Ачасемшĕн кану усăллă та кăмăллă, пăтăрмахсăр ирттĕр, тĕрлĕ çемьере воспитани илекен кашни шăпăрлан ашшĕ-амăшĕн, вĕрентекенсен, профилактика субъекчĕсен тимлĕхĕнче пултăр тесен мĕн тумалла, пĕрлехи ĕçе мĕнлерех тĕрĕс йĕркелемелле? Шăпах çак тата ытти ыйтăва сỹтсе яврĕç те Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен ĕçĕпе тата вĕсен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин анлă ларăвĕнче. Ăна комисси председателĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ.
Анлă ларура чăн малтанах "Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" хысна учрежденийĕн Патăрьел муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн ертỹçи Марсель Сафиянов социаллă йывăр лару-тăрури 14-18 çулсенчи ачасене вĕренỹрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçлесе пыни пирки паллаштарчĕ. Çакна палăртма кăмăллă. Ку тĕлĕшпе патшалăх ачасене пысăк тимлĕх уйăрать. Акă, 2024 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 571 ачана вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме (территорисене тирпейлеме пулăшаççĕ, шкул участокĕсенче тăрăшаççĕ тата ытти те) республика бюджетĕнчен 399 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 110 пин тенкине усă курма ĕлкĕрнĕ. Ку тĕлĕшпе центр хальхи вăхăтра çул çитмен ачасене хăйсен хỹтлĕхне илсе ĕçпе тивĕçтерме çичĕ килĕшỹ тунă (Хирти Пикшикри, Ыхра Çырминчи, Тутар Сăкăтĕнчи, Феизов ячĕллĕ Шăнкăртамри, Туçари вăтам шкулсем), вĕсенче 172 вĕренекен ĕçпе канăва пĕрле явăçтарĕç. Марсель Минсурович малашне çак ĕçе мăсăльмансен тĕн управленийĕ те хăй çине илсе пархатарлă пулăшу парасси пирки те пĕлтерчĕ. Комисси членĕсем çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерессине ытти коллективсем, предпринимательсем явăçни те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕç.
Федерацин айăплава пурнăçлакан службăн Чăваш Республикинчи управленийĕн муниципалитетсем хушшинчи Патăрьел филиалĕн аслă инспекторĕ Виталий Акимов тĕрлĕрен ĕçпе айăпа кĕнĕ çынсемпе, вăл шутра ачасемпе те уйрăммăн мĕнлерех профилактика ĕçĕсем ирттерни пирки пĕлтерчĕ. Кăçалхи тăватă уйăхра айăпа кĕнĕ 37 çынна (пĕлтĕр çак вăхăтра 27) учета илнĕ. Вĕсенчен пĕри - çул çитмен ача.
Çул çитмен ачасем ăс-тăн тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе çитнĕ теме çук. Вĕсем çăмăлттайлăхпа тĕрлĕрен усал ĕç туса хума пултараççĕ. Вăл шутра эрех-сăрапа иртĕхме те, чикарккă туртма та, наркотик хутăшлă япаласемпе усă курма тата ытти те. Патăрьелĕнчи тĕп больницăри Надежда Надина врач-нарколог хăйĕн отчетĕнче шăпах çак çивĕч ыйтăва сывлăх сыхлавĕн специалисчĕсемпе, профилактика канашĕн, çул çитмен ачасен комиссийĕн, йĕрке хуралĕн представителĕсемпе мĕнлерех пурнăçласа пынă пирки паллаштарчĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне врач-нарколог патĕнче шутра пилĕк ача. Вĕсенчен пĕри сăра ĕçнипе, тăваттăшĕ чикарккă турнипе çакланнă. Мухтав Турра, наркотикпа çыхланнă тĕслĕх çук. Апла пулин те Надежда Борисовна çакă тимлĕхе хавшатмалли сăлтав пулмалла маррине çивĕчлетрĕ, ачасене сывă пурнăç йĕркине пăхăнтарас тĕллевпе медицина тĕрĕслевне, диспансеризацие (4 уйăхра шкулсенчи 1898 çул çитмен ачан сывлăхне тĕрĕсленĕ) тата ытларах вăйлатмаллине палăртрĕ.
Хальхи вăхăтра ачасем каçпа (22 сехет хыççăн) обществăлла вырăнта çỹрени, мопедсемпе, мотоциклсемпе теветкеленсе ярăнни пирки чылай илтме пулать. Кун пирки комиссин ларăвĕсенче те сахал мар ĕç пăхса тухаççĕ. РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе тимлекен пай начальникĕ Галина Иванова хăйĕн отчетĕнче йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем çакна пĕрлехи вăйпа йĕркелесе пынине, ку тĕлĕшпе тăтăшах каçхи рейдсем ирттернине каларĕ. Хальхи вăхăтра та федерацин айăплава пурнăçлакан службин муниципалитет округĕнчи филиалĕн представителĕсемпе, ытти субъектсемпе пĕрле "Условник", "Быт-Семья" операцисем ирттерни, çул çитмен ачасене эрех-сăра сутасран суту-илỹ лавккисенче те рейдсем, кашни шкултах наркотик сиенĕ пирки "Твой выбор" акцие хутшăнса калаçусем йĕркелени пирки пĕлтерчĕ.
Çул çитмен ача çитĕнекен кашни çемье тăнăç пурнăçпа, тĕрĕс пурăнтăр тесен профилактика субъекчĕсен малашне те пĕрлехи ĕçе хавшатмалла мар. Уйрăмах ачасен çуллахи кану вăхăтĕнче вĕсене тимлĕх уйăрмалла, тĕрлĕрен мероприяти ирттермелле, вĕсене аталантармалла, ĕçпе кану лагерĕсене явăçтармалла,- терĕ Светлана Алексеевна лару ĕçне пĕтĕмлетсе.
Альбина ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |