Ывăлĕ çарта, амăшĕ тылра хастар

Категория: Публикации Опубликовано: 23.11.2024, 13:15 Просмотров: 189

Патăрьел муниципалитет округĕнчен Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ янă чухне Упамсари куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккара ĕçлекенсем хăйсен ятĕнчен ăшă чăлхасем парса ячĕç. Кĕрхи йĕпе-сапаллă çанталăкра, хĕл умĕн шăпах çавсем кирлĕ ĕнтĕ паттăрсене çапăçу хирĕнче. Ытти таварсене те пĕрле хучĕç. Тепĕр чухне алла хĕç-пăшал тытнăскерсене килти кăмакара амăшĕ пĕçернĕ çăкăр та тем пекех хаклă. Тавар туянакансем те гуманитари пулăшăвĕ янă çĕре тỹпе хывасшăн. Хăйсен ятĕнчен кучченеç парса яма тăрăшаççĕ.

Пур çĕрте те çар операцийĕ пирки сăмах пырать халĕ. Телевизор çапăçу хирĕнчи самантсене куç умне кăларать, радио тепĕр чухне паттăрсен чĕрĕ сассисене те эфирта усă курать. Хаçат-журнал вара каллех çавсем çинчен çырать. Çапла пулмалла та. Çĕнтерĕве пĕрле çывхартма тăрăшмалла пирĕн.

Ятарлă çар операцийĕ кашни çынна шухăша ярать. Пĕрин тăванĕ, теприн кỹрши, виççĕмĕшĕн ял çынни, ывăлĕ, ашшĕ неонацистсене хирĕç кĕрешет. Упамсари Сымовсен те ывăлĕ (ỹкерчĕкре), тулли мар мобилизаципе кайнăскер, виççĕмĕш çул унта. Галина Владимировнăпа Александр Васильевич тĕрĕс воспитани парса пăхса çитĕнтернĕ ăна. Юрать кĕсье телефонĕпе çыхăнса вăхăтран вăхăт сассине илтеççĕ. Унсăрăн...куçсенчен çут куççуль тумласах тăрать.

 Çемьере улттăн çитĕннĕ ăрăва малалла тăсакан Сымовсем. Асли - Вася. Командир теме те пулать ăна. Кĕçĕннисене кирлĕ хушусем парсах тăрать. Жуков тата СВО участникĕн медалĕсене тивĕçнĕ. Тав хучĕсем те пур. Ашшĕпе амăшне тивĕçлĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕшĕн те палăртнă вĕсенче. Мария качча тухса çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ. Аннăпа Даниил та ĕçе кỹлĕннĕ. Каринăпа Милана вара пĕри Çĕнĕ Шупашкарта фармацевт, тепри Канашра медицина сестри пулма вĕренеççĕ. Килти хуçалăхра ĕнесем, сурăхсем, хур-кăвакал тытаççĕ Сымовсем. Ирхи ĕçе тирпейленĕ хыççăн тепĕр ĕçе – лавккана утать Галина Владимировна (ỹкерчĕкре, сулахайри). Кунта тавар туянаканпа калаçса кăштах шухăша сирме пулать. Пĕрле ĕçлекен Надежда Петрова та ăнлануллă хĕрарăм. Хăй пекех тăрăшуллă та вăр-варскер.

Лавккара çутă та таса. Таварсене курăнмалла вырнаçтарнă. Кашнийĕн хакĕ паллă. Апат-çимĕçе пĕчĕк ушкăнпа турттарса килсе параççĕ. Ассортимент пуян.

- Ялта райпо системине кĕрекен лавкка пурри пирĕншĕн ырлăх. Кирек хăш тавар та пур кунта. Сутуçисем кăмăллă. Çуккине заказпа кỹрсе килтереççĕ,- тет куллен çăкăр-тăвар илме çỹрекен Мария Айсбергенева.

- Сезонпа килĕшỹллĕн тавар турттарнине те ырламалла. Чăх-чĕп çакăнтан туянатпăр. Шанчăклă. Çамрăк выльăха çитермелли комбикормсемпе витаминсем те кỹрсе килеççĕ,- хутшăнать калаçăва Ольга Белкова.

– Типĕ тытнă вăхăтра çимелли те, хăнана каймалли тавара та туянма пулать. Шăрпăк е кĕпе çумалли порошок туянассишĕн Турхана е Патăрьелне çỹрейместĕнех. Кĕрхи пылчăка çăрмалли атă-пушмак та пур,- тет кил картинче çỹремелли кунчаллă калуш суйлакан Елена Столярова.

Сутуçăсем пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени кăмăллă. Ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен уçă лавкка. Уроксем хыççăн та, каникулсенче те, çуллахи вăхăтра ачасем час-часах кĕреççĕ унта. Çитĕнекен ăру валли ятарлă виçĕ сĕтел тавар хунă. Çимелли те, вылямалли те туянма пулать.

Умма лартнă тĕллевсене уйăхсерен пурнăçласа пыраççĕ сутуçăсем. Райпо ялта халăхран сĕт пухассине те аван йĕркеленĕ. Укçине вара лавккаран илме пулать. Ун пек чухне тавар ытларах та сутăнать.

- Ĕçлеме çеç ỹркенмелле мар. Тỹлевĕ çавăнтан килет. Хăш-пĕр ялта лавкка хупăннă тенине илтсен тĕлĕнес те килет,- тет ютран ĕçе çỹрекен Надежда Петрова заведующи.

Чăн та пултаруллă вĕсем. Каннă вăхăтра вăрмана çырла татма та, кăмпа пуçтарма та, милĕк хатĕрлеме те çỹреме май тупаççĕ. Ял сывлăшĕпе киленеççĕ. Кунти мирлĕ пурнăçа хастар яшсем тытса тăнишĕн хĕпĕртеççĕ. Вĕсене яла частарах çĕнтерỹпе кĕтеççĕ.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика