"Пĕлтĕрхи пĕтĕмлетỹсем тăрăх Чăваш Енри 272 спортсмен спортăн 38 енĕпе Раççей пĕрлештернĕ командисен йышĕсене кĕнĕ. Ку республикăн хальхи спорт историйĕнче çĕнĕ рекорд. Пĕтĕм тĕнчери тата Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пирĕн спортсменсем йышлă медаль çĕнсе илнĕ. Çакă 2022 çулхинчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ытларах.
Чăваш Енре пурăнакансен йышĕнче физкультурăпа спорта тăтăшах хутшăнакансен тỹпи 2022 çулхи шайран пилĕк процент чухлĕ ỹссе 57 процента çитнĕ. Аса илтеретĕп: Раççей Президенчĕ 2030 çул тĕлне хастарлă пурнăç йĕркине тытса пыракансен кăтартăвне 70 процента çитерме тĕллев лартнă".
(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыруран)
Муниципалитет округĕн центрĕнчи кивĕ вăтам шкул çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ спорт шкулĕ кăçал шăпах çур ĕмĕр тултарчĕ. Çитĕнĕвĕсем вара курăмлă. Эппин чупса иртер-ха тата кăштах истори страницисемпе.
Спорт шкулĕнче тата унăн филиалĕсенче Раççей Федерацийĕн маунтинбайк енĕпе тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, икĕ хутчен тĕнче Кубокĕн çĕнтерỹçи, Европа чемпионачĕн пăхăр призерĕ Ирина Калентьева, тĕнче класлă СССР спорт мастерĕ, СССР чемпионĕ, Европа тата тĕнче чемпионачĕсен кĕмĕл призерĕ Минсеит Тазетдинов çитĕннĕ. Тĕнче класлă СССР тата Раççей спорт мастерĕсем Фаина Краснова, Александра Деверинская, Сергей Титов, Владимир Афанасьев, Антонина Петрова, Александра Сорокина, Сергей Емельянов, Ирина Юманова, Кирилл Фролов (çăмăл атлетсем), Зефер Якушев (грекла-римла енĕпе кĕрешесси), Борис Глинкин (кире пуканĕн спорчĕ), Иван Калля (троеборье), Наталия Шайманова (йывăр атлетика), Ринас Садаров (корэш) муниципалитет чысне çỹле çĕклерĕç. Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата тренерĕ ятсене тивĕçнĕ Анатолий Николаева, Валерий Афанасьева, Алексей Краснова, Абдулла Камалетдинова, Мевлет Зейнетдинова, Валерий Платонова, Ферид Чабатова та асăнмасăр иртме çук.
Çур ĕмĕр хушшинче 120 ытла СССР тата Раççей спорт мастерĕсене, 250 спорт мастерĕн кандидачĕсене, спорт разрячĕллĕ 400 ытла çынна хатĕрленĕ.
Юлашки 5 çул хушшинче пĕр спорт мастерĕ, 7 çынран кая мар спорт мастерĕн кандидачĕ, 10 çынран кая мар пĕрремĕш разрядлă спортсмен çитĕнтернĕ.
Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ паян та тулли хăватпа ĕçлет. Тренерсем ỹссе çитĕнекен ăрăва спортăн 15 енĕпе хатĕрлеççĕ. Секцисене 959 ача çỹрет. Вĕсемпе аслă категориллĕ - 5, пĕрремĕш категориллĕ 10 специалист ĕçлет. Валерий Платонов, Светлана Рубцова, Валерий Афанасьев, Ильфак Алеев, Эльфис Мтиев тренер-преподавательсем хатĕрлекен спортсменсем ăмăртусенчен çитĕнỹсемпе таврăнни савăнтарать.
"Ринас Садаров корэш енĕпе курăмлă çитĕнỹсем турĕ. Çамрăк халĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнать. Шамиль Вахитов корэш енĕпе тĕнче кубокне тивĕçрĕ. Тĕнче класлă спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ. Сабир Асеинов призер пулчĕ. Раççей çамрăкĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Кристина Иванова çăмăл атлетикăпа федерацин Атăлçи округĕнче призер, Михаил Киргизов сăртлă-туллă вырăнта çуран чупассипе Раççей чемпионĕ, Кристина Ильина велосипед спорчĕн маутинбайк енĕпе икĕ хутчен Раççей чемпионĕ пулчĕç. Муниципалитет округĕнчи професси тĕлĕшпе "Чи лайăх спортсмен" ята тивĕçнĕ Николай Соколов çăмăл атлет кăтартăвĕсене лайăхлатсах пырать. Ильхам Махмутов корэш енĕпе Раççей спорт мастерĕн ятне тивĕçрĕ тата вуншар-вуншар çамрăкăн спортри çитĕнĕвне палăртма пулать",- каласа парать спорт шкул ертỹçи Анатолий Афанасьев. Пĕрлех спорт ветеранĕсене те палăртса хăварчĕ Анатолий Семенович. Терентий Давыдов, Николай Григорьев, Маргарита Николаева, Лев Никитин, Рифкат Сафиуллов, Николай Паймуллин тĕрлĕ енлĕ ăмăртусене хутшăнма мехел çитереççĕ.
Çамрăксене спортпа пиçĕхтерес ĕçе Валерий Афанасьев, Эльфис Мтиев, Ильфак Алеев, Лев Никитин, Валерий Платонов, Светлана Рубцова, Татьяна Торговцева тренер-преподавательсем тивĕçлĕ тỹпе хываççĕ.
Штатра 53 çын. Пурте хăйсен ĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра муниципалитет округĕнчи кирек хăш çулхи çын та ГТО нормативĕсене пурнăçлатăр тесе тĕллевлĕ ĕçлесе пыраççĕ. Ку енĕпе муниципалитет округĕн администрацийĕн, тĕп больница, пушар хуралĕн коллективĕсен хастарлăхне палăртаççĕ. Вĕренекенсенчен вара Аслă Чементи, Нăрваш Шăхалĕнчи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Первомайскинчи вăтам шкулта пĕлỹ пухакансем яваплăха туяççĕ. Сусăр çынсене ГТО нормативĕсене пурнăçлама явăçтарассине те мала хураççĕ.
Патăрьел муниципалитет округĕ кăçалхи виççĕмĕш квартал кăтартăвĕсемпе ку енĕпе рейтингра вуннăмĕш вырăн йышăнчĕ. Малашне ăна тата лайăхлатассишĕн тимлеççĕ.
Ачасен тренировкăсене спорт шкулне куллен килсе çỹремелле те мар. Аякри ялсенче пурăнакансене йывăрлăх кỹрет çакă. Вĕсем вырăнти филиалсенче - Турханта, Аслă Чементе, Пăлапуç Пашьелĕнче, Первомайскинче - çăмăл атлетикăпа, Нăрваш Шăхалĕнче - велосипедпа, Алманчăра - йывăр атлетикăпа, Тутар Сăкăтĕнче, Сăкăтра, Хирти Пикшикре ирĕклĕ майпа кĕрешессипе хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Фитнес аэробикăна çỹрекенсем пултаруллăран та пултаруллă. Шывра ишекенсем, волейболла, футболла вылякансем, триатлонпа ăмăртакансем, корэш, кĕрешỹ, алă вăй виçекенсен турнирне хутшăнакансем ăсталăхпа палăраççĕ.
Муниципалитет округĕнче çулленех Раççей шайĕнчи Ирина Калентьева ячĕллĕ, республика шайĕнчи 12 ăмăрту иртет. Вырăнтисене шутласа та кăлараймăн. Спорта кăмăллакансен, унпа çывăх пулнисен турнирĕсене ирттересси йăлара. Вĕсене сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем, кăмăллакансем хаваспах хутшăнаççĕ.
Уйăхра пĕр хутчен ФСКара Сывлăх кунне ирттереççĕ. Унта тỹлевсĕрех кирек кам та пырса хăйĕн сывлăхне çирĕплетме пултарать. Тивĕçлĕ канăва тухнисем кашни кĕçнерникун каллех тỹлевсĕр çỹреççĕ. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемье членĕсем ФСК çăмăллăхĕсемпе усă кураççĕ.
Муниципалитет округĕнче çакнашкал спорт комплексĕ пулни савăнтарать. Малашне те тулли хăватпа ĕçлетĕрех вăл.
Çĕнтерỹ хăй тĕллĕн килмест
Физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен мероприятисене ирттерессипе тата спортпа массăллă ĕçсене халăх хушшинче анлăн сарассипе йĕркеленĕ республикăри смотр-конкурсра 2003, 2022, 2023 çулсенче пĕрремĕш, 2014 - иккĕмĕш, 2011 çулта виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
2013, 2016, 2023 çулсенче ачасемпе çамрăксен спорт шкулне сывлăха çирĕплетме çỹрекенсен йышĕ пысăк пулнăран каллех республикăра çĕнтернĕ. 2014, 2017, 2018 çулсенче иккĕмĕш вырăна тухнă.
2019 çулта "Чи лайăх спорт сооруженийĕ" номинаципе палăрнă.
Тĕрлĕ çулхи ертỹçĕсем
Николай Севостьянов (1974-1977, 1982-1984)
Анатолий Галкин (1977-1981)
Александр Пушкин (1981-1982)
Николай Афанасьев (1984-1997)
Иван Николаев (1997-1999)
Валерий Платонов (1999-2011)
Алексей Краснов (2011-2016, 2018-2022)
Анатолий Моисеев (2016-2018)
Ильдар Камалетдинов (2022)
Анатолий Афанасьев (ỹкерчĕкре, 2022 çултан паянхи кунччен )
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Декабрь 2024 |