Чун-чĕре ăшши пурне те çитет

Категория: Публикации Опубликовано: 23.11.2024, 13:10 Просмотров: 148

Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакан Ефросиния Федоровна Хурамаева çак кунсенче вуннăмĕш теçеткене вакларĕ. Çулĕсем шултăраланса пынине пăхмасăр Явраç аппан сывлăхĕ чиперех. Кинемей калашле, çăварĕнче пĕр шăл та упранса юлманни ăна апат çиме те, чĕрене тунсăх пусса килсен (сасси çамрăк чухнехи пекех уçă) шăрантарса юрлама та чăрмантармасть.

Ĕç ветеранĕн хыçа юлнă çулĕсем вара чылай тантăшĕсенни пекех шурă кулачă çисе çеç ирмен. Çичĕ ача амăшĕн пурнăçĕ хурапа шурă черетленнипе сыпăнса пынă пулин те паян вăл хăйĕн шăпине ỹпкелешмест. "Ватă асатте пек 104 çула та çитме пултаратăп-ха эпĕ..."-тет вăл кулса... Амăшĕ вара ватлăхра çуратнă тăххăрмĕш пепки пурăнасса та шанман-мĕн. Черченкĕ те пĕчĕкскерне вилет пуль тесе кăмака лапки çине пăрахнă та пĕр эрне çавăнта усранă. Ача сас парсан кайса кăкăр ĕмĕртнĕ. Çакна амăшĕ каласа панине лайăх ас тăвать. Чун пулсан чул хушшинче те пурăнать теççĕ ваттисем. Ефросиния Федоровнăна та Турă вăрăм ĕмĕр пурăнса ирттерме çырнă.

 Тепĕр чухне çемьери кĕçĕн ача ачаш ỹсет тенине илтме пулать. Хĕрачан ашшĕ-амăшĕн чĕрçи çинче йăпăлтатса ỹсме майĕ те пулман. Самани хăй те пурнăç тилхепине карăн тытма хистенĕ. 12-13 çултах Ефросиния аслисемпе юнашар тырă каçалăкне вырнă. Малтан пĕр хăлаç, кайран икшер хăлаç та...

- 1947 çулта колхозра тырă питĕ начар çитĕнчĕ. Хăмăлне выльăх апачĕ валли хатĕрлес тĕллевпе тулла тымарĕпех кăлартăмăр. Патăрьелĕнчи МТСран "сложная молотилка" текен техника килсе çапса паратчĕ. Мĕн пур бригада уй-хир ĕçне кар тăрса тухаттăмăр. Ун чухне колхозра коксагыз çитĕнтернине те ас тăватăп, - аса илет Явраç аппа пĕве кĕричченех ĕç стажне пуçланă вăхăтсене.

Сакăлталлă самана чылай çамрăкăн шухăш-ĕмĕтне татнă. Ялти шкултан 7 класс вĕренсе тухнă хĕрачана амăшĕ Канаша учителе вĕренме ярасшăн пулнă. Анчах тăхăнма тумтир пулманран, çăпатине пушмакпа улăштарма май çук пирки вăл малалла вĕренсе аталанайман. Çапла вара ĕмĕр тăршшĕпех колхозра, бригадăра тỹрĕ чунпа тăрăшнă. Сак тулли ача пулнине пăхмасăрах куллен ĕçе утнă. "Ĕç ударникĕ" хисеплĕ ята, ытти парнене те тивĕçнĕ ĕç ветеранĕ. Каярахпа ачасем хăйсем те кил-тĕрешри ĕçсенче ашшĕпе амăшне пулăшма тытăннă.

Пысăк çемье кар тăрса ĕç тунă чухне хавхалантарать паллах. Сĕтел тавра апатланма ларсан вара ашшĕ-амăшĕ чăн малтан пепкисем тутă пулччăр тесе шухăшланă. Вăрçă вăхăтĕнче яшка пĕçерме çемçе курăк шыраса таçта çитиех, ялти çырма урлă каçса кỹлĕ хĕрринех утнине каласа парать кинемей. Çăпата сырса хиртен крахмал пуçтарнисене, унтан пашалу пĕçернисене те ас тăвать ватă. Ашшĕ икĕ вăрçа та хутшăннăран килте арçын ĕçĕсене те ачасенех парăнтарма тивнĕ. Тепĕр чухне амăшĕ çăкăр-тăварлăх ĕçлесе илме аякка та тухса кайнă. Ун пек чухне шăпăрлансем ватă асламăшĕпе çеç юлнă. Килте ĕне пулман. Çавăнпа сĕт юр-варне те çисе савăнайман. Ытти выльăхне те усрайман. Çитменнине тата колхоза та каярахпа, вăрçă чарăнсан темиçе çултан, ашшĕ унтан таврăнсан çеç кĕнĕ.

Йышлă çемьере çитĕннĕ хĕрача ял каччипе - Виталий Андреевичпа - (йывăр тăпри çăмăр пултăр) çемье çавăрсан юратнă мăшăрĕпе çичĕ ача çуратса ỹстернĕ. Шел, вĕсенчен виççĕшĕ çамрăкла вилнĕ. Мăшăрĕнчен те 43 çултах тăлăха юлса тĕпренчĕкĕсене пĕччен ура çине тăратнă амăшĕ. Май пур таран вĕсене кашнинех хăйĕн ăшшине пама, ĕçе юратма вĕрентнĕ.

- Юрату суккăр теççĕ. Хăр тăлăх ачана качча тухса пурнăç тума тăрăшрăмăр. Аттепе анне ман шухăша ырламарĕç пулин те, çав-çавах кăмăлланă йĕкĕтпе çемье çавăртăмăр. Туй хыççăн темиçе уйăхранах ăна салтака илсе кайрĕç. Йывăр çын хĕрарăм пулса юлтăм. Виçĕ çул ытла чун пек кĕтрĕмĕр хĕрĕмпе мăшăрăма. Çартан таврăннă хыççăн майĕпен пурнăçа сыпăнтарма пуçларăмăр. Ачисем те умлă-хыçлах çуралчĕç: Лиза, Лида, Маня, Гена, Света, Сергей, Ваня,- хавхалансах калаçрĕ Явраç аппа.

Паян вăл Ваня ывăлĕпе тата Наташа кинĕпе килĕштерсе пурăнать. Кăçал вĕсен те çемье çавăрни 30 çул çитет. Хурамаевсен хăтлă та тĕреклĕ хуçалăх. 10 мăнукĕпе тата 13 кĕçĕн мăнукĕпе киленет асанне-кукамай. Йăх-несĕле малалла тăсакансемшĕн чун-чĕререн савăнать, пурне те лайăх пурăнма пехил парать. Ангелина мăнукĕн нумай пулмасть кун çути курнă чиперкки çиччĕмĕш сыпăка малалла тăсакансенчен пĕри.

Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика