Çыннăн организмĕнче пĕвер фильтр евĕр ĕçлет: сиенлĕ япаласене тасатса кăларать, çусене тирпейлет, вăй-халпа тивĕçтерет. Анчах çак орган сиенленсен нерв вĕçĕсем çукран хăйĕн пирки тÿрех систермест. Чылай чир, тĕслĕхрен çу гепатезĕ, гепатит, цирроз малтанхи стадисенче вăраххăн тата пĕр сарăмсăр иртсе пыраççĕ.
Пĕвере упрас тесен профилактика кирлĕ. Чи малтанах тĕрĕс апатлану пулмалла. Фастфуд, çуллă, тĕтĕмленĕ апат сиенлĕ. Пахча çимĕç, улма-çырла, çуллă мар какай, пулă ытларах çимелле. Эрех-сăрапа та иртĕнмелле мар. Этил спирчĕ — пĕвер клеткисен чи курайман тăшманĕ. Алкоголь пачах ĕçмесен те лайăх е кăшт çеç усă курмалла.
Ÿт-пÿ виçине тытса тăма спортпа туслашмалла, тренировкăсем тумалла. Ытлашши килограмсене пула пĕвере çу хурăнать, çу гепатозĕ пуçланать.
Пирус туртни те пĕвере ĕçлеме йывăрлатать. Çын сывлăхĕшĕн хăрушă патологисем аталанма пултараççĕ.
В тата С гепатит юн, хÿтĕленмен ар çыхăнăвĕ урлă ереççĕ. Ют çыннăн гигиена хатĕрĕсемпе (бритвăпа, шăл тасатмалли щеткăпа) усă курма юрамасть.
Шел пулин те, чылай чухне пĕвер пирки сылтăм енчи кăкăр шăмми айĕнчен ыратма пуçласан, ÿте сарăрах тĕс çапсан е ялан ывăннă туйăм тăрсан çеç аса илетпĕр. Хамăр сывлăхшăн хамăрăнах тăрăшмалла, çавна май медицина тĕрĕслевĕ кирлĕ, диспансеризаци тухмалла. Юн анализне пани, УЗИ тухни те пурнăçа тăсма май парать.
Антонина ЧЕРНОВА,
Патăрьелĕнчи тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ
Август 2026 |
