Шăнкăртамра пурăнакан Алмаз Кдрасов Хусанти танк училищин выпускникĕ. Вĕренсе тухсанах Украинăри ятарлă çар операцине танк взвочĕн командирĕ пулса хутшăннă.
2025 çулхи январьти пĕр çапăçура питĕ йывăр аманнă хыççăн Алмазăн икĕ урине те татнă. Неонацистсемпе харсăр кĕрешнĕшĕн çамрăк Жуков, «За Отвагу» медальсене тата «За храбрость» медалĕн IV степеньне тивĕçнĕ.
Йывăрлăхсене çĕнме хăнăхнă Алмаз Миннегалиевич пуçа усмасть, вăл тăван ялĕнче кирпĕчрен икĕ хутлă çурт тутарать. Строительство ĕçне йăлтах хăй йĕрлесе тăрать.
Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн полномочине вăхăтлăх пурнăçлакан Равиль Ямалетдинов çак кунсенче çар офицерĕпе тĕл пулнă. Алмаз пÿрт хăтлă та илемлĕ пулнипе пĕрлех коляскăпа çÿреме те май пултăр тесе кашни япалана хăй тĕплĕн шухăшласа тунине пĕлтернĕ.
Малашлăха та яш ĕмĕтпе пăхать. Вăл хăй ăс пухнă Хусанти танк училищипе пурнăçне çыхăнтарасшăн: курсантсене вĕрентме шухăшлать. Çакна валли протезсемпе çÿреме хăнăхмалла. Паллах, çирĕп характерлă, тĕллевлĕ Алмаза тепĕр хут ура çине тăма кăшт вăхăт çеç кирлĕ.
Август 2026 |
