Экологи тасалăхĕшĕн тăрăшар, батарейкăсене пăрахар мар

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2026, 09:16 Просмотров: 13

ПАЯН кашни килтех батарейкăпа усă куратпăр. Вĕсем стена çумĕнче çакăнса тăракан сехетсем, юн пусăмне виçмелли хатĕрсем, ача-пăча вылякан теттесем тата ытти япаласем çинче те пур. Çак хатĕр ĕçлеме пăрахсан ăна нумайăшĕ çÿп-çап контейнерне е çырма-çатрана пăрахать. Тĕрĕссипе вара пÿрне пысăкăш батарейка 20 тăваткал метра яхăн çĕре йывăр металсемпе — ртутьпе, свинецпа, кадмийпе — варалать. Çапла майпа эпир хамăр усă куракан тăпрана, ĕçекен шыва сиенлетпĕр.

«Экологи хăрушсăрлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн питани элеменчĕсене пухма Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕнче, территори пайĕсен администрацийĕсенче ятарлă ещчĕксем вырнаçтарнă. Батарейкăсене кайран иккĕмĕш хут ĕçе кĕртме ăсатаççĕ.

Тăван тавралăх тасалăхĕ, экологи хăрушсăрлăхĕ çынран нумай килет, çавăнпа та юрăхсăра тухнă питани элеменчĕсене пухса палăртнă вырăнсене кайса хурар.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика