Йытăсене вĕрентсе çитерсен вӗсене инструкторсемпе пĕрле фронта илсе
каяççĕ. Кĕске вăхăт хушшинчех инстукторсемпе йытăсем хушшинче шанăç туйăмĕ
çуралмалла. Апла пулмасан йытă хушнине итлемессе те пултарать. Пĕрремĕш
çапăçуччен Ваççашăн хăйĕн ĕçĕ вылянӑ пек кăна туйăнатчĕ.
Ҫапăçу вӑхӑтӗнче вунă-вун икĕ килограмм таякан тротиллă брезент сумка
çакнă йытăсем инструктор хушнипе нимĕç танкĕсем айне вирхĕнсе кӗрсе кайса танка
та тĕп тăваççĕ, хăйсем те вилеççĕ. Окопри салтаксем йытăсене вилме хатĕрленĕшĕн
хаяр та вирлĕ сăмахсемпе вăрçнă чух çемçе кăмăллă Ваççана чăтма çук йывăрччĕ. Вӑл
сакăр уйăх инструктор пулса ӗçлерӗ, апла пулин те чунĕ хытмарĕ. Пĕрре салтаксем
иккĕмĕш ротăна çамрăк овчарка илсе килчĕç. Кăмăлларĕ çак йытта инструктор. Ытла
ăслăччĕ. Артю ятлă терĕç. Хушнӑ ĕçе хăвăрт тума вĕренсе çитрĕ. Инструктор
куçӗнчен пăхатчӗ те, хуçа юлташăм, тата мĕн хушан, хуш, пĕтĕм ĕçе хăвăрт тăвăп
тенĕн туйăнатчĕ.
Пӗр хаяр çапӑçу вӑхӑтӗнче пĕтĕм йытта пĕр харăс тротил çакса танксем енне
ячĕç. Çур йыша танксем çинчи пулеметсенчен çул çинчех персе вĕлерчĕç. Пуля лекнĕ
тротилсемпе пӗрле пирĕн йытăсем те сирпĕнчĕç. Ыттисем танксем патне çитсе айне
кĕме хăтланчĕç те ‒ пултараймарĕç. Ваççа бинокль окулярĕнчен Артюна сăнаса
тăрать. Артю ханăхнă йăлапа танк айне кересшĕнччĕ, анчах çапӑçу мелне пĕлсе
çитнĕ нимĕçсем унта кĕмелле мар сетка карнă, сетки çинче ‒ тимӗр пăтасем. Артю
сетка çине пырса тăрăнчĕ, кереймерĕ. Ним тума аптранипе каялла çаврăнса пăхрĕ те
Ваççана курчĕ пулас, тӳрех инструктор патнелле чупа пуçларĕ. Хăйĕн çинче Ваççа
тусĕ вун икĕ килограмм тротил илсе килет. Çитсе ӑна çулăхрĕ тĕк инструктора тата
çывăхри хамăрăн салтаксене вĕлерет вӗт. Салтаксем шавла пуçларĕç, Аротюна
тĕллесе пăшалсенчен пеме тытăнчĕç. Çакăн пек ĕç-пуç сиксе тухас пулсан
инструкторсен çывхартакан прицеллă мосинка пур.
Йытă çывхарса пырать, Ваççа васкамасăр лайăх тĕллерĕ те çывăх тусне персе
вĕлерчĕ. Пуля тротила лекмерĕ, взрыв пулмарĕ. Çак самантра, пенĕ вӑхăтра, Ваççа
асăрханма пăрахрĕ пулмалла, наччас икĕ пуля аллисем витĕр шăтарса тухса та кайрĕ.
Каллех госпиталь, сиплев. Врачсен комиссийĕ 1943 çул пуçламăшĕнче çапăçма
юрăхсăр тесе киле ячĕ. Çавăнтан ун картишĕнчен йытă татăлман. Пĕри ватăлса
вилсен тепĕр çамрăк нимĕç овчаркине усрама пуçлатчĕ. Пурне те вара Ваççа Артю ят
паратчӗ, персе вĕлернĕ йытă умĕнче çылăхĕ чакасса шанатчĕ.
çурăмĕ, аманнă аякĕ пирчесе кайнине туйса илчĕ. Сывă аллипе тĕревленсе тăрса,
шăм-шакĕ йĕркеленсе кайтăр тесе вӑраххăн хусканусем туса илчĕ. Çырма тĕпĕнче
йăлтăртатса выртакан шыв çиппи çине пăхса илчĕ, çавăнтах пысăках мар кӳлленчĕк
хĕрринче хур аçипе ами чĕпписене пурнăçа вĕрентет. Какалаççĕ. Аçи айккинерех
тăрать. Пуçне йĕри-тавра пăркаласа чĕпписене тӑшмансенчен сыхлать. Хур ами
лăпкă кăна сас парса шыва кĕме хатĕрленнĕ чĕпписене ишмелли меслетсене
вӗрентет пулас. Аслисем шап-шурă, чĕпписем йăмăхтаракан сарă тĕспе куçа
илĕртеççĕ. Йăлтăркка кĕмĕл шыв çумĕнчи симĕс курăк çинче ларакан кайăксем куçа
савăнтараççĕ. Сывлăш вăй илсе пыракан ÿсен-тăранăн парка пурнăç шăршипе
сăмсана кăтăклать. Иртсе кайнă пурнăç илемне аса илтерет. Çутçанталăк йĕркин
илемĕ.
Ватă салтак çак илеме пӑхса киленнӗ май вӗсем тахҫан çемье пурнăçне самай
ҫӑмӑллатни пирки аса илчĕ. Вăрçă хыççăн пурнăç çăмăл пулман. Вăрçăра аманнă
ветерансене патшалăх нимпех те пулăшайман. Натиç тăрăшулăхĕ çемьене çăмăллăх
кӳретчĕ. Кашни çул çемьери икĕ хур амине çăмарта тутарса чĕпĕсем кăларттараччĕ.
Ачасем, пиллĕкĕшĕ те, кашни кун чертпе çемьен хур кĕтĕвне çырмара пӑхатчĕç. Кĕр
умĕн Вăта каса ытти чухне таврара стройка валли çĕтĕк пуçтаракан Хайбулла мишер
ачисемпе çуран килсе Ваççасен, кӳршĕсен хурĕсене сутăн илсе пысăк хур кĕтĕвне
Шăнкăртамалла хăваласа каятчĕ. Ӳссе çитнĕ хур ют çынсене итлесшĕн мар, хирĕç
тăрасшăн хăтланатчӗç малтан. Ҫапах та кăмăлсăр пуçĕсене çӳлелле çĕклесе хур
кĕтĕвĕ хыттăн какаласа васкамасăр çула тухатех. Хурсене сутнă укçапе вара Вăта кас
çемьисем йышлă ачисене шкула кайма тум тавраш, тетрадь-кăранташ илсе паратчĕç.
Ҫырма хĕррипе ешĕл курăк тăрăх васкамасăр утса хăйсен пысăк пахчи патне
çывхарчĕ. Йытти те юнашарах сасӑ кăлармасăр хуçи еккипе пычӗ. Ваççа самантлӑха
чарăнса тăчĕ. Чикĕ вырăнĕнче лартнă юпа çумне тайăнса пĕр самант канса илчĕ те çĕр
улми йăранĕ хушшипе асăрханкаласа пусса утрĕ. Арăмĕ йăрансене çум курăксенчен
тасатсах тăнишĕн хĕпĕртерĕ. Картишĕнчи пусӑ патне çитеспе халтан кайрĕ. Урисем
çирӗп тытма пăрахрĕç. Пӳрте тӳрех кĕмерĕ. Пĕтĕм вăйне пухса малтан сывлăшне
çавăрса ячĕ, унтан пусӑран пĕр витре шыв ăсса илчӗ те малтан çывăхра ларакан
савăта Артю валли ярса пачĕ. Лешĕ хуçи çине таса куçĕсемпе, тав туса пулĕ, пăхса
илчĕ те лӗрккесе ĕçрĕ. Ун хыççăн васкамасăр пусӑ пури хĕррине витрене тĕпĕпе
тĕревлерĕ те хăй те ăшĕ каничченех ĕçрĕ. Унтан тӳрленсе тăрса йыттине пуçӗнчен
вăйсăр аллипе ачашласа илчӗ. «Артю, таçта кайса ан çухал, Натиç сана апат илсе
тухса парĕ», ‒ тесе пӳрте кĕчĕ.
‒ Ваççа, сана çухатрăм, ăçта çухалса çӳрерĕн? Кунĕ те каç енне сулăнчĕ,
йыттуна та пĕрле илсе кайнă, иксĕр те кунĕпе выçă çӳрерĕр. Лар сĕтел хушшине,
яшка антарса парăп, ‒ кăмăлсăр пулнӑ пек калакаларĕ Натиç упăшкине.
‒ Натиç, тем, манăн апат çиес килмест. Миша килмерӗ-и унта, сас-хура
памарĕ-и? Выртатăп. Кунĕ маншăн лайăх пулчĕ, савӑнтăм. Эпир санпа çăмăл мар
пулсан та тивĕçлĕ пурнăçпа пурăнтăмăр, çурт лартма пултартăмăр, ачасене
ӳстертĕмĕр, хĕрсем тăрăшуллă çитӗнчĕç, халĕ ĕнтĕ хăйсем çемьесемпе пурăнаççĕ.
Ывăлĕ хамăра хунă, хастар, ĕçлеме те пултарать, чĕлхипе юптарма та ăста, шăм-шакĕ
çирĕп, хальлӗхе пирĕн сăмахран иртмест, çавă паха. Юрĕ, нумай пуплерĕм, челхе те
ывăнчĕ, выртам. Эсĕ сĕтел çине ĕнерхи уйрана куркапа ларт, шăнаран çăкăр чĕллипе
хупла. Каярах çийĕп. Яшка антарма кирлĕ мар.
‒ Ваççа, мĕн пулчĕ сана? Юлашки вăхăтра самай хавшарăн. Яшка çимелле,
яшка çисен вăй пулать. Юрĕ. Манӑн пĕчĕк пахчана тухмалла, эсĕ кан эппин.
Ваççа кравать çине меллĕ кăна вырнаçса выртрĕ. Виçĕм кун мунча кĕнине аса
илчĕ. Савăнчĕ. Миша пĕчĕк чухне унпа мунчана кайсан ашшĕн хул лапатки
вырăнĕнче путăк пулнинчен питĕ тӗлӗнетчĕ. Хăйĕн икĕ пĕчĕк ал чăмăрне çав путăка
чиксе:
‒ Атте, пăх, манăн путăк мар, санăн путăк, çавна пула эсĕ кире пуканӗ
йăтаймастăн. Манăн лапаткасем пур, çавăнпа кăшт ӳссен икӗ алăпа та кире пуканӗ
йăтса эпĕ ялта чемпион пулатăп, ‒ тесе савăнтаратчĕ ашшĕне йывăрлăхсем курман
çепĕç ача сасси.
Ывӑлӑм ӳссе çитсе салтака кайрĕ. Хама хунă теççĕ. Мал ĕмĕтлĕ арçын пултăр
ĕнтĕ.
Сурансем сăрӑлтатаççĕ. Ӗнер кăна апла марччĕ. Нумай çӳрекелерĕм пуль, тен,
аса илӳсем хускатса ячĕç.
Çапла шухăшлакаласа ватă салтак тĕлĕрсе кайрĕ. Пӳртре шăп. Тӗлĕк кура
пуçларĕ. Ваççа пĕчĕк ача, ашшĕпе çерем тăрăх утаççĕ. Ашшĕ ăна алăран çавăтнă.
Амăшĕ тепĕр аллинчен тытнӑ. Çанталакĕ хĕвеллĕ, ăшă. Тӳпе кăн-кăвак, пӗлĕтсĕр.
Унччен те пулмарĕ ‒ йĕри-тавра шурă кĕпесем тахăннă савăнăçлă сӑн-питлĕ ял-йыш
курӑнчӗ. Виççĕн таврари карталанса утакан çынсем çине пӑхса тăраççĕ. Кунтах тата
унăн тетĕшĕ, вăрçӑра вилнĕ Кĕçтук. Ҫывӑхрах вăрçă вăхăтĕнче танксене хирĕç янă
йытӑсем выляса чупаççĕ. Ун çумне сĕртĕнеççĕ, куçĕнчен пӑхса хӗпӗртесе вĕреççĕ
пек, анчах сассисем çук. Шурӑ тумлă халăх вӑйӑри пек карталанса савăнса темĕнле
хавхалануллă юрă юрлать. Ваççа юрă сăмахĕсене итлесе ăнланасшăн, анчах та вӗсем
саспа юрламаççĕ, сассисем пачах та тухмаççӗ. Ĕнĕрлев, иккен, унăн пуçĕнче кăна.
Кӗçех картари çынсем çырма юппипе аялалла анса умлă-хыçлă тĕтре ăшĕнче çухала-
çухала пыма пуçларӗç. Пурте кайса пĕтсен ун енне пуçне пĕксе çавăрчĕ те ашшĕ:
«Кукшам, эпир те каяр-и? Эсĕ хирĕç мар пуль?» ‒ тесе Ваçукран кăмăллӑн ыйтнӑ
хыççăн ачине тепĕр енчен тытнă Марье çине кулса пăхрӗ, виççĕшӗ пӗрле тĕтре ӑшне
кĕрсе çухалчĕç. (Вĕçĕ).
Август 2026 |
