Астăвăм... Унăн пуçламăшĕ пур, вĕçĕ çук

Категория: Публикации Опубликовано: 30.05.2024, 12:23 Просмотров: 133

Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хастарсем вулавăшсен çỹлĕкне чылай çĕнĕ кĕнекепе пуянлатрĕç. Ял историйĕ, уйрăм паттăрсем çинчен, сăвă пуххисен ярăмĕ тата ытти те. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 79 çул çитнĕ ятпа пиçсе тухнă тепĕр кĕнеке - "Солдаты Великой Победы" - Патăрьел муниципалитет округĕнчи Еншик ялĕнче пурăнакансемшĕн Астăвăм кĕнеки çеç мар, çитĕнекен ăру валли лартнă чĕрĕ палăк. Патăрьелĕнчи ачасен пултарулăх шкулĕнче пысăк йышпа йĕркеленĕ презентацинче кашни тухса калаçакан ăна çапла хак пачĕ. "Аслă Çĕнтерỹ салтакĕсем" кĕнеке авторĕсем - ЧР тава тивĕçлĕ хисеплĕ учителĕ Петр Маслов тата Чăваш Енри çыравçăсен союзĕн членĕ Валерий Кадеев. Сăмах май каласан, вĕсем иккĕшĕ те вăрçă паттăрĕсен ывăлĕсем.

Кĕнеке содержанийĕпе те, сăн ỹкерчĕкĕсемпе те, калăпланипе те питĕ пахалăхлă. Авторсем чăн малтанакан Астăвăм кĕнеки мĕнле çуралнипе, кашни çемьешĕн чăннипех те парне пулнă "чун апачĕ" мĕнле йывăрлăхсемпе "пиçсе тухнипе" паллаштарчĕç. Паллах, вăрçă историне паянхи кун куç умне кăларса тăратас, кашни паттăра ятран асăнса çĕнтерĕве мĕнле туптанине тĕрĕс, документсемпе усă курса уçса парас тесе хастарсем архивра та, çар комиссариатĕнче те, вулавăшсенче, паттăрсен тăванĕсем патĕнче те сахал мар пулни, Интернет уçлăхĕпе те анлă усă курни куç умĕнче. Кĕнекере 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Еншиксем те кар тăрса хутшăннине анлăн уçса панă.

Хулăн хуплашкаллă, 500 страницăран (электронлă верси 820 страница) тăракан кĕнекере вăрçа хутшăннă 261 салтак çинчен çырса кăтартнă. Вăл тĕрлĕрен пайран тăрать: вăрçăра пуç хунисем, тăван яла таврăннисем, хĕрарăм-фронтовиксем (вĕсем виççĕн пулнă), тыл хастарĕсем, тăвансен аса илĕвĕсем, фронтран янă çырусем, тĕрлĕ орден-медале тивĕçнĕ салтаксен списокĕ... Кунтах тĕрлĕ çулта "Авангард" хаçатра ветерансем пирки вырăн тупнă статьясене те кĕртнĕ. Кĕнекепе ĕçленĕ май авторсем тепĕр пархатарлă ĕç тунă, историнче ниçта та çырăнман 24 çĕнĕ ята, ентеш-салтака тупса палăртса унта кĕртнĕ. Вĕсен ячĕсем Астăвăм кĕнекинче те, палăк çинче те çук.

Кĕнеке презентацине Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Чернова, муниципалитет округĕн депутачĕсем Наталия Андреева, Василий Барышников, Пикшик территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Надежда Исаева, Еншик çыннисем, шкул ачисем, волонтерсем, çамрăк патриотсем, культура ĕçченĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

- Астăвăмăн пуçламăшĕ пур, вĕçĕ çук. Пирĕн хушăмăрта çакăн пек пуçаруçăсем хăйсен хастарлăхĕпе вăрçă ахрăмне куç умне кăларса тăратма пулăшни, ял, округ çыннисемшĕн, çитĕнекен ăру валли пысăк парне туни пархатарлă ĕç. Сирĕн ырă тĕслĕхе ытти ялсенче те шута илсен муниципалитет округĕнчен вăрçа хутшăннă кашни паттăрăн ячĕ тепĕр палăкра - кĕнекере упранĕ,- терĕ Светлана Алексеевна кĕнеке авторĕсене тав туса.

Альбина ЕГОРОВА

 ХАКЛАВ

Наталия АНДРЕЕВА, Патăрьел муниципалитет округĕнчи детутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ:

- Пирĕн алăра паян астăвăм кĕнеки çеç мар, ĕмĕрлĕхе халăх хушшинче упранакан чĕрĕ палăк. Çак ĕçе эпĕ Çĕнтерỹшĕн пуçне хунă салтаксемпе пĕр картлашкарах хуратăп. Эсир Юхмапа Пăла тăрăхĕн, Еншик ялĕн историйĕшĕн пысăк та пархатарлă ĕç турăр. Çакă чăн малтанах шкул ачисем, волонтерсем хăйсен аслашшĕ, мăн аслашшĕ пирки тĕплĕнрех пĕлме, туса çитереймен ĕçсене малалла тăсма, ачасен патриотлăх туйăмне вăйлатма май парĕ. Тавах сире пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçшĕн.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика