Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыçран-хыçа юлса пырать пулин те çав вăхăта тỹссе ирттернисен асĕнчен нихăçан та тухас çук вăл. Миçе çынна мăшăрсăр, миçĕшне ывăлсăр, аттесĕр... тăлăха хăварчĕ. Çулĕсем шултрăланнисем сайралса пыраççĕ пулин те вĕсен аса илĕвĕсене итлеме кăмăллă.
Иван Федоров (Шаки) Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче çуралнă. Вăл питĕ çирĕп, кĕрнеклĕ арçын пулнă. Кивĕ Ахпỹртри 17 çулхи Ксения Кирилловăна вăрласа качча илсе кĕнĕ. Мăшăр 7 ача çуратнă.
1939 çулта Федоровсен çемйи тата ялти 4 çемьепе Свердловск облаçĕнчи Ирбит хулине куçса каять. Вĕсем унта кирпĕч çурт туянаççĕ. Кашни çемьене - пĕрер пỹлĕм. Кухня пĕрле. Ĕçлеме вара Сталин ячĕллĕ хуçалăха çỹреççĕ. Иван Федорович вăрман каснă çĕрте вăй хунă. 14 çулхи Евдокия хĕрĕ (Альтук) ача садĕнче ĕçленĕ. Илья, Алексей, Иван (12,10,8 çулхисем) кĕтỹ кĕтнĕ, хĕлле шкула çỹренĕ. Амăшĕ ачисене пăхнă, килти хуçалăха тытса пынă. Килте тата кĕçĕннисем Саша, Вера, Настя пулнă.
Акă, мĕнле аса илет Вера аслă аппăшĕ Альтук каласа панине:
- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах аттене вăрçа илсе кайрĕç. Аннепе, ачисемпе сыв пуллашнă чухне: "Эсĕ качча кайма ан васка, аннỹне пулăш",- терĕ.
Кĕçех çемьере тепĕр ывăл - Володя - çуралнă. Пурăнма питĕ йывăр, пỹлĕмре тăвăр... Амăшĕ каялла тăван яла таврăнма шутлать. Совхоз ертỹçи ăна шеллесе станцине çитме автомашина уйăрса парать.
1941 çулхи декабрь уйăхĕ. Станцинче пуйăс кĕтсе ларнă вăхăтра вĕсен тумтирĕсене çыхнă кутамккисене вăрласа каяççĕ. Вакуна кĕрсе лараççĕ. Амăшĕ ачисене шутласа пăхать, пĕри тухмасть...
Верăна амăшĕ пуйăс айĕнчен тупса кĕрет. Вакунра питĕ тăвăр, сивĕ пулнă. Виçĕ талăкран Канаша çитеççĕ. Çемьене ашшĕн аппăшĕ кĕтсе илет. Çуна çине вуннăн аран-аран вырнаçса лараççĕ. Сивĕпе шăнаççĕ, чирлеççĕ. Килте вĕсене сиплеççĕ. Çапах та кăкăр ачи вилет. Вера Ивановнăн аса илĕвĕ чуна çỹçентерет. Малтанлăха вĕсем аппăшĕ патĕнчех пурăнаççĕ. Каярах пĕр пĕчĕк çурта куçаççĕ. Унта кăмака тата пĕчĕк сĕтел пулнă. Пурте улăм сарнă урайĕнче çывăрнă. Хĕлле питĕ сивĕ пулнă. Пỹрт тăррине улăм витнĕ. Çумăр çусан шыв та аннă. Хуралтăсем пулман, çавăнпа выльăх та усраман.
Шĕвĕ яшка çинĕ. Унта пĕрер çĕр улми янă, пĕр-ик кашăк çăнăх лăканă, курăк хушнă. Курăк тупма та çăмăл пулман. Ăна çуркунне çитсенех çырма-çатрара, вăрманта пуçтарнă. Нихăшне те тиркемен, ухмахлантараканнине çеç татман. Уйрăмах клевер, чăкăт, пыл курăкĕсем, шакла пуç, хупах... тутлă пулнă. Кăмпапа çырла пуçтарнă. Кĕркунне вара, тĕш тырă çапнă хыççăн, хир тăрăх пучах, ỹксе юлнă пахча çимĕç шыранă. Тăванĕсем нумай пулăшнă: кам çĕр улми, кам кĕрпе, çăнăх, сĕт панă.
Вăрçă вăхăтĕнче колхозра ĕçлекенсене çуршар кило çăкăрпа тивĕçтернĕ. Амăшĕпе аппăшĕ сурăх ферминче тăрăшнă. Çуллахи вăхăтра пурте хирте ĕçленĕ. Пай çумланă, çулнă, вырнă, авăн çапнă. Амăшĕн ферма та каймалла пулнă. Верăпа кĕçĕн йăмăкĕ Настя вара пулăшма çỹренĕ. Çынсенчен юлас мар тесе çутăлнă-çутăлманах хире тухса утнă. Тетĕшсем лашасем, вăкăрсем кỹлсе хирте ĕçленĕ: сухаланă, акнă, кĕлте турттарнă. Иванпа Саша сурăх кĕтĕвĕ кĕтнĕ. Çанталăк питĕ шăрăх тăнă. Пĕррехинче 8 çулхи Саша шыв нумай ĕçнĕ. Шыçăнса кайнă. Больницăра та сыватайман ăна. Ача вилнĕ.
Ашшĕнчен нимĕнле хыпар та пулман. Маларах виçĕ çыру илнĕ. Амăшĕ йĕре-йĕре, хуйхăрса чирлесе каять. Юрать-ха сывалать.
"1944 çулта саккăрта шкула кайма пуçларăм. Чиркỹ пулнă çуртра виçĕ класчĕ. Ачасем нумайччĕ. Кашни класра 30-шар та пулнă. Эпĕ лайăх вĕреннĕ. Математика килĕшетчĕ. Кĕнекесем пулман. Хаçатри буквăсене вулаттăмăр, çавăнтах çыраттăмăр. Ручка вырăнне хур тĕкĕ пулнă. Чернилне хăрăмран тунă.
Вăрçă хыççăн 7 класлă шкул туса лартрĕç. Эпир ун чухне 5 класра пулнă. Йывăр вăрçă çулĕсенче пирĕн класран 9 ача выçăпа вилнĕ.
Урра! Вăрçă чарăннă. Пире урама линейкăна илсе тухрĕç. Ял çыннисем те пуçтарăннă. Пурте савăнатпăр, пĕрне-пĕри ыталатпăр. Учительсемпе ачасем "Вставай, страна огромная!", "Дан приказ ему на запад", "Пусть всегда будет солнце" юрларăмăр,- аса илет Вера Еллина.
Доскасем çине вăрçа кайнисен, унта вилнисен ячĕсене çырнă. Ашшĕн ятне тупайман Вера Ивановна. Питĕ хурланнă. Каярах тетĕшĕсем шыраттарса тупнă. Иван Федорович Шакеев Мускав çывăхĕнчи пĕр çапăçура пуçне хунă.
Амăшĕн 4 тетĕшĕ те вăрçăра пулнă. Иккĕшĕ унтах выртса юлнă. Таврăннисем тăванĕсене пуçтарса Шакеевсене çĕнĕ пỹрт лартса панă. Кунта пурте пулнă: кăмака, сĕтел, саксем, 2 кровать.
Малалла вĕсем ыттисем пекех пурăнма пуçланă. Пурнăç кунран-кун лайăхланса пынă. 7 класс хыççăн тăхăнмалли çукран малалла вĕренеймен. Пĕлỹ пухма Туçана çỹремелле пулнă.
Качча тухнă Вера Ивановна. Иван Васильевичпа вĕсем виçĕ ача пăхса ỹстернĕ.
Мĕн чухлĕ нуша курнă çав вăхăтра вăрçă çулĕсенче.
Надежда СТЕПАНОВА
Август 2026 |
