Кашни ăмăртуран çĕнтерӳпе таврăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 28.08.2026, 11:24 Просмотров: 13

Хĕрсем яланах черченкĕ те ачаш пулассăн туйăнаççĕ. Апла мар иккен, кирлĕ чухне вĕсем такама та хӳтте илме пултараççĕ.
Пилĕк çултанпа Лариса Рубцовăна курсанах чи малтан çавăн пек туйăмсем çавăрса илчĕç. Пӳ-сирен ытла та черченкĕ. Хӳхĕмскере çума пăчăртас, хӳтте илес килчĕ. Анчах пурнăç çине еплерех пăхнине, çитĕнĕвĕсене курсан шухăшсем улшăнчĕç. Тата спортсменка Раççей çеç мар, тĕнче шайĕнчи ăмăртура палăрни çинчен пĕлсен унпа хăпартлантăм та.
Лариса 19-та кăна-ха, анчах унăн спортри тӳпи чăннипех те пысăк. Çак тарана çитсе мĕн пур ăмăртуран çĕнтерӳпе кăна таврăннă вăл. Лариса самбăпа кăсăкланать. Мĕншĕн спортăн çак тĕсне суйланă-ха хĕр?
— Аттепе пĕр тăван Павел тата Юрий пиччесен ачисем те, эпир те йăмăкăмпа Каринăпа самбăна килĕштеретпĕр.
Чи малтан унпа эпĕ туслашнă. Пĕррехинче, тăватă-пилĕк çулсенче чухне, аттепе анне мана больницăна илсе кайнă. Ăна хирĕç ыттисенчен уйрăмрах курăнакан çурт ларнă. Эпĕ унта кĕрсе пăхма çав тери талпăннă имĕш.
Вĕсем мана илсе кĕнĕ паллах. Ку шăпах самбо клубĕ пулнă. Ачасем унта епле тренировка тунине курнă хыççăн мана та çакăнта илсе çӳреме ыйтнă. Çапла эпĕ пилĕк çултанпах çак шкула çӳреме тытăннă. Паянхи кунччен — кунта. Тренер манăн пултараслăха малтанхи кунсенченех курнă-тăр, хăйĕн хӳттине илнĕ. Пĕрремĕш тренерсем — Дмитрий Осиповпа Сергей Пчелов — спортăн çак тĕсĕпе кăсăклантарма пултарнă мана. Кайран йăмăк та
самбăна çӳреме пуçларĕ, ун хыççăн — иккĕмĕш сыпăкри шăллăмпа йăмăк. Вĕсен ашшĕ Павел Рубцов — кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕ, унăн икĕ ачи — самбо енĕпе çамрăксен 1-мĕш разрячĕн, ывăлĕ Борис спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарнă. Аттен тепĕр шăллĕн Юрий Рубцовăн виçĕ ачи те ăмăртусене хутшăнса пысăк çитĕнӳсем тăваççĕ, — каласа пачĕ спортпа туслă йăхĕ çинчен Лариса.
Самбо — хăвна хĕç-пăшалсăр хӳтĕлени. Нумай çул вăл Совет Союзĕнчи спорт тĕсĕ кăна пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче офицерсемпе салтаксене тăшманпа куçа-куçăн тытăçма тивсен самбăн кĕрешӳ мелĕсемпе усă курма вĕрентнĕ. 1966 çултан самбо пĕтĕм тĕнчери спорт тĕсĕ шутланать. 2021 çулта вара Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕ Олимпиадăри спорт тĕсне кĕртнĕ. Самбо икĕ тĕрлĕ пулать: пĕри – спорт, тепри —
çапăçу. Лариса спорт самбипе интересленет.
— Самбо — çынна пĕчĕккĕн аталанса пыма пулăшакан спорт. Унăн мелĕсене алла илсен çитĕнӳ пулатех. Паллах, кашни мелне нумай тренировка тусан çеç çирĕплетме пулать. Çавна пулах кунне икĕ хутчен тренировкăсене çӳретĕп. Кĕрешӳ нумаях тăсăлмасть: 3-5 минута яхăн.
Унăн йĕрки тупăшаканшăн меллĕ. Кунта хăвăнпа пĕр виçе категорийĕнчи спортсменпа, пĕр ӳсĕмрисемпе вăй виçмелле. Малтанхи вăхăтра клуба çӳрекен хĕр ачасем сахалччĕ. Чылай чухне арçын ачасемпе кĕрешме тиветчĕ. Эпĕ пурпĕрех çĕнтереттĕм. Мана пĕчĕклех ăмăртусене, турнирсене илсе çӳреме тытăнчĕç. Çитĕнӳ ахаль пулмасть — куллен тренировка тумалла. Ăмăрту умĕн çеç ăна вăйлатни усă кӳмест. Çак тарана çитиччен тунă результатсене пĕтерме çеç пултарать кунпа. Кирлĕ тĕк кĕлетке виçине чакарма тивет. Эпĕ диетăна пăхăнса курман. Турнир пуçланас умĕн 1-2 кун кăна хăш-пĕр çимĕçе
тĕкĕнместĕп. Турнирта кĕрешнине кама та пулин ӳкерме ыйтмалла. Кайран пăхсан хăвăн йăнăшусене курма пулать. Вĕсене пĕтерме тăрăшмалла, — палăртать Лариса.
Хĕрсем яланах черченкĕ те ачаш пулассăн туйăнаççĕ. Апла мар иккен, кирлĕ чухне вĕсем такама та хӳтте илме пултараççĕ.
«Спорт мал ĕмĕтлĕ, çирĕп те чăтăмлă пул- ма пулăшать мана».
Ашшĕ пек пуласшăн 8 класс таранччен Лариса Шупашкарти 47-мĕш шкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн Олимп резервĕсен спорт шкулне куçнă. Кăçал вара вăл унтан вĕренсе тухать. Хĕртен малашнехи пурнăçне мĕнпе çыхăнтарма шухăшлани çинчен те ыйтрăм.
— Эпĕ ачаранах атте пек çар çынни пулма ĕмĕтленсе ӳсрĕм. Вăл хăйĕн пурнăçĕн пĕрре виççĕмĕш пайне хĕрӳ точкăсенче ирттернĕ. Паянхи кун та ятарлă çар операцийĕнче. Вăл яланах çапла калать: «Вăрçăра чунпа та, ӳтпе те çирĕпленнĕ çынсен çапăçмалла. Тин çеç ашшĕ-амăшĕн çунаттийĕ айĕнчен тухнă ачасене унта питĕ йывăр. Çар çыннин ĕçĕ — чи пархатарли. Вĕсем — çĕршыва, тăнăç пурнăçа сыхлакансем».
Атте, Эдуард Рубцов, хăй те вĕреннĕ вăхăтрах нумай енлĕ ăмăртассипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативĕсене пурнăçланă. Вăл 1998 çулта Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнчен агронома вĕренсе тухсан çара кайнă. Çар тивĕçне Балашиха хулинче пурнăçланă.
Службăра тăнă чухне вĕсене Чеченре, Абхазипе Грузире сиксе тухнă хирĕç-тăрăва лăплантарма илсе кайнă. Çавăн чухне чăн-чăн çапăçу мĕн иккенне туйса илнĕ вăл. Тăван çĕршыва хӳтĕлесси пĕрремĕш тивĕç пулнине ăнланнă атте. Çартан килсен Шупашкарта шалти ĕçсен органне вырнаçнă. Çемье çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Полицире ĕçленĕ чухне темиçе хутчен те Чечняра командировкăра пулнă. Урăхла каласан, ăçта хĕрӳ точка – унта пирĕн атте.
Çĕршывра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан унта каймасăр пултарайман вăл. Пиллĕкмĕш çул тăшманпа паттăррăн çапăçать. Темиçе хутчен аманчĕ, сывалсан каллех строя тăчĕ. Унăн сарлака кăкăрĕ çинче орденĕсемпе медалĕсене çакма вырăн та çук. Çакăн пек паттăр аттерен мĕншĕн тĕслĕх илес мар? Çавăнпа манăн та çар çынни пулас килет. Олимп резервĕсен спорт шкулĕнчен вĕренсе тухсан эпĕ тренерта та ĕçлеме пултаратăп паллах. Хальлĕхе спорта пăрахас шухăш çук. Вăл мана пурнăç тĕревне парать, çирĕплетет. Спорт вăхăта нумай илет. Эпĕ ытти çамрăк пек телефонра лармастăп, манăн
вăхăт та çук. Ирхине 9 сехет валли тренировкăна каятăп, 12 валли вĕренме çитмелле, каçхи 6-ра — каллех тренировкăра. Манăн кун йĕрки çапларах. Тата çирĕпрех пулма, умамлартнă тĕллевсене пурнăçлама вăй-хăват парать вăл. Тĕрĕссипе, интернетра ним усăсăр ларакансене эпĕ ăнланмастăп. Ыррине пĕлме, курма, паллашма тăрăшмалла. Вăй-хала çирĕплетме спортпа туслă пулмалла.
Çавсене çамрăкла тумасан кайран кая юлать. Мана атте яланах çапла калать: «Эпир сирĕн пуласлăхăр çутă пултăр тесе тăшманпа кĕрешетпĕр. Нимĕнле йăх-ях та пирĕн ачасем çумне ан çыпăçайтăр, пире чура ан туччăр тесен сирĕн те, çамрăксен, çавна чунпа ĕненсе пулăшса пымалла. Эпир пурпĕрех çĕнтерӳпе таврăнатпăр. Эсир вара çĕршыва юрăхлă çынсем пулăр»: — Ашшĕн кашни сăмахне ăса хывать хĕрĕ.
Лариса шкула кайичченех çĕнтерме вĕреннĕ. Çак тарана çитсе мĕнле кăна хулана çитмен-ши спорта парăннăскер?
Кашнинченех медальпе таврăннă. Малтан республикăри районсенче, унтан хуласенче иртекен турнирсене хутшăннă. Каярах Хусанти, Мускаври, Питĕрти, Новосибирскри... ăмăртусенче пулнă. 2025 çулта Кипрти Лимассол хулинче самбо енĕпе иртнĕ Европа чемпионатĕнчен вара чăн-чăн чемпион пулса таврăннă. Ку, паллах, Чăваш Республикишĕн те пысăк чыс. 26 çĕршыври 800 кĕрешÿçĕ хушшинче чăваш хĕрĕ Раççей чысне хÿтĕленĕ. Малтанхи
çулсенче Ларисăна ăмăртусене ашшĕ-амăшĕ хăйсен укçипе илсе çÿренĕ. Разультатсем лайăх пулса пыма тытăнсан Самбо федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕ мала тухнă спортсменкăн çул укçине саплаштарма тытăннă.
Унсăр пуçне тумпа та вăлах тивĕçтерет. Çапах та Рубцовсем ачисемшĕн нимĕн те хĕрхенмеççĕ, вăй çитнĕ таран йăлтах пама тăрăшаççĕ. Карина та самбăпа ÿссе çитнисен пĕрремĕш разряд нормативне тултарнă. Кăçал федерацин Атăлçи тăрăхĕнче иртнĕ ăмăртура вăл иккĕмĕш вырăна
тухнă. Карина та аппăшĕнчен юлмасть. Иккĕмĕш сыпăкри тăванĕсем те Ларисăн тĕслĕхĕпе хавхаланса ăмăртусенче лайăх результатсем кăтартаççĕ.
2026 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Лариса Рубцова Раççей спорт мастерĕ пулса тăчĕ. Чăвашра та çавăн пек маттур хĕрсем çитĕннĕшĕн мăнаçланатпăр. Малашне те ăнăçу çулĕпе утмалла пултăр, Лариса!
Валентина Яковлева

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика