1 пайĕ
Нумай пулмасть çуралчĕ шухăш
Сăвă çырмашкăн ун çинчен.
Шутлатăп ир те каç пит тăтăш
Пуçлас тесе халь хăш енчен.
2 пайĕ
Амăшпеле кăна вăл ÿснĕ,
Пулман ун пурнăç пыл та çу,
Пур ача пек шкула çÿренĕ
Пĕлÿ пухмашкăн кашни çул.
Каникулта вара ĕçленĕ
Ыттисемпе тан колхозра,
Пуçтарнă утă, лаша кÿлнĕ,
Сывлăхне панă, тав Турра.
Ĕç кунĕпе колхозран панă
Çăнăхпала кăштах укçа,
Йывăр пулсан та тÿснĕ, чăтнă,
Ялан шанса ыр пурнăçа.
Сакăр класлă шкула пĕтернĕ
«Пиллĕкпе» те «тваттăпа» кăна,
Пуçра ун шухăш тĕвĕленнĕ:
Малашлăх пĕлÿре чăнах.
Çăмăллăнах вĕренме кĕнĕ
Гена вăрман техникумне,
Кĕçех диплом та алла илнĕ —
Халь çанă тавăрса ĕçле!
Техникум пĕтерсессĕн янă
Пермь облаçне, ак, каччăна
Çулталăкран унтан вăл кайнă
Чита хулине службăна.
3 пайĕ
Çартан вара, ик çул иртсессĕн
Килет йĕкĕт тăван ялне.
Кăштах килте канса илсессĕн
Каять Ульяновск хулине.
Унта вара вăл вырнаçать
Вăрман хуçалăхĕн ĕçне,
Чунне парса пит тăрăшать
Пĕлмесĕрех ывăннине.
Шăп çакăнта Гена тĕл пулнă
Чăн-чăн таса юратăвне.
Пике сăнарĕ кĕрсе юлнă
Ĕмĕрлĕхех ун чĕрине.
Кунта çулталăк ĕçлесессĕн
Илет кĕтмен хыпар ялтан,
Амăш чирленине пĕлсессĕн
Çухатрĕ канăçне йăлтах.
Епле-ха эсĕ этем пулăн
Пĕртен-пĕр аннÿне мансан?
Çын умĕнче кайран мĕн калăн
Унпа инкек сиксе тухсан?
Çуначĕсем пулсассăн халĕ
Вăл кайĕччĕ вĕçсе ялне,
Унта ун амăш — чун хавалĕ,
Кĕрсе ÿкесчĕ ытамне.
Килениччен ирпе ĕçетчĕ
Кăпăклă сĕт ĕне сусан,
Çулла кĕтÿ кĕтме çÿретчĕ,
Хăпма пĕлмесчĕ вăрмантан.
Тантăшсемпе тытатчĕ пулă,
Шыва кĕретчĕ кÿлĕре.
Ача-ачах çав: шухă пулнă,
Хĕрсе ун чупнă ÿт-пÿре.
Çырма-çатра, хир-вăрман тăрăх
Çарран чупса çÿренисем,
Çук, каялла килеймĕç урăх,
Нихçан та манăçмĕç вĕсем.
Тавах сана, юратнă çыннăм,
Панишĕн тÿсĕмпе çунат.
Сана пулах, аннеçĕм, чунăм,
Мана халь пурнăçра ăнать.
Ĕçрен тухсан яла çул тытрĕ
Чунне вăл çирĕп хытарса.
Савнийĕ те хирĕç пулмарĕ,
«Кĕтетĕп!» терĕ шантарса.
4 пайĕ
Вăрман хуçалăхĕ вырнаçнă
Виç çухрăмри кÿршĕ ялта,
Гена çĕнĕ çĕрте пуçланă
Ĕçе йăлт парăнса чунтан.
Хăй асĕнчен кăлараймарĕ
Юратнă хĕрĕн сăнарне,
Кăшт вăхăтран ак туй кĕрлерĕ,
Савса çеç пурăн пĕр-пĕрне.
Шăп 40 çул Гена тимлерĕ
Лесничий пулăшуçинче,
Чунне парса ялан ĕçлерĕ
Вăл шанса панă ĕçĕнче.
Миçе гектар вăрман ларттарнă
Вăл çак хĕрĕх çул хушшинче,
Çынсемпеле тупма пултарнă
Пĕр чĕлхе çеç хăй ĕçĕнче.
Панă плана пĕрмай тултарнă
Лесничество пур енĕпе,
Кашни çынна хавахалантарнă
Ялан парса парнесемпе.
Виçĕ хутчен ĕçчен тивĕçнĕ
«Лайăх вăрманçă» ят илтме.
Тав хучĕсем сахал мар илнĕ,
Пĕлмен хăйне вăл шеллеме.
Мăшăрĕпе пĕрле вĕсем
Пĕр ывăлпа ик хĕр ÿстерчĕç,
Пĕлÿ илсессĕн ачисем
Мăшăрланса çемье тĕплерĕç.
Иккĕшĕ çеç халь пурăнаççĕ,
Кермен пек пысăк пÿртĕнче
Кашни кунах пырса каяççĕ
Ачийĕсем мăнуксемпе.
Кашни ачин ĕçĕ е утăм
Хаваслăх кÿтĕр вĕсене,
Хĕвел пекех пит ăшшăн кулччăр
Кашни атте, кашни анне!
Халал Толи
(Анатолий Дмитриев), Çĕньял.
Август 2026 |
