«Поэзи маншăн – тасалăх»

Категория: Публикации Опубликовано: 19.07.2024, 10:27 Просмотров: 140

– Паллă ĕнтĕ, чаплă поэтăн асамлăн кашласа ларакан «вăрманĕнче» анлă çулсемпе лайăх такăрланă сукмаксем кăна мар, тĕрлĕрен  вĕтлĕхсемпе чăтлăхсем те чылаях. Унта кĕрсе çÿреме хăюлăх та, лайăх туптаннă ăсталăх та кирлĕ. Енчен те хирĕç килекен палламан çын Пушкин хăй пулса тăрсан, вăл сана палламасăр мăнкăмаллăн иртсе кайсан?..

– Илемлĕ литература, уйрăмах поэзи, нумай чухне автора хăйне те витĕмлĕн сăнарласа парать. Ку никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çынлăх тени Пушкинăн чи вăйлă енĕсенчен пĕри пулнă.  Ман шутпа, унпа вăрманта е урăх çĕрте тĕл пулас пулсан вăл никампа та сăмах чĕнмесĕр мăнкăмăллăн иртсе кайман пулĕччĕ. Поэт çав тери сисĕмлĕ чун-чĕреллĕ çын пулнă. Хĕрсе кайма пултарнă, çавăнпах  темиçе хут та дуэле тухса хăйĕн чысне хÿтĕленĕ. Паллах, хăюллă çын пулнă, ахальтен мар «я милость к падшим призывал» тесе калама пултарнă, патшаран инкеке кĕрсе ÿкнисене хĕрхенме ыйтнă. Унăн темĕн те курма-пĕлме чĕнекен чĕри лăпкă пурнăçа килĕштермен. Çакă, сăмахран, «Сана эп ăмсанатăп, тинĕссен хастарĕ» сăвăра лайăх палăрать: «Пар аллуна – чĕремĕрсем пĕр пек хĕрÿллĕ», – тет вăл «парăссен астарăвне» астивсе курнă çынна ăмсанса. Çак туртăну ăна ĕмĕр тăршшĕпех канăçсăрлантарнă.

– Хавхаланусăр поэзи пулаймасть, ку паллă. Куçаруçă та автор пекех çак çулăмпа çунма пуçлать-и?

– Александр Пушкин сăввисене сулхăнра лăпкăн шухăшласа ларса куçарма май çук. Ăнсăртран тенĕ пек лайăх танлаштару, вырăна килекен рифма е тата мĕн те пулин тупăнсан тÿрех чĕрене хавхалануллă туйăм ярса илет. Пĕлетпĕр,  Петĕр Хусанкай çамрăк чухне хăйне «Есенинпа чирлетĕп» тесе каланă. Мана та çак кĕнекене куçарса хатĕрленĕ чух çавнашкал канăçсăр, анчах рехетлĕ туйăм хупăрласа тăчĕ. Сăмахран, юр çунине куратăп та пăлханса шухăшлатăп: «Пушкин  вăхăтĕнче те юр çаплах çунă-

çке». Унăн «Зимний вечер», «Зимняя дорога» сёввисенчи йĕркесем ăшра янăраççĕ.

–  Пушкина тĕрлĕ ÿсĕмри çын кашни хăйне майлă ăнланать-и?

– Аслă поэтăн пултарулăхне тарăннăн ăнланма пире Патăрьел районĕнчи Упамса шкулĕнче Г.П. Васильев учитель вĕрентрĕ. Пĕр пăхсан вăл хăй те Пушкина аса илтеретчĕ. Эп ĕмĕр тёршшĕпех Пушкина вуланă. Çак кĕнекене куçарса хатĕрленĕ май унăн кашни йĕркине микроскоппа пăхнă пек тишкернĕ пулин те нимле кăлтăк, килĕшмен сăмах пĕрре те тупăнмарĕ.

Хăш-пĕр куçаруçăран паян çапла каланине те илтме пулать: сăвăри шухăш-туйăмăн çуррине вулакан патне çитерсен те юрать иккен. Эп çакăнпа татăклăн килĕшместĕп. Сăвăра мĕн пуррине паянхи вулакан патне туллин çитермелле.

Мана çамрăк чух Петĕр Хусанкайпа тĕл пулса калаçма тÿр килнĕччĕ. Вăл  ыттисем куçарнине шута илсе, танлаштарса ĕçлеме сĕнни асра. Сăмахран, «Я помню чудное мгновение» сăвва чылайăн куçарнă. Хам куçарăва вĕçленĕ хыççăн эпĕ вĕсемпе паллашрăм. Мĕн калас, хамăн тетрадь çине вĕч.рхенсе ăна-кăна тÿрлесе хумалли пĕр йĕрке те тупăнмарĕ.

– Юрий Артемьев критик кĕнеке ум сăмахĕнче акă мĕн çырать: «Пушкин и сам осуществлял переводы, они в основном вольные. В переизложениях он предпочитал передачу духа». Тен, хальхи вăхăтра та пушкинла куçарни, «передача духа» тени çителĕклĕ?

– Эпир икĕ чĕлхеллĕ халăх. Пушкин вырăсла çырнине чиперех ăнланатпăр. Çавăнпа мĕнле те пулин çывăхрах куçарас принципран чакма юрамасть.

Çак кĕнекене куçарса кёларас ĕçре эпĕ чăваш чĕлхин хăватне лайăх туйса илтĕм. Сăввăн виçине те тытса пыма пулать, рифмисем оригиналти пекех ÿксе пыраççĕ, туйăма, шухăша сăнарлăха çухатмасăр уçса кăтартатăн.

Рифма тенĕрен, «пулать – кулать» йышши састашсем, вĕсем тулли пулин те, ытла та чухăн. Кĕтмен рифмăсем тата тĕрлĕ пуплев пайĕсемлисем сăвва вăй-хăват, илем кÿреççĕ. Эпĕ, сăмахран, хыçалти рифма тулли пулмасан, ăна малти рифма туса вăйлататăп.

Апат читлĕхри тыткăнран асăрханăн,

Çапать çырана харамах вăл хăр-харрăн.

                                                «Кавказ».

Кăштах вĕренÿ кĕнекисем пирки каласа хăварас килет. Пире капла та юрать тесе куçарнă сăвăсене учебниксене кĕртсе аппаланни ачасене литературăран пистерсе пысăк сиен тăвать.

Хăш-пĕр куçаруçă рифмăлассине кирлĕ шайра тытса пымасть. Паллах, тĕп вырăнта шухăшпа туйăм, анчах рифма начар пулсан сăвă хăйĕн тĕсне самай çухатать. «Поэзия – это мысль, вооруженная рифмами», – тенĕ мар-и поэт? Ун рифмăна халалланă ятарлă йĕркесем те пур.

Пире Турă çавăн пек чĕлхе панă: формине те, содержанине те кирлĕ шайра тытса пыма пулать. Хытă рифмăсене оригиналти пек ÿкерсе пыма пулать, янравлисене те çаплах. Тепĕр чух словарь уçса пăхатăн та кирлĕ сăмаха тупаймастăн е пĕлтерĕшне вырăнлă парайман. «Сăмахран, «Вырăсла-чăвашла словарьте» «томный» тенине сиктерсе хаварнă. Эп ăна «тĕмсĕлÿ» тесе куçартăм. Тепĕр тĕслĕх: «Я пережил свои желанья, я разлюбил свои мечты»  йĕркесене куçарас тесе самай асаплантăм.  «Чун туртăмне туйса ирттертĕм, эп писрĕм шухăш-ĕмĕтрен»… Тен, начар мар пулса тухнă? Ку йĕркесенче куçаруçă  нимĕн те çухатса хăварман, хăйĕнчен нимĕн те хушман.

Эпĕ пурнăçра хамшăн хытă тăрăшакан çын мар. Хама тирпейлĕ çын теме те пултараймастăп. Анчах поэзи маншăн – тасалăх. Храм вăл. Унта пăсăклăх ан пултăр. Ритм та ан такăнтăр, рифма та пуян пултăр. Шухăш-туйăм вара çăлкуç шывĕ пек сиплĕх патăр.

– Нумаях пулмасть «Книжная индустрия» журнала уçкаланă май тĕлĕнмелли йĕркесем куç тĕлне пулчĕç: Великобритани çĕршывĕнчи шкул ачисем литература ĕçне пурнăçри чи вырăнлă професси тесе шутлаççĕ иккен. Пирĕн вара пачах урăхла, кунашкал професси пачах çук, хальхи официаллă хутсене ĕненес пулсан.

– Мĕншĕн тесен ку ĕçпе тăранса пурăнаймастăн, çавăнпа. Юрĕ тейĕпĕр, ку пирĕнтен килмен япала. Анчах аса илер: Антон Чехов, Михаил Булгаков профессипе тухтăр пулнă, инженер, архитектор профессине алла илнĕ çынсем те литературăна чылай пуянлатнă. Халĕ  пире çав çулпа кайма тивет... Куçа курăнакан тепĕр çитменлĕх: çыравçăсем хушшинче арçынсем сахалланчĕç. Çакă та чĕрене ыраттарать. Аслă çыравçăсене, Максим Горькие, Николай Некрасова тата ыттисене, тивĕçлĕ хаклама пăрахрĕç. «Ан хăрăр, пурнăç улшăнĕ-ха хăçан та пулин», – теççĕ хăшĕсем. Эп вĕсемпе килĕшетĕп,  «апла-и, кăна ĕнентерсе пар-ха» тесе тавлашмастăп. Ĕненÿ вăл – ĕненÿ, нимĕнле  ĕнентерÿсĕр те пурăнма пултарать.

 Валерий Алексин калаçнă

Архив материалов

Сентябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика