Моряк-ветерансем уява пĕрле пухăнтăмăр

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2026, 09:40 Просмотров: 12

Округри ветеран-моряксем Тинĕс-çар флочĕн кунне анлăн паллă турăмăр. Мероприятие Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, Патăрьел муниципалитет округĕн строительство, çурт-йĕрпе çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх управленийĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Виктор Ижедеров, Комсомольски муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Раськин, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Вячеслав Илюткин тата ыттисем те хутшăнчĕç, саламларĕç.

Ирхине Патăрьелĕнче моряксене сума суса лартнă палăк умне пухăнтăмăр, ялав хăпартрăмăр. Унтан Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркÿре службăра тăракан Николай Марков протоиерей (вăл та çар тивĕçне флотра пурнăçланă) молебен ирттерчĕ.

Уявăн малалли пайĕ Упамсара тăсăлчĕ. Кунта ялти моряксене халалласа стела хатĕрленĕ. Александр Козлов ертсе пынипе, флот ветеранĕсем тата çывăх çыннисем тăрăшнипе ăна кĕске вăхăтра тунă. Александр Васильевича çакăншăн «Морское братство — Союз моряков» обществăлла организаци «За преданность военно-морскому флоту» медальпе чысларĕç. Альбек Азбергенов, Федор Белков, Игорь Купцов, Григорий Мулгачев, Виктор Степанов, Дмитрий Сымов, Руслан Сымов хастарсем те ырă сăмахсене тивĕçрĕç.

Уявра культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç, спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç.

Владимир ПАЙМУЛЛИН, моряк-ветеран

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика