Чăваш Енре 2017 çулта старт илнĕ пуçару бюджечĕн программине пурнăçлас ĕç малалла пырать. Пилĕк çул хушшинче республикăра пурăнакансем пилĕк пин ытла проекта пурнăçа кĕртнĕ. Пуринчен ытларах - çулсене юсасси. Çавăн пекех ЖКХ объекчĕсене, палăксене юсасси, пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтересси, кану, ача-пăча тата вăйă площадкисене хăтлăх кĕртесси тата ытти те.
2024 çулта Чăваш Ен Правительстви пин çурă проекта пурнăçа кĕртме икĕ миллиард та 400 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Укçа-тенкĕн пысăк пайне республика уйăрса парать. Ытти вара вырăнти бюджет, унта пурăнакансемпе уйрăм хастарсен, предприятисен укçи-тенки. Пуçару бюджечĕн программипе республикăра коммуналлă хуçалăхăн 260 объектне çĕнетĕç, автоçулсене юсĕç, канмалли вырăнсене, ача-пăча лапамĕсене йĕркене кĕртĕç, шывсене, çăлсене тасатĕç тата ытти те. Пур ĕçе те территори пайĕсенче ноябрĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле.
Патăрьел муниципалитет округĕ те çулсеренех халăх пуçарăвĕпе пурнăçланса пыракан программăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тимлет. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи территори пайĕсенче вырăнти çынсен шухăш-кăмăлне илсе 131 пуçару проекчĕпе (185,4 миллион тенкĕ) тĕрлĕрен объект хута кайнă. Вĕсем пурте ялсен сăн-сăпатне çĕнетессипе, халăх пурăнакан вырăна хăтлăх кĕртессипе çыхăннă.
Чăваш Республикин пуçару бюджечĕн программипе пурнăçа кĕрсе пыракан ĕçсем çулсеренех нумайланса, халăхăн хастарлăхĕ ỹссе пырать. Акă, 2023 çулта пирĕн тăрăхра 21 проектпа тĕрлĕрен объект хута кайнă пулсан, 2024 çулта 31 проекта (77,7 миллион тенкĕлĕх) пурнăçламалла. Патăрьел муниципалитет округĕнче те чăн малти вырăнта çулсене юсасси, çĕнетесси тăрать. Кăçал çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнче автомобиль çỹрекен 16 çула юсамалла. Вăл шутра Патăрьелĕнче, Çĕнĕ Ахпỹртре, Упамсара, Тутар Сăкăтĕнче, Пăлапуç Нурăсĕнче, Ыхра Çырминче, Первомайскинче, Шăхачра, Сăкăтра, Тутар Тимешĕнче, Тăрăнта, Шăнкăртамра. Вĕсенчен чылайăшĕнче çак ĕçе пурнăçлама та ĕлкĕрнĕ.
Альбина НИКОЛАЕВА
Октябрь 2024 |