Муниципалитет округĕнчи культурăпа кану центрĕнче район больницин 155 çулхи юбилейне паллă турĕç. Çак паллă пулăм ячĕпе сывлăх сыхлавĕн сферинче тăрăшакансене, ветерансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов тата ыттисем саламларĕç. Сумлă мероприятие республикăри муниципалитет округĕсенчи тĕп больница врачĕсем, медицина ĕçченĕсем, ветерансем, хăнасем тата ыттисем те хутшăнчĕç.
Владимир Степанов Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн саламне çитерчĕ. "Ĕмĕр çурă ытларахра больница анлă çул утса тухнă. Аслă Патăрьел ялĕнчи пуçламăш медицина пунктĕнчен ку чухнехи нумай профильлĕ диагностикăпа сиплев учрежденине çитнĕ. Çĕнĕ ĕç технологийĕсем, сиплев мелĕсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, инфратытăм улшăнать. ФАПсем, врач амбулаторийĕсем çĕкленеççĕ, оборудованисемпе тивĕçтереççĕ. Сывлăх сыхлавĕн системине çĕнетсе пынăран çывăх вăхăтрах тата больницăра юн тымарĕсен чирĕсене сиплекен центр уçăлмалла.
Пĕри çеç пурнăçра улшăнмасăр юлать: професси ăсталăхне ỹстерсе пырасси, пациентсем патне тимлĕх уйăрасси, чăтăмлăх, тăрăшуллă ĕç", - палăртнă Олег Алексеевич саламра.
Муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов больница Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине каларĕ, медицина ĕçченĕсен тăрăшуллă ĕçне, вĕсем аслисен ырă йăлине малалла тăсса, аталантарса пынине палăртрĕ.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, тĕп больница ертỹçи Николай Тинюков шăпах пурлăхпа техника базине пуянлатма 2024 çулта çеç федераци тата республика бюджечĕсенчен 300 миллион тенкĕ уйăрнине палăртрĕ, халичченхи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Сиплев учрежденийĕнче çулсерен пурлăхпа техника бази çĕнелсе пынине, территорие тирпей-илем кĕртсе пысăк ĕç тунине каларĕ. Ĕçе çамрăк кадрсем хутшăнса пынине ырларĕ. Вĕсем аслă юлташĕсен вĕрентĕвне пурнăçа кĕртнине асăнчĕ. Медицина ĕçченĕсен ĕçне тивĕçлипе хакласа тỹлевне ỹстернине палăртрĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн шурă халатлисене, пурнăçне çак профессипе çыхăнтарнисене тав турĕ.
Тĕп больницăн кĕске историйĕ
Патăрьел больницин историйĕ 1869 çултан пуçланать. 1919 çулта больницăра 20 койка пулнă. Ăна Иван Белявин хирург ертсе пынă. Сывлăх сыхлавĕн уезд пайне санитарипе эпидемиолог штатне те кĕртнĕ. 1921 çулта унăн заведующийĕ Сергей Мыльников пулни курăнать. Каярахпа вăл сывлăх сыхлавĕн пайне ертсе пынă. Ку вăхăта койкăсен шучĕ 30 çитнĕ.
1927 çулта койкăсен шучĕ 50 пулнă. Больницăна Валентин Федосов ертсе пынă. Районти сывлăх сыхлавĕн пайĕнче Михаил Добров, Иван Золотников ĕçленĕ. 1925 çулта Н. Рахманин тухтăр ача çураттармалли койкăсем уçнă. 1931 çулта хĕрарăм (С. Владимирова акушерка заведующи пулнă) тата ача-пăча (А.Фадеева) консультацийĕсене йĕркеленĕ. 1926 çултан больницăна Людмила Архангельская куç тухтăрĕ ертсе пынă. Трахома чирĕ пысăк пулнăран тата 10 койка ỹстернĕ. 1936 çул тĕлне куç чирĕпе сиплемешкĕн 70 койка таран çитернĕ.
1937 çулта Патăрьелĕнче туберкулез кабинечĕ уçнă. 1948 çулта фтизиатр тухтăр пĕрлех рентгенолог пулса Дарья Воробьева ĕçленĕ. 1948 çул тĕлне койкăсен йышĕ 50 çитнĕ. Чирлисене 7,5 (штат) тухтăр сипленĕ. Тĕп врач пулса Валентин Дуров хирург ĕçленĕ. Районти сывлăх пайне Асхат Миникаев хирург-дерматовенеролог ертсе пынă.
1955 çул тĕлне койкăсен шучĕ 85 çитнĕ. 1959 çул тĕлне вара - 100. 1952 çултан тĕп тухтăр пулса Сергей Самостюк ĕçлеме пуçланă.
Районти сывлăх пайне Михаил Ярисов ертсе пынă. 1958 çултан райĕçтăвкомăн сывлăх сыхлавĕн пайне чакарнă. Çак тивĕçе районти тĕп больница тухтăрĕ çине хунă. 1961-1968 çулсенче тĕп тухтăр пулса Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ врачĕ Геннадий Петров ĕçленĕ.
1968-1980 çулсенче малалла ертỹçĕре вăй хунă Владимир Иголкина эпир паянхи сиплев çурчĕн проектпа смета докуменчĕсене ( стационар 260 койка вырăнлăх, поликлиника сменăра 300 çын йышăнма пултарать) хатĕрлесе пама пултарнишĕн те тав тума тивĕçлĕ. Строительствăна вара 1969 çулхи июль уйăхĕнче пуçăннă.
1980-1983 çулсенче больницăна Александр Леонтьев, 1983-1986 - Владимир Родионов, 1986-1995 - Василий Осипов, 1995-2000 - Фанис Алеев, 2000 март уйăхĕнчен пуçласа 2001 июльччен - Елена Тукмакова, 2013 çулхи февральтен 2014 çулхи апрельччен Алексей Емельянов, 2014 çулхи апрельтен 2020 çулччен Галина Петрова ертсе пынă. 2001 çулхи июльтен пуçласа 2013 çулхи февральччен тата 2023 çулхи апрель уйăхĕнчен паянхи кунччен Николай Тинюков ертỹçĕре. Николай Антонович тăрăшулăхĕпе пысăк çитĕнỹсем тунă: пурлăхпа техника бази пуянланнă, 2008 çулта çĕнĕ виçĕ хутлă корпус ĕçе кĕнĕ, хаклă йышши медицина оборудованийĕсем туяннă, вăл шутра компьютерлă томографи, цифрлă флюорограф, ИВЛ аппарачĕ, тĕрлĕ монитор, çĕнĕ автотранспорт. Санавиаци валли лапам тунă. 21 ФАПпа врач амбулаторийĕ ĕçе янă.
Паян больницăра стационарта сипленме 124 койка-вырăн пур. Поликлиникăна, хĕрарăм тата ача-пăча консультацине талăкра 930 çын йышăнăва кĕме май пур. Кăнтăрлахи стационарта 90 койка. Çавăн пекех 14 врач амбулаторийĕ, 32 ФАП пациентсене йышăнать.
Тăрăшуллă ĕç чыслава тивĕçтерет
Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансенчен 6-шĕ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ", 3-шĕ "Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн отличникĕ", 2-шĕ "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ медицина ĕçченĕ" хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Тĕп больница историйĕ - яланлăх аталану, çĕнĕ условисене пурнăçа кĕртсе пыни. Вăл хăйсен ĕçне чунтан парăннă тухтăрсен, медицина ĕçченĕсен, санитарсен округра пурăнакансен сывлăхне упрассине хывнисен тăрăшулăхĕ.
Уявра чи маттуррисене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Больница ĕçченĕсем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
155 çул хушшинче сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансен аллинчен сиплев илнисене шутласа та кăлараймăн. Малашне те ĕçĕ ăнăçлă, кăтартуллă, тăрăшуллă, пациентсене тивĕçлĕ пултăрах вĕсен.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Февраль 2025 |