиндажсенче пурăнаççĕ. Хăйсемех çĕр пÿрт чаваççĕ, хăмасемпе хăтлăлатса пурăнма юрăхлă тăваççĕ. Шел пулин те, пĕр вырăнта нумай тăраймаççĕ. Малалла кайнă чухне чылай япала тăрса юлать, çавна май çĕршыв хÿтĕлевçисене строительство материалĕ сем пĕр вĕçĕм кирлĕ.
Ентешĕн тĕп тивĕçĕсенчен пĕри — фашист юлашкийĕсемпе кĕрешекенсене маскировка сечĕсемпе, вутăпа, строительство хатĕрĕсемпе, апат-çимĕçпе.... тивĕçтересси, штурмовиксене вăхăтра çимелли çитересси.
— Малти лининчи салтаксене апат пĕр эрнелĕх машинăпа леçсе паратпăр. Техника тул çутăлас енне кайнă вăхăтра ытларах çула тухать. Тăшманăн та канас килет, кăштах лăпланать, çавăнпа çак вăхăта суйлатпăр. Каçхине ниçталла та тухаймастăн, дронсем нумай вĕçеççĕ. Машина çитейменни те пулать, кун пек чухне пилотсăр вĕçекен хатĕрсемпе усă куратпăр. Малтанхи икĕ çулта дронсен шучĕ чылай сахалччĕ, юлашки вăхăтра нумайланчĕç. Дронсен вăрçи пырать. Пирĕн салтаксем вĕсене çапса антараççĕ, пĕрех сахалланса пымаççĕ. Çумăр çунă вăхăтра вара вĕçеймеççĕ, кун пек чухне çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ĕçмелли-çимелли кайса паратпăр. Анчах ытларах лÿшкентерсен çĕр айлăмлă, сăртлă пулнăран УАЗсем çÿлелле хăпараймаççĕ, — терĕкалаçăва тăсса Сергей Владимирович.
Штурмовиксен те вĕри апат, чей ĕçес килет, вĕсем пĕрле портативлă газ плитисем, пĕчĕк газ баллонĕсем пĕрле илеççĕ. Çапла типĕяшкасемпе пăтăсене пĕçереççĕ.
Гуманитари пулăшăвĕпе фронта кил ăшши килет
Гуманитари пулăшăвĕпе парса янă апата вара пурте кăмăлтан тутанаççĕ. Вăхăтлăха та улсан салтаксем килĕсене çитнĕ пек, çывăх çыннисен ăшшине туяççĕ.
— Анне пĕçернĕ апат яланах чи тутли. Анне вăл эпир миçере пулсан та анне, ялан пирĕншĕн пăшăрханать, хăй çиес татăка та пама хатĕр... Çывăх çыннăм «СВОи Батыревский район» волонтерĕсем урлă шăрттансем пĕçерсе парса яма тăрăшать, кашнинчех кăмăлтан çиетпĕр. (Сергейăн Андрей ăллĕтата амăшĕ — Федосия Егоровна — пирки çырнă материал «Авангард» хаçатăн февралĕн 20-мĕшĕнче тухнă 6-мĕш номерте пичетленнĕ. — Авт.) Чунра та лайăх пулса каять. Анне маншăн та, Андрей шăллăмшăн та пăшăрханать, çавăнпа ăна май пур чухне шăнкăравлатăп, анчах кунта çыхăну питĕ начар. Çитменнине эпĕ пĕр вырăнта çеç тăмастăп вĕт, унта-кунта кайма тивет. Интернет тупăнсанах хампа пурте йĕркеллине пĕлтерсе смайлик та пулсан яратăп.
Гуманитари пулăшăвĕпе килекен ачасен çырăвĕсем вара салтаксен чĕрисене уйрăмах çемçетеççĕ. Чун-чĕререн, таса кăмăлпа çырнă сăмахсене саспа вуланă чух нумайăшĕн куçĕ шывланать, теприсем йĕреççĕ, — тет Сергей. Пĕчĕк алăпа çырнă сăмахсем çĕршыв хÿтĕлевçисен чунне çапла хускатаççĕ иккен. Çакă неонацистсене çапса аркатассишĕн харсăр кĕрешекенсем çынлăха çухатманнине кăтартать мар-и?
Çÿллĕ те кĕрнеклĕ арçын вăрçă хирĕнче вилĕмпе сахал мар куçа-куçăн тăнă. Ăна çÿлти хăват та, амăшĕн кĕлли те сыхланă пуль. Дронсем юнашарах вĕçсе иртнĕ тĕслĕхсем пĕрре мар пулнă. Пĕринче малти позицие Сергейăн каймалли чухне тепĕр салтака янă. Заданинчен вăл таврăнайман... Çухатусем вара чĕрене, ай-яй, мĕнле ыраттараççĕ. Апрелĕн 30-мĕшĕнче рота командирĕ вилмеллех суранланнă. Ульяновск облаçĕнчи Барыши поселокĕнче çуралнăскере юлашки çула ăсатма Сергей Владимирович та килнĕ.
— Ятарлă çар операцине тин килнисене тÿрех çапăçăва кĕртсе ямаççĕ. Малтан полигона илсе кайса дронсенчен хÿтĕ ленме, гранатăна тĕрĕс ывăтма, хăш-пĕр самантра хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентеççĕ, — тет Жуков медальне тивĕçнĕ салтак. — Вăрçă вăл вăрçă, кунта темле те пулать. Ирхине вăрантăн, апла эсĕ чĕрĕ-сывă. «Çÿлти аттемĕр» кĕлле вулатăп та ĕçе пикенетĕп. Заданисене кайнă чухне ăшра кĕлĕсем калатăп. Çарта ĕненÿсĕр май çук, çумра яланах хĕрес пур.
Сергей Мельниковпа пĕр сехете яхăн калаçса лартăмăр. Гуманитари пулăшăвĕ илме килнĕскер вăхăчĕ хĕсĕкреххине пăхмасăр тĕл пулма килĕшрĕ. Вĕри те татăклă утăм тума пĕлекен салтакăн патриотлăх туйăмĕ чăнах та пысăк. Çакăн пек хÿтĕлевçĕ сем пур чухне Раççее нимле тăшман та çĕнтереймĕ.
Ольга Павлова
Август 2026 |
