Хурама Тварсем ĕçре паттăр, уявра харсăр

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2026, 09:22 Просмотров: 11

Хальхи вăхăтра халăх пуçарулăхĕ, ял хавалĕ пысăк пулни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Пурте пĕр шухăшлă пулсан, кар тăрса ĕçлесен тăван тăрăх тата хăтлăланать, капăрланать, çыннисем те тата ытларах çывăхланаççĕ, туслашаççĕ. Çак сăмахсем Турхан территори пайĕнчи Хурама Твар ялĕнче пурăнакансене уйрăмах пырса тивеççĕ. Илен кунĕнче пĕчĕк хутлăхра пурăнакансем тăван ял уявне ытти çулсенчи пекех питĕ пысăк хастарлăхпа йĕркелесе ирттерсе янă.

«Чăваш Енри çутă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ мероприяти Хурама Тварĕнчи илемлĕ лапамра кунĕпех кĕрленĕ. Тĕп сцена умне хисеплĕ хăнасем, ватти-çамрăкки, аякри-çывăхри ентешсем кăмăлтан пуçтарăннă. Ял уявне хапăл тунисене Турхан территори пайĕн пуçлăхĕ Алина Антонова, ял старости, Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи Общество палатин членĕ, хисеплĕ спорт ветеранĕ Терентий Давыдов тата ыттисем те саламланă. Уяв сценине илем кÿрекен ĕç паттăрĕсене, ял малашлăхĕшĕн тăрăшакан хастарсене ял-йышпа курма килнисем тăвăллăн алă çупса чысланă. Вĕсем пурте ĕç паттăрĕсем, тăван ял малашлăхăшĕн чун-чĕререн пăшăрханакан хастарсем.

Çак кунхинех округри депутатсен Пухăвĕн депутатне Сергей Манзуркина асра тытса (пурнăçран уйрăлни çулталăк иртрĕ) пĕрремĕш хут мини-футбол турнирне йĕркеленĕ. Малашне ырă йăла-йĕрке çирĕпленĕ, ял уявĕнче спортсменсем çулсеренех спорт уйне футболла выляма тухĕç.

Уяв сценине Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем тата ытларах пуянлатнă. Хурама Тварсене ырă сунса юрă хыççăн юрă шăрантарнă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика