Юратнă професси тата сумлă паллă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.08.2026, 09:20 Просмотров: 13

Хăйĕн ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçлакан çын кирек хăçан та хисепе тивĕçет. Чылай çул Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн опекăпа попечительлĕх секторĕн заведующийĕнче тăрăшакан Татьяна Леонидовна Чылыкова (сăн ÿкерчĕкре) «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пĕр кăлтăксăр службăра тăнăшăн» («За безупречную службу в органах местного самоуправления в Чувашской Республике») уйрăмлăх паллине илме тивĕçнĕ.

Сумлă награда Татьяна Леонидовнăн професси пахалăхĕсене уçса парать: пысăк яваплăх, кулленхи юратнă ĕçне, умма лартнă тĕллевне пурнăçлани. Патăрьел муниципалитет округĕнчи хăй тытăмлăх органĕнче тÿрĕ чунпа тăрăшакан ĕçчен халăх хушшинче те пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. Вăл кашни çынпа сăпайлă та кăмăллă калаçать, çемьепе, ачасемпе çыхăннă ыйтусене çийĕнчех татса пама тăрăшать, кăмăлтан пулăшать. Унăн тĕп тĕллевĕ — пурнăçра йывăрлăха лекнĕ, хÿтлĕхсĕр юлнă кашни ачана, çав вăхăтрах кашни ашшĕ-амăшне тулли çемьере телейлĕ тăвасси. Акă, юлашки виçĕ çулта тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă 15 ачана тупса палăртнă, вĕсем пурте çĕнĕ çемьере пурăнма тытăннă.

Паянхи куна мĕн пурĕ 82 ача çĕнĕ çемьесенче хÿтлĕх тупнă. Татьяна Леонидовна ертсе пыракан опека секторĕпе унăн команди вĕсене хăрушлăхсăр тата телейлĕ ачалăх парнелес тесе чун-чĕререн тăрăшаççĕ, çемьесене тăтăшах тимлĕх уйăраççĕ.

Çакна та палăртса хăвармалла: 2023—2025 çулсенче округра пилĕк тăлăх çамрăк ятарлă фондран хваттерлĕ пулнă, тепĕр 12-шĕ çурт-йĕр сертификачĕпе усă курнă.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика