Апатран нумай килет

Категория: Публикации Опубликовано: 23.11.2024, 13:11 Просмотров: 251

  Пулас амăшĕн кунне 5-7 хутчен апатланмалла. Сĕтел çинче тин тытнă пулă, хальтерех пусса тирпейленĕ какай, ешĕл апат-çимĕç, улма-çырла, çĕрулми, çăкăр, пăтă пулмалла.

 Çу çителĕксĕр пулни ачан нерв тытăмне кирлĕ пек йĕркелеме чăрмантарать. Çавăнпа та тухтăрсем пысăк пахалăхлă олива, ỹсен-тăран çăвĕ, хăймапа услам çу çиме хушаççĕ.

Витаминсем ăçта шырамалла-ха?

 Ача кĕтнĕ вăхăтра хĕрарăм организмĕнче уйрăмах А, С, В1 тата В2 витаминсем çителĕксĕр. Варта пепке епле аталанасси, ỹсесси, шăнасран хỹтĕленесси вĕсенчен нумай килет.

С витаминпа пуян çимĕçсем - шăлан, хура хурлăхан, петрушка, симĕс сухан, цитруссем, А - пулă çăвĕ, кишĕр, кавăн, шпинат, çăмарта сарри, тăпăрчă, услам çу. В ушкăнри витаминсем мăйăрта, помидорта, пулăра, çăмартара, кăмпара, шỹтернĕ тулăра нумай.

Д витамина çуллă пулăра, çăмартара, сĕтре, шпинатра шырамалла. Рационра Е витаминпа пуян ỹсен-тăран çăвĕ, пĕрчĕллĕ культурăсенчен хатĕрленĕ апат, помидор, какай тата çăмарта пулмалла. Питĕкирлĕ К витамин юн кĕвĕлнишĕн яваплă. Организм ăна шпинатран, вĕлтĕренрен, тĕслĕ тата шурă кучанлă купăстаран илет.

Ку тапхăрта хĕрарăмсене килĕшме тивĕç апат шутне çаксем кĕреççĕ: хĕрлĕ-сарă тата хĕрлĕ пахча çимĕç (помидор, кавăн, кишĕр), пĕрчĕллĕ тулă-кĕрпе таврашĕнчен (сĕлĕ, хуратул, перловка) хатĕрленĕ пăтă, çăмарта, авокадо, мăйăр, шпинат, броколи, йогурт, пăрçа йышши культурăсем (фасоль, чечевица, пăрçа), ĕне тата сысна какайĕ. Вĕсем ачан ăс-тăнне çивĕчлетеççĕ, шăмми-шаккине çирĕплетеççĕ, нерв тытăмне аталанма пулăшаççĕ.

Надежда ЗАЙЦЕВА, Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕнчи медицина сестри

Архив материалов

Июль 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс.Метрика