Мăшăр пурнăçпа мĕн ватăличчен ĕмĕре пĕрле ирттересси никамшăн та çăмăл мар. Вăл тата кама мĕнле çырнă темелле. Шăнкăртамри Минсеит Салахутдиновичпа Гульчечек Фарахутдиновна Юсуповсем (ỹкерчĕксенче) ку тĕлĕшпе чăнласах та телейлĕ. Юратнă мăшăр пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрнăранпа çак кунсенче 70 çул пулать!
Юратнă мăшăр çемье савăнăçне çывăх çыннисемпе пуçтарăнса пайличчен педагогика ĕçĕн ветеранĕсемпе тĕл пулса калаçма, таса туйăма пархатарлă туй кунĕчченех (малалла та пĕрле пурăнма сывлăх пултăр) мĕнле упранине уçса пама тăрăшрăм.
- Пирĕн пек ватăсемшĕн никамшăн та хыçа юлнă кунсем çăмăл иртмен. 92 çул тултарса мăшăрăмпа иксĕмĕр те хурапа шурне сахал мар черетлеме тиврĕ. Кирек мĕнле пулсан та йывăрлăха ялан пĕрле пайланă. Паллах, çын никам та кăлтăксăр мар. Эпир те çитменнине çитернĕ, ытлашшине каçарнă. Яланах хусканура пулни, общество пурнăçне хастар хутшăнни, хуçалăхра ĕçлеме юратни вара çак çула çитме пулăшрĕ пуль...- сăпайлăн та лăпкăн çеç калаçать 40 çул ытла шкулта физкультура учителĕнче вăй хунă педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Чăваш Республикинчи, РСФСРти велосипед спорчĕн чемпионĕ Минсеит Салахутдинович.
Юсуповсен таса те черчен юрату туйăмне Патăрьелĕнчи педучилище вăратнă, каярахпа савакан икĕ чĕре пĕрлешнĕ. Шăнкăртам каччипе хĕрĕ иккĕшĕ те çак вĕренỹ учрежденийĕнче пĕрремĕш пĕлỹ илнĕ: çамрăкранах спорта кăмăллакан Минсеит физкультура, кĕнеке вулама, сăвă çырма кăмăллакан (паянхи кун та сăвă çырать), халăх йăли-йĕркипе кăсăкланакан Гульчечек (ỹкерчĕкре) вара вырăс чĕлхипе литературин учительне вĕреннĕ. Алла диплом илнĕ хыççăнах каччă салтака кайнă. Новгород облаçĕнче икĕ çул çурă службăра пулнă. Спортсмена çарти тивĕçе пурнăçлама йывăр пулман.
Çамрăк учитель кунта та хăйĕн пек спортсменсенчен йĕлтĕрпе чупакансен ушкăнне те йĕркеленĕ. Хастар связистăн салтакра чухне те пурнăç çулне урăх енĕпе яма, пысăк карьера тума та май пулнă-мĕн. Анчах çук, çак çул çине тăман. Служба хыççăнах чун савнипе пĕрле пулма калаçса татăлни уншăн тупа вырăнĕнче пулнă. Çавăнпа та тăван яла таврăнса салтак тумне хывнă хыççăнах вĕсем Гульчечек Фарахутдиновнăпа çемье çавăрнă. Çакă шăпах 70 çул каялла, 1954 çулхи августăн 31-мĕшĕнче пулса иртнĕ... Çамрăк мăшăр иккĕшĕ те ун чухнех мал ĕмĕтпе çунатланнă. Педучилищĕре вĕренсе пĕлỹ илнипе çеç çырлахман. Çемье пуçлăхĕ Хусанта, мăшăрĕ Канашри учительсен институчĕн историпе филологи факультетĕнчи вырăс чĕлхипе литература уйрăмĕнче куçăмсăр майпа аслă пĕлỹ илнĕ. Гульчечек Юсупова ĕç стажне Чкаловскинчи сакăр çул вĕренмелли шкултан пуçланă та тивĕçлĕ канăва кайичченех тăван шкулта тăрăшса педагогсен, ачасен коллективĕнче, ашшĕ-амăшĕ хушшинче хисеп çĕнсе илнĕ. Çакна паян унăн çемье архивĕнче упранакан тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе Тав хучĕсем те çирĕплетеççĕ.
Минсеит абый та ялти вăтам шкултах ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Çамрăк специалист пĕр тапхăр Тутар Сăкăтĕнче те ачасемпе физкультура урокĕсем ирттернĕ. Аякри шкула çỹреме йывăрлăх пулман спортсменшăн. Хĕлле йĕлтĕрпе, ытти чухне вара велосипедпа ĕçе çỹренĕ вĕрентекен.
- Ун чухне пирĕн пысăк Шăнкăртамра та ялĕпе виçĕ велосипед çеç пулнă. Пĕри - манăн. Икĕ урапаллă çак техникăна питĕ кăмăллаттăм, яланах унпа ярăнаттăм. Çавăнпах ĕнтĕ училищĕре виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухнех юлташсем сĕннипе чăн малтанах хамăн вăя акатуйра тĕрĕслесе пăхрăм. 13 çаврăм чупса лайăх вăхăт кăтартрăм, финиша пĕрремĕш кĕтĕм. Çакăн хыççăн манăн спортăн çак енĕпе тата ытларах çул уçăлчĕ. Мана Чăваш Енре велосипедпа чупассипе ăмăртса рекорд тунă хыççăн пĕрлештернĕ командăна илчĕç. Каярахпа хамăрăн ушкăнпа Нальчикинче Раççей шайĕнче иртнĕ чемпионата командăпа хутшăнса çĕнтернĕ хыççăн пирĕн ят-сум тата çỹле çĕкленчĕ. Ун чухне командăпа 50, харпăр хăйшĕн 75 çухрăм чупнăччĕ. Велосипечĕсем хальхи евĕр чаплă мар, паллах... Çапах çĕршыв шайĕнче пысăк çĕнтерỹпе таврăнни паянхи кунччен те асра,- кăмăлтан аса илчĕ пурнăçри ырă самантсене педагогика ĕçĕн тата спорт ветеранĕ Минсеит Юсупов.
Минсеит Салахутдинович нумай çул Жданов ячĕллĕ колхозра (Шăнкăртамри хуçалăх) обществăлла тивĕçе - физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕн ĕçне те пĕрлех пурнăçласа пынă. Ун чухне те Шăнкăртамсем йĕлтĕрпе, çăмăл атлетикăпа, тĕл перессипе, каярахпа кĕрешессипе те районта кăтартуллисен йышĕнче пулнă.
Виçĕ ача çитĕнтернĕ Юсуповсем. Икĕ ывăл та пĕр хĕр. Пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Ашшĕпе амăшĕн çулĕпе кайнă Гелсирень (акăлчан учительници) Ульяновскинче пурăнать. Инçе çула çывăхлатса вăл тăтăшах ашшĕ-амăшĕ патне килсе пулăшать. Улми йывăççинчен аякка ỹкмест тенĕ евĕр, вăл та амăшĕ пекех сăвăсем шăрçалать. Пĕр чĕлхепе çеç те мар: тутарла, вырăсла, акăлчанла! Хисеплĕ педагог акăлчанла çырнă методика пособийĕн авторĕ. Халĕ вăл та тивĕçлĕ канура.
- Атте-анне пире тĕрĕс воспитани панă. Кирлĕ чухне вăрçнă та, вĕрентнĕ те. Çапах та вĕсем иккĕшĕ нихăçан та пĕр-пĕрин çине сас хăпартнине ас тумастăп. Ырă пулăм вара куç умĕнчех: атте купăс (скрипкăпа та вылять), анне мандалина калатчĕ, иккĕшĕ пĕрле тутарла юрăсем шăрантаратчĕç. Халĕ те кăмăла уçма тепĕр чухне атте купăсне тăсса ярать... Вĕсемпе эпир чăнах та мухтанатпăр, мăнаçланатпăр. Тата нумай çул пĕрле пурăнма сывлăхĕсем çеç пулччăр,- тет ашшĕпе амăшне чун-чĕререн тав туса Гелсирень Минсеитовна.
Шăнкăртамри Юсуповсен çемйи - çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх. 70 çул пĕрле пурăнакан мăшăр общество пурнăçĕнче те, спортра та, тăван халăх культурине малалла тăсас ĕçре те кăтартуллă. Ахальтен мар вĕсене пилĕк çул каяллах "Ашшĕ-амă- шĕн мухтавĕ" орден медалĕпе чыс тунă.
Альбина ЕГОРОВА
Октябрь 2024 |