Митта Ваçлейĕ чăваш халăхне питĕ кирлĕ. тен, паян- пушшех те

Категория: Публикации Опубликовано: 15.12.2023, 22:48 Просмотров: 265

«Авангард» хаçатра 2023 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Чыславăн чапĕ çухалмĕ» статья пичетленсе тухрĕ (шел те, ку вăл авторăн юлашки материал.сенчен пĕри пулчĕ —Красномайски ялĕнче çуралса ÿснĕ, юлашки çулсенче Кÿкеçри ваттисен çуртĕнче пурăннă Илья Журавлев, инвалида тухнă журналист, юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайрĕ, ăна Шупашкарта пытартăмăр).

Статьяра вак-тĕвек тата, тен, пысăкрах пĕлтерĕшлĕ кăлтăк-сăлтăк курăнсан та, манăн авторпа хаçат редакцине çак темăна çĕкленĕшĕн чунтанах тав тăвас килет. Вак кăлтăксенчен хăшне-пĕрне вулакан хăйех ăсра тÿрлетрĕ пуль-ха (акă, рубрикине «Митта Ваçлейĕн премине 40 çул çитнĕ май» тесе палăртнă, ку ĕнтĕ хăйех çырури «1973 çул пыратчĕ» вырăнне «1983» тесе вуламаллине систерет). Влаç тытăмĕсем «хуçалăхра, производствăра ĕçлекенсене ÇЕÇ чыслама тăрăшатчĕç» тени вара ытла та татса калани пулать тесе шутлатăп. Паллах, вăл вăхăтри тĕп идеологире  тавар, продукци туса кăларакансем патшалăхшăн, обществăшăн никĕсри тĕп вăй шутланнă («базис»), пурлăх туса кăларманнисем - «надстройка». Иккĕмĕш вырăнта эппин (ку йĕрке капитализм йĕркинче те çавах ахăр). Апла пулин те, культура, вĕрентÿ ĕçченĕсене пач чысламан темеллех мар. Пурлăх туса кăларакансем те (сăмахран, колхоз пайташĕсем) нумай-нумай çул алла укçа илсе курайманни те пулнă — ĕç кунĕ шутласа пынă та, кĕркунне ун шутне кура тырă, пахча çимĕç тата ытти тавар панă. Сахал та. Ăна укçана çавăрма та çăмăлах пулман.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен тĕлне ял хуçалăхĕнче те  тавар туса кăларакана шантарнă ĕç укçи (гарантированная оплата труда) тÿле пуçларĕç. Пурнăç аталаннă май, лайăх ĕçлекенсене, ăмăртусенче мала тухакансене сумлă парнесем пама тытăнчĕç (радиола, телевизор, холодильник — çăмăл автомашина таранах). Анчах та этеме чун апачĕ те кирлĕ-çке. Кам-тăр, ĕмĕр тăршшĕпе сăвă-калав çырать. Тепри — хорта юрлать, халăх театрĕнче вылять... Шăпах çав пултаруллă çынсене кăштах та пулин хавхалантарас, тав тăвас тесе пултаруллăх (творчество) çыннисем валли  Митта Ваçлейĕн премине туса хума шутларăмăр та 1983 çулта.

Çÿлерех асăннă статья авторĕ çак премие туса хунă ĕçшĕн ытларах мана мухтанă. Ку тĕрĕсех мар. Мĕншĕн тесен ун пек ĕçе пĕччен тума çук. Йĕркелÿ ушкăнĕнче КПСС Патăрьел райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн ертÿçи Сейфи Сафиуллович Сафиуллин та, Патăрьел райĕçтăвкомĕн  культура пайĕн ертÿçи Николай Петрович Козлов та, «Авангард» хаçатра нумай çул ĕçленĕ Николай Дмитриевич Ларионов  тата ыттисем те пулнă. Хамăрăн шухăш пиçсе çитсен, ку ыйтупа КПСС Патăрьел райкомĕн пĕрремĕш секретарĕпе Василий Антонович Никитинпа канашласа ирĕк илнĕ. Ара, ку вăл халиччен туман ĕç, çÿлтен хушнипе мар, хамăр пуçарупа тăвакан ĕç. Иккĕленÿсем те пулнă, шикленмен та мар.

Статьяпа пĕрле пичетленнĕ сăн ÿкерчĕк хама та хумхантарчĕ. Шкулта вĕреннипех эпĕ те Митта камне ăша хывсах çитереймен. Шкул хыççăн тÿрех райхаçатра ĕçлерĕм, унта вара хăйне май «Митта кульчĕ» хуçаланатчĕ: Виталий Яковлевич Киданов, Александр Степанович Плешков, Кави Каюмович Юлдашев... 1976 çултаччĕ пулас, комсомол райкомĕнче ĕçлеттĕм, Аслă Арапуçĕнче «Рассвет» колхозăн комсомол  пухăвĕ пулчĕ, Володя Чуммина секретаре суйларăмăр. Ун патĕнчех çывăрма юлма тиврĕ. Ирхинене пĕрремĕш юр çуса лартрĕ. Çавăн чухне Митта вил тăпри çине çитсе пуç тайрăмăр, фотоаппарачĕ хамăнах, ÿкерекенни — Володя Чуммин.

МИТТА ПРЕМИЙĔ

Сăмах май, Чăваш Республикинче Митта премийĕ çулĕпе чи аслă премисенчен пĕри (ЧР патшалăх премине тата никĕсленĕ чухне патшалăх тытăмĕн премийĕпе тан пулнă Çеçпĕл Мишши премине шута илмесен). Ун тĕслĕхĕпе чăваш çĕрĕнче çуралнă вуншар премие пĕлетпĕр, хăшĕсен кун-çулĕ кĕске пулчĕ, анчах та теприсем паян кун та ят-сумне ямаççĕ. Сăмахран, вĕсен шутĕнче Трак тăрăхĕнчи Неçтĕр Янкас премине асăнса хăварас килет (йăнăшмастăп пулсан, çак ĕç пуçĕнче Виталий Михайлович Михайлов тăрать, ăна пулăшакансен шутĕнче хăй вăхăтĕнче Патăрьелĕнчи райхаçатра ĕçленĕ Иван Афанасьевич Прокопьев-Чураль та пур).

Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 115 çул, Митта премине туса хунăранпа 40 çул çитнĕ май хамăн шухăшсемпе сĕнÿсенчен тата çакна çеç палăртам.  Митта премине туса хунипе ёна хамăр чапланма туса хунă тесе ăнланмалла мар. Митта премине, шел пулин те, паянхи кашни кĕтесри пуш параппанла чыслав хавхин картне лартмалла мар: сăвă çырас саккунсене пăхăнмасăрах  сăмах купи йăвалакан — поэт имĕш, темле асилÿ евĕр кĕнеке калăплакан — çыравçăсен пĕрлĕхĕн пайташĕ, кĕсйи тĕпĕнче кĕмĕл пулсан, тем тĕрлĕ преми-медаль туянса çакса тултарать тата ытти те, тата ытти те. Митта вăхăтĕнче те суя чыслав пулман мар. Çыравçăсен хушшинчи халапсене ĕненсен, фронтран аманса таврăннă «чăваш шăпчăкĕ» Валентин Урташ ахальтен каламан пулас: «Халăх поэчĕ... Эпир, мĕн, сысна поэчĕсем-им?..». Митта премине вара пултаруллăха ĕмĕр парăнса пурăннишĕн, пултаруллăхри асаплă шыравшăн пама ăнтăлни хăйех ăна Митта ячĕпе тан лартать («Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам...»). Митта ячĕпе чыславăн чапĕ те пĕрре — чăваш пултаруллăхĕ чăваш халăхне чăваш пек упранса юлма пулăштăр. Паян кун çут тĕнчерен историре пулман евĕр çухалма эпир хăш халăхран катăк?

Митта Ваçлейĕ — чăваш поэзийĕн классикĕ, тăван халăхăн мухтавлă ывăлĕ, синкерлĕ кун-çулра та çынлăхне çухатман таса та çирĕп чунлă çын. Унăн сăваплă ячĕ тата шăранса тухнă меттал пек пултаруллăхĕ чăваш халăхне малашне те упранса юлса аталантарма хавхалантаракан çул кăтартмăшĕ. Ан тив, пурнăç синкерне кура вăл хăйĕн чăвашлăх ĕмĕчĕсене хăйĕн тĕслĕхĕпе пурнăçа кÿртсе çитереймен те пултăр, анчах та юлашки сывлăшĕ тухичченех вăл  чăвашлăхшăн çуннă та, кĕрешнĕ те. 17 çула пуç янă çĕртен таврăнсан та чăвашлăхшăн вăл хăйĕн çывăх тусĕсемпе те тава кĕме хăраман.

Çакăнта мар-им вара Миттан чăн Улăплăхĕ?

Халь аса илсен намăс та: тăван районта хам райхаçатра, комсомол тата парти (КПСС) райкомĕсенче ĕçленĕ çулсенче (1976-1984 çулсем) районта иртекен парти, комсомол пленумĕсемпе конференцийĕсенче, партипе хуçалăх активĕн пухăвĕсенче эпир, чăвашсем, трибуна патне чĕнсен, ялан тенĕ пек вырăсла калаçаттăмăр, тутарсем вара, пире тĕслĕх кăтартнă пек, чылай чухне чăвашла калаçатчĕç. Тăван чĕлхепе калаçни Тăван Çĕршыва сутни мар, влаçа хирĕç тăни мар — мĕншĕн эпир çав тери айван пулнă-ши? Паян вара ЮНЕСКО чăваш чĕлхи пĕтсе пырать тесе асăрхаттарать. Хамăр чĕлхене сутса ярсан чăваш телейлĕрех пулĕ-шим?

Митта Ваçлейĕ пире апла вĕрентсе хăварман.

Çавăнпа та Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 115 çул, Митта премине туса хунăранпа 40 çул çитнин уявĕ - пĕтĕм чёваш халăхĕн уявĕ. Тен, пыра-киле  Митта уявне пĕтĕм Атăлпа Урал тăрăхĕнчи халăхсен, пĕтĕм Раççей Федерацийĕнчи халăхсен, анлăрах илсен — тĕнче уявĕ шайĕнчи пулăм тума та мехел çитерĕпĕр. Чăвашăн мухтавлă ывăлĕн ячĕ урлă чăваш ятне çав шая çĕклесси пиртен те нумай килет. Чăваш вăл таçта ту хăвăлĕнче е тинĕсри утрав çинче тĕнчерен питĕрĕнсе ларнипе упранса юлакан халăх мар (хальхи саманара ун пек тума майсем те çук пуль), тĕнчене вăрçăпа ярса илсе те чăваш вилĕмсĕр пулса юлаймĕ, вăл тĕнчипех тăван сăмах хăвачĕпе хăватланса ытти халăхсемпе тан саркаланса пурăнмалла, çапла çеç этемлĕхĕн паянхи цивилизацийĕн кĕç-вĕç çухалас пĕр халăхĕ пек мар, унăн пĕр-пĕринпе хутăшса, анчах хăйĕн хăйьевĕрлĕхне упракан уйрăлми пĕр пайĕ пулса тăрĕ.

Митта пире çав çулпа утма вĕрентет.

МИТТА ПОЭЗИЙĔН АКАТУЙĔ

Митта премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин халăх поэчĕ Геннадий Айхи хăй пурăннă чухнех Миттан тăван çĕрĕнче тĕнче шайĕнчи «Митта поэзийĕн акатуйĕ» пуçарса яма ĕмĕтленетчĕ. Ку вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕн çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе пултарулăхне палăртса тăракан тепĕр символ, бренд пулса тăмалли ĕмĕт. Патăрьелсем ĕçченлĕхĕпе çĕршывĕпех палăраççĕ те, нивушлĕ культурăра та çапла маттур пулаймăпăр?

Сăмах май, Геннадий Айхи пуçарăвĕпе, Митта Ваçлейĕн тăван ялĕнчи — Аслă Арапуçĕнчи (Первомайскинчи) - вил тăприйĕ халех ĕнтĕ чăваш культуринчи, чăваш историйĕнчи халиччен пулман сăваплăран сăваплă вырăн пулса тăчĕ — çак вил тăпри çине Шотландин аслă сăвăçĕн Роберт Бёрнсăн (25.01.1759 — 21.07.1796) тата Пауль Целанăн (23.11.1920 — 20.04.1970), нимĕç чĕлхеллĕ еврей сăвăçин (Румыни, Франци) вил тăприйĕсем çинчен илсе килнĕ пĕрер ывăç тăпра хывнă. Чăваш тата тĕнче поэзине хисеплекенсемшĕн ку хăйех ĕнтĕ калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ тата чăваш сăмахлăхне, Патăрьел тăрăхне тĕнче шайĕнче йышăннине çирĕплетекен  чăнлав.

Поэзире тĕнче шайĕпе хăй сăмахне каланă, чăваш ятне çĕкленĕ Геннадий Айхи хăй те ĕмĕрлĕх канăç Патăрьел тăрăхĕнчи тăван Çĕньялтах тупнă. Чăваш литературин пуçламăшĕнче тăван сăмахлăхра тăрăшнă виçĕ пĕр тăван Турхансен кĕçĕнни - Турхан Энтри - чылай хушă Патăрьелĕнче пурăннă, Патăрьелĕнче вĕрентнĕ, ăна Патăрьел масарĕнчех пытарнă (аслисен вил тăприйĕсем репресси уçлăхĕнче çухалнă, çавăнпа пĕр тăван виçĕ Турханпа тачă çыхăннă пĕртен-пĕр сăваплă вырăн — Патăрьел масарĕ). Çавăн пекех çак тăрăхрах паллă чăваш çыравçи, яшлăхра Миттапа туслă пулнă Алексей Талвир çуралса ÿснине, ăна асăнса кунта палăк лартнине шута илсен, Митта Ваçлейĕ ячĕпе ирттерекен уявсем вĕсене пурне те пĕрлештерекенскерсем пуласси куç кĕрет. Çакăнтах чăвашсен çак тăрăхра çитĕннĕ, çут тĕнчерен уйрăлса кайнă ытти паллă çыравçисем те, çак таврарах е тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан паян кун та ырă-сывă янташсем те  кĕреççĕ.

Кунта ĕнтĕ çак тăрăхра пĕрле пурăнакан тутар тата ирçе халăхĕсен паллă çыравçисене те к.ртмелле: Тутарстан халăх сăвăçĕ Кави Латып (Латыпов) (Кзыл Чишма), Фетхи Бурнаш (Хирти Пикшик), «Нарспи» поэмăн ирçелле куçаруçи Алексей Рогожин - Пăлапуç Нурăс тата ыттисем те.

Митта Ваçлейĕн сăваплă ячĕ Патăрьелпе кÿршĕллĕ чылай тăрăха пĕрлештерет.

Митта сăввисене тутарла, хаккасла, вырăсла, венгрла, италилле, французла, акăлчанла, шведла, турккăлла тата ытти чĕлхесене куçарнă, вăл паян кун та чăваш халăхĕн тата тăван тăрăхĕн культура элчи.

Апла-тăк, Митта Ваçлейĕн сăваплă ячĕпе çыхăннă ĕçсене пирĕн паян кун тата анлăн, аслăн, чыслăн, тивĕçлĕн (ячĕшĕн мар) туса пыма вĕренес пулать. Ку чăваш халăхĕн тата тăван тăрăхăн чысне-сумне тата çĕклĕ.

Акă, Аслă Арапуç ялĕнче мĕншĕн Митта Ваçлейĕн музейне туса лартмалла мар - вăл литература музейĕ пулмалла, унпа пĕрлех музейĕн пĕр пайĕ репресси историйĕн музейĕ пулса тăмалла. Шел пулин те, паян репресси теми илтĕнмест, анчах вăл та пирĕн историех вĕт-ха. Ку вĕрентÿшĕн те, наукăшăн та, туризмшăн та усăллă пулĕччĕ. (Ав, кÿршĕ çармăссен Йошкар-Олара Гулаг историйĕн музейĕ пур, вĕсем çĕршывĕпе те теçеткене яхăн çеç).

Патăрьелĕнче малашне те Митта ячĕпе çыхăнтарса ирттермелли бренд шайĕнчи Митта поэзийĕн акатуйĕн сăваплă вырăнĕсем пулса тăмалли Митта Ваçлейĕн, Геннадий Айхин, Турхан Энтрин вил тăприйĕсене тирпейлесе çĕнетмелле, йышлă халăх пырса пуç таймалли условисем туса хумалла.

Çак Турхан-Митта-Талвир-Айхи çыхăнăвĕнче:

Турхан — чăваш литературин пуçламăшĕпе çыхăннипе хаклă (сăмахран, Турхан Яккăвĕн сăввисем-поэмисем Кĕçтенттин Ивановăн «Нарспийĕпе» пĕр кĕнекере пуçласа пичетленнĕ, Турхан Энтри 1905 çултах французларан тÿрех чăвашла куçарнă);

Митта — чăваш поэзийĕн классикĕ, хĕн-хур витĕр çынлăха çухатмасăр шăранса тухнă поэзи, литературăпа тăван халăх шăпин çыхăнăвĕ;

Талвир — чăваш прозин аталанăвĕпе шыравĕсем;

Айхи — поэзин модернизмĕпе авангардлăхĕ, чăваш шухăшлавĕ вырăс чĕлхиллĕ поэзие кÿнĕ витĕм, чăваш сăмахлăхĕ тĕнчепе çыхăну.

Çак синтез Патăрьел-Юхма тăрăхне чăваш сăмахлăхĕпе культурин тĕнче шайĕнчи центрĕ туса хурать. Апла-тăк, çакна тивĕçлĕ атрибутикă та кирлĕ.

Патăрьелĕнче мĕншĕн Турхан Энтрин, Митта Ваçлейĕн, Геннадий Айхин палăкĕсене (пĕтĕм пĕвĕпех) лартмалла мар? Район центрĕн, паллах, хăйĕн тивĕçĕсем пурах. Вĕсем, сăмахран, район (муниципалитет çаври) библиотеки умĕнчи çул хĕрри скверта  черетлĕн питĕ хитрен курăнмалла. Е халь реконструкцилекен «Çăкăр» музейĕн комплексĕ таврашĕнче те вырнаçтарма май пур пуль.

Ялсенче вырăнти пĕлтерĕшлĕ сăвăçсене-çыравçăсене халалласа асăну хăмисем уçмалла, вилнисен вилтăприйĕсене, кунтах пулсан, тирпей-илем кÿртсех тăмалла.

Митта Ваçлейĕн 2 томлă пуххинче вăл Аслă Арапуç ялĕнче Каттис Мишши ятлă юрăçран çырса илнĕ юрăсен сăмахĕсем пур. Шел пулин те, паян кун çак тăрăхри фольклор ансамблĕсем çав юрăсене пĕлмеççĕ. Пысăк çухату! Çавăнпа та çак юрăсене реконструкцилекен ушкăн туса хумалла.

Патăрьел муниципалитет округĕнчи Турхан ялĕнче мухтавлă ентеш Алексей Кокель ÿнерçĕ пленерĕсем иртеççĕ. Вĕсен программине çак таврари Митта пек, Айхи пек, Талвир пек, Турхан пек паллă çыннăмăрсен сăнарне, вĕсем пурăннă тавраша илем мелĕпе сăнлама явăçтармалла.

Паллах, Аслă Арапуçăн историллĕ ятне тавăрсан вырăнлă пулĕччĕ. Аслă Арапуç ятлă ялсем тĕнчипе те 2 çеç, Первомайскисем вара Чăваш Республикинче кăна 3-4, Раççейĕпе — çĕршер те пулĕ. Вăрмар районĕнчи Аслă Арапуç хут çинче Большие Арабузи пулнине шута илсе, Миттан Аслă Арапуçне вырăсла Великие Арабузи темелле (Раççей Федерацийĕнче топонимикăра Великий ят тем чухлех: Великие Луки, Великий Новгород тата ытти те, Чăваш Енре вара пĕрре те çук).

«Митта Поэзийĕн Акатуйĕ», Геннадий Айхи пуçарăвĕпе шухăша-ĕмĕте кĕнĕскер, чăваш сăмахлăхĕн уявне Раççей тата тĕнче шайĕнчи ытти поэзи акатуйĕсен ретне кÿртĕччĕ (Дагестанра Расул Гамзатов пуçарнă Шурă тăрнасен  поэзи уявĕ, Стругăри (Македони) поэзи уявĕ (унта Геннадий Айхине те «Ылттăн пуçкăшăлĕпе» чысланăччĕ), Элазигри (Турци) поэзи уявĕ (унта чăвашсем те хутшăннă) тата ытти те.

Митта Поэзийĕн Акатуйĕ 1983 çултанпа паракан Митта Ваçлейĕн премине çуллен памалли сумлă самант пулса тăрĕччĕ, ăна укçа-тенкĕ тата атрибутика енчен тĕреклетĕччĕ (сăмахран, лауреатсене: арçынсене - чăваш шупăрĕпе калпак, хĕр-хĕрарăмсене чăваш кĕпипе тухья е хушпу тăхăнтартса саламлама май тупăнĕччĕ. Преми укçине сумлăлатсан, Митта премийĕ чăвашсен Нобель премийĕ шайне çĕкленĕччĕ).

Питĕ шута илмелли самант! Патăрьел тăрăхĕнче музыка тата ÿнер шкулĕсем пур, анчах та ЛИТЕРАТУРА ШКУЛĔ ÇУК! Çак шкулта поэзи, проза, драматурги, публицистика, куçару, журналистика, редакцилесси енĕпе пĕлÿпе хăнăху памалла.

Çак тата ытти кирлĕ ĕçсем Митта Ваçлейĕн ырă ятне ĕмĕр-ĕмĕр асра упрама кирлĕскерсем. Тĕрĕссипе, эпир çак Аслă сăвăçăн (Геннадий Айхи хаклавĕ) пурнăçĕпе пултарулăхне тĕплĕн тĕпчемен те-ха. Митта Ваçлейĕ чăваш халăхне питĕ кирлĕ. Паянхи кун — пушшех те. Мĕншĕн тесен халăх ăсне пăтратакан вăйсем витĕмлĕ, халăха ырăпа усала уйăрса илме те йывăрланса пырать. Çак ĕçре вара пире Митта сăнарĕ çул маякĕ вырăнне пулĕ.

Илле ИВАНОВ,

Митта фончĕн ертÿçи

Яндекс.Метрика