Çырла пиçнĕ, çырла пиçнĕ пахчара, хак параççĕ, тутанаççĕ «Пехетре»...

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2026, 09:18 Просмотров: 16

Чăваш Енре Çырла фестивалĕ иртнĕ. Кăçалхипе ăна тăватăтмĕш хут йĕркеленĕ. «Пехет» агромаркетра çырла туса илессипе ĕçлекен фермерсем, пахчаçăсем, ученăйсемпе экспертсем, асăннă культурăна аталантарассишĕн тăрăшакансем пухăннă.

Фестивалĕн пĕлтерĕшĕ пысăк, вăл çĕнĕ тĕллевсене палăртма, проектсене хута яма, партнерсем тупма, çырла туса илессине регионта çеç мар, унăн тулашĕнче те аталантарма май парать.

2021 çултанпа чылай ĕç туса ирттернĕ. Çырла производстви 10 хут ытла ÿснĕ: 2020 çулта ял хуçалăх организацийĕсем 86 тонна çырла пухса илнĕ, пĕлтĕр вара — 1022 тонна. Продукцие тирпейлессин калăпăшĕ те 8 хут пысăкланнă.

Çырлапа ĕçлекенсене патшалăх пулăшăвĕ парасси те лайăхланнă. 2019-2020 çулсенче мĕн пурĕ те виçĕ грант 5 млн тенкĕ ытлалăх панă, 2021-2025 çулсенче 60 фермер 327 млн тенкĕлĕх пулăшу илнĕ.

Пĕрремĕш кунхине Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе «Эффективлă регион» пуçарупа пурнăçланакан «Процессен фабрики» пилотлă проекта пĕтĕмĕлетнĕ. Унта Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул тата «Сказка» ача сачĕ хутшăннă.

Çул çитменнисен учрежденине çÿрекенсем хăйсем çĕр çырлине мĕнле ÿстернине, унран мармелад, чипсы, варени е пастила тума май пуррине кăтартса панă. Хăнасене уйрăмах «Юмах» мультстудине çÿрекен ачасем хатĕрленĕ «Юмахри çĕр çырли» мультфильм кăмăлĕсене кайнă.

Иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем хăмла çырлине лартса ÿстернипе паллаштарнă.

Патăрьелĕнчи Ивановсем республикăри «Пахчаçă моди 2.0» конкурсра «Чи лайăх çемье сăнарĕ» номинацинче палăрнă.

Ольга БЕЛЬДЕКОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика