Çĕршыв хÿтĕлевçисене асăнса — палăк

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2026, 09:33 Просмотров: 12

Пăлакассипе Козловка ялĕсем пысăк мар, анчах вĕсенче пурăнакансем туслăхпа, пĕр-пĕр мероприятие кар! тăрса пуçăннипе палăрса тăраççĕ. Юлашки çулсенче халăх тăрăшулăхĕпе масар çинчи çурта çĕнетрĕмĕр, ун таврашне хăтлăлатрăмăр, яла Патăрьелĕнчен пырса кĕнĕ тĕле вырнаçтарнă хĕресе тата территорине тирпейлерĕмĕр, çул хĕррипе ÿсекен йывăçсем хуçăлнă вырăнсене çамрăккисене лартрăмăр тата ытти те. Кăçал вара тепĕр пархатарлă ĕçе пуçăнтăмăр.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине икĕ ялтан 123 çын тухса кайнă, вĕсенчен 62-шĕ çеç таврăннă. Мирлĕ тÿпешĕн фашистсемпе çапăçнă салтаксене асăнса палăк лартас шухăш унчченех пулнă, анчах халăх хăй çеç вăй çитерейменнипе ĕç тытăнса тăнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе «НИМЕ — Халăх бюджечĕ» программа вăй илсен Пăлакассинче çуралса ÿснĕ. Валерий Козлов палăк тăвас ыйтăва хускатрĕ. Валерий Николаевичăн çывăх тăванĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан Олег Козлов яла укçа-тенкĕпе пулăшма хирĕç маррине пĕлтерчĕ. Çакна шута илсе обелиск тума смета хатĕрлерĕмĕр, проекта кĕтĕмĕр.

Вăрçăран таврăннисен тата паттăрла пуç хунисен списокне Кивĕ Ахпÿртри ял библиотекинче вăй хуракан Ираида Козлова хатĕрлерĕ. Хушаматсемпе темиçе хутчен те ял халăхне паллаштарчĕ, палăк эскизне те Пăлакассси-Козловкăра пурăнакансем хăйсем суйларĕç.

Икĕ ял хушшинче вырнаçнă палăка Валерий Кудрявцев ертсе пыракан строительство ушкăнĕ тăвать. Ĕçе вĕçленĕпе пĕрех. Çывăх вăхăтра ăна савăнăçлă лару-тăрура уçатпăр.

Владимир ОСИПОВ, староста

Халăх бюджечĕсен программипе тăвакан проекта мĕнле пурнăçланине ял активĕпе, хисеплĕ ватăсемпе сăнаса, тĕрĕслесе, кăсăклансах тăтăмăр.

ПĔЛМЕ

Хальхи вăхăтра халăх бюджечĕн программипе кăçал пурнăçа кĕртме палăртнă 74 проектран 33-шне комиссипе хак парса йышăннă.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика