Ырă усала çĕнтеретех, çакна кашни кун ытларах та ытларах ĕненетĕп. Паян чурăс кăмăллă çынсем нумайрах тени те тĕрĕс мар, Украинăри ятарлă çар операцийĕ шăпах çакна çирĕплетсе парать. Салтаксене пулăшас, тăван кил ăшшине вĕсем патне çитерес тесе тăрăшакансем питĕ нумай. Волонтерсен "Батыревский доброволец" ушкăнĕ пирки хаçатра çырса кăларнăччĕ, хальхинче "СВОи "Батыревский район" ушкăнпа тĕплĕнрех паллаштарасшăн.
Кил ăшшине илсе çитерекенсем
Пăлакасси-Козловка клубĕнче туллиех япала: матрассем, утеплительсем, маскировка сечĕсем, медикаментсем, ăшă тум-тир тата ыттине тултарнă хут курупкасем... Ятарлă çар операцине Курск тата Белгород енче хутшăнакансен ыйтăвĕсене пурнăçласа вĕсене пуçтарнă. Ирхи 9 сехетре "культура вучахĕ" умне пысăк икĕ машина килсе ларчĕ те волонтерсене пулăшма килнĕ арçынсем тиеме пуçларĕç. "Ку "Старый", тепри "Батыр" валли", "Кăна Комсомольскисем илсе килнĕ"... текен сăмахсем илтĕнеççĕ. Ĕç вĕресе çеç тăрать. Çакăн пек чухне чăрмантарма та аван мар, паллах, çавах ушкăн администраторĕнчен пĕринпе, Алина Румянцевăпа, калаçу пуçартăмăр.
- Пирĕн ушкăнра 7 администратор: Андрей Румянцев, Павел Еливанов, Алексей Голубев, Олег Плешков, Надежда Алеева, Ольга Кувшинова тата эпĕ. Арçынсем япаласене тупассишĕн, вырăна çитерессишĕн яваплă, пĕрлех Андрей Герольдович, Павел Владимирович, Алексей Геннадьевич салтаксем патне машинăпа çỹреççĕ. Ентешсем ыйтакан япаласем пурте пирĕн тăрăхра çук, хăшĕ-пĕрне Шупашкартан илсе килме тивет. Хальхи вăхăтра ятарлă çар операцине хутшăнакан Данил Артемьевăн Дима тетĕшĕ хулара вĕсене тупса округа çитерме тăрăшать. Олег Васильевич кĕтсе илсе управ пунктне илсе килет. Ольга Николаевна маскировка сечĕсем валли сеткисене, пусмисене тупать. Надежда Владимировна финанс пайне - кам мĕн чухлĕ куçарнине, пухăннине - тытса пырать. Эпĕ вара текстсем çырса, видеосем ỹкерсе ушкăна лартатăп, арçынсемпе пĕрле салтаксем патне те çитме тăрăшатăп, - терĕ Алина Владимировна калаçу пуçланнă май. Сăмах май, вăл темиçе хутчен те инçе çул çỹреве тухнă.
"СВОи Батыревский район" ушкăна йĕркелесси пирки чи малтан Ольга Кувшинова тата Надежда Алеева сăмах хускатнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи волонтерсен пĕр ушкăнне салтаксен ыйтăвĕсене тивĕçтерме çăмăлах маррине шута илсе вара тепре туса хунă. Сăмах май, Ольга Николаевнăн ывăлĕ, Надежда Владимировнăн йыснăшĕ Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ.
- Ушкăна йĕркеленĕ чухнех пĕр-пĕринпе калаçса татăлтăмăр - пулăшу ыйтакан пĕр салтака та хирĕçлеместпĕр. Анчах пĕр услови пур, çар çыннин те, унăн тăванĕсен те ушкăнра пулмалла. Пирĕн группăра хальхи вăхăтра 40-е яхăн салтак. Хаклă япаласем туянса памалла чухне, шел пулин те, черете тăратма тивет. Нумай пулмасть Патăрьелĕнчи Паша Музяков валли, чĕнĕвĕ унăн "Музыкант", усилитель пĕрлехи вăйпа илсе патăмăр. Кивĕ Катекри Артем Кузнецова дронлă пулма пулăшрăмăр. Çак ялти "Крот" чĕнỹпе çỹрекен Лев Самойлов унчченех автомашина ыйтнăччĕ. Унăн ыйтăвне пурнăçлама та хатĕрленнĕччĕ, шăп çав вăхăтра вăл аманчĕ. Çĕнĕ çул хыççăн тепĕр хут пухма пикенесшĕн. Укçа шута юратать, çавна май пысăк япаласем илнĕ чухне пирĕнпе пĕрлех тăванĕсем те мĕн чухлĕ кĕнине сăнаса, пĕлсе тăраççĕ, - терĕ Алина Румянцева.
Вăхăтлă пулăшу - чи хакли
Волонтерсен ĕçĕ пĕрре те çăмăл мар. Çынран укçа ыйтасси хăйех мĕне тăрать! Çав вăхăтра тата социаллă сетьсенче чĕрере иккĕленчĕк çуратакан тĕрлĕрен видео сараççĕ. Нумай пулмасть çеç Чулхулара маскировка сечĕсене укçалла сутнине, вĕсен ăшĕнчен ачасем салтаксем валли çырнă çырусем тухса ỹкни пирки кăларнăччĕ. Тĕрлĕрен шухăшли, таса мар чунлисем те пур ахăртнех. Алăри пỹрнесем те пĕр тан мар вĕт. Патăрьел муниципалитет округĕнчи ыр кăмăллăх ушкăнĕсенче тăракансем пирки пĕр начар сăмах та калас килмест. Вĕсем чăннипех те кашни салтака пулăшма, ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
- Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли пухакан укçаран пĕр пусне те хамăра илсе курман. Тĕрĕссипе, паян мана çĕнĕ кĕпе те, сумка та, ăçта та пулин канма каясси те интереслентермест, май пур таран мирлĕ тỹпешĕн кĕрешекенсене ытларах пулăшас килет. Вăхăтра çитернĕ пулăшу мĕн тери пысăк пĕлтерĕшлине эпир питĕ лайăх ăнланатпăр. Пирĕншĕн кашни салтак çывăх, хаклă. Эпир талăкра 24 сехет вĕсемпе çыхăну тытатпăр. Хăшĕ те пулин çыхăнăва тухмасан е телеграм-канала чылай вăхăт кĕмесен шырама пикенетпĕр. Пĕрле службăра тăраканнисенчен ыйтатпăр, çар чаçĕн командирĕсем патне тухатпăр. Сăкăтра çуралса ỹснĕ, "Старый" позывнойпа çỹрекен Андрей Каруковран пĕр вăхăт сас-хура пулмарĕ. Мăшăрĕ çав вăхăтра епле чăтрĕ-ши? Ăна Курскинчи волонтерсем урлă шыраса тупрăмăр.
Салтаксем ыйтакан заявкăсене пурнăçлассишĕн, вĕсене вырăна çитерессишĕн тăрăшатпăр. Çанталăк сивĕтнĕ май матрассем ыйтрĕç. Хĕле валли халь вĕсем позицисем тунă, çывăрмалли михĕре (спальный мешок) выртса канаççĕ. Тăпраран сивĕ çапать, матрас пулсан пĕрех ăшăрах-çке. Пирĕн ыйтăва Муркаш округĕнчи "Лесная сказка" санаторинчи Ирина Волкова тĕп тухтăр татма пулăшрĕ. Çакăншăн еплерех савăнтăмăр! - сăмах çумне сăмах хушăннă май пĕлтерчĕ Алина Владимировна.
Адреспа парса янă, заявкăпа ыйтнă япаласем салтаксем патнех çитнине çирĕплетме "СВОи Батыревский район" ушкăнра видеосем, сăн ỹкерчĕксем пур. Пысăк автомашинăпа малти лининех кĕме çук. Çитменнине дрон-камикадзесем вĕçсе, йĕрлесех çỹреççĕ, инкек курасси те часах. Волонтерсене салтаксем ăçта кĕме юранипе юраманнине каласа, маршрут туса парса тăраççĕ. Çавăнпа та хăшĕ-пĕрне алăранах кучченеçсене, кирлĕ япаласене параççĕ, теприсене ытти салтаксем урлă çитереççĕ. Каярах пурте видео-фотоотчет тăваççĕ. Чăваш шăрттанне вара пур наци çынни те кăмăллать иккен. Çакна çирĕплетекен видео та пур. Ăна курнă май чунра ăшăлăх туйăмĕ çуралчĕ.
Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленин витĕмĕ пысăк
Ушкăнра - вăй, теççĕ. Волонтерсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакансемпе тачă çыхăнура ĕçлеççĕ. Хăйсем çитеймен Патăрьел ачисем патне ыттисем урлă та мĕн кирлисене парса яма тăрăшаççĕ. Кашнийĕ вăй çитнĕ таран алă тăсса парать. Акă, Комсомольски округĕнчи Тукайра пурăнакансем тепловизорсенчен, дронсенчен хỹтĕлекен термоодеялсем çĕлеççĕ. Вĕсем пирĕн ентешсем валли те тỹлевсĕрех хатĕрлесе параççĕ. Чи малтан çак виткĕçе "Кава" позывнойпа çỹрекен Патăрьел ачи Артем Кожевников ыйтнă. Ăна штурма кайиччен 30 штук çĕлеттерсе панă.
- Алина Владимировна, эсир хăвăр та темиçе хутчен те Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне çитсе килтĕр. Чи малтанах мĕнле туйăмсем çуралчĕç?
- Çулла мăшăрăн ĕçĕпе çула тухма май килмерĕ, пухса хатĕрленĕ япаласене çитерсе памаллах вĕт, çавăн чухне пĕрремĕш хут Павел Еливановпа тата Алексей Голубевпа Курск, Белгород енне пĕрле кайрăм. Ун чухне интереслĕ самант пулса иртрĕ. "Чăваш" позывнойпа çỹрекен Çĕнĕ Ахпỹртри Данил Артемьев патне чарăнтăмăр. Кучченеçсене пама тесе машина алăкне уçрăмăр та, пĕр кĕтессинче севок выртать. Сăмах май, пирĕн çемье çак культурăна туса илессипе ĕçлет. Данил ăна аллине илчĕ те: "Ооо, севок!" - тесе кăшкăрсах ячĕ. Унтан: "Пĕлесчĕ сирĕн, манăн севок анинче мĕнле ĕçлес килнине..." - тесе хушса хучĕ
. Данилăн ашшĕпе амăшне те питĕ лайăх паллатăп. Амăшĕ ывăлне хăй ятĕнчен ытамлама каласа янăччĕ. Каччăна çупăрларăм та: "Ку аннỹрен", - терĕм.
Группăри кашни салтакпа тенĕ пекех çыхăну тытатпăр, вĕсем май пур таран хăвăртрах килме чĕнеççĕ. Гуманитари пулăшăвĕсĕр те пире курма хавассине палăртаççĕ. "Эсир килсен тăван тăрăха, яла çитсе килнĕ пекех туйăнать", - теççĕ. Тĕрĕссипе, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем маншăн шăллăмсемпе тетесем, чи çывăх çынсем пек туйăнаççĕ. Сăмах май, манăн хамăн та виççĕмĕш сыпăкри виçĕ шăллăм неонацистсене хирĕç кĕрешет. Пирĕн ушкăнран пĕри те пулăшу ыйтса курман паянлăха. Вĕсем Каçал енчи Тукайсен хỹтлĕхĕнче, - тесе пĕлтерчĕ Алина Владимировна.
Инçе çул та вĕсене хăратмасть
Инçет çул хуть кама та шиклентерет. Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне каякансен вара вăл тата çăмăл мар. Çул çинче техника çĕмĕрĕлнĕ тĕслĕхсем те пулаççĕ, беспилотниксем, дронсем те вĕçме, снарядсем те çурăлма пултараççĕ. Белгорода кайнă чухне "СВОи Батыревский район" волонтерĕсем июнĕн 14-мĕшĕнче Шебекинори пĕр çурта сирпĕтнĕ вăхăтра унтан инçех те пулман.
- Эпир шăпах канма чарăннăччĕ. Арçынсем пĕрле пуçтарăнчĕç те калаçса тăраççĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, машина питĕ вăйлă силленме пуçларĕ. Эпĕ хăвăрт кăна антăм та: "Эсир мĕн тума машинăна силлетĕр? - терĕм. Вĕсем мана хăвăртрах каялла ларма хушрĕç те малалла çул тытрăмăр. Çурт сирпĕннĕ май сывлăш хумĕ пирĕн пата çитсе техникăна силленĕ иккен, - аса илчĕ виçĕ ача амăшĕ.
Калаçса ларнă май Алина Владимировна салтаксем валли пухнă япаласене хăш машинăна хумаллине, кайран кама памаллине, ăçта тăратса хăвармаллине сăнаса тăчĕ. Çав вăхăтрах салтаксене маскировка сечĕсем питĕ кирлине, ăна çанталăка кура хатĕрлемеллине каларĕ.
Курск тата Белгород енчи салтаксем валли япаласем тиенĕ икĕ машина çула тухрĕ. Алина Владмировна та хальхинче неонацистсене хирĕç кĕрешекенсем патне ашшĕ-амăшĕн ăшшине валеçме кайрĕ. Хушса çырни: материала пичете хатĕрленĕ вăхăтра "СВОи Батыревский район" волонтерĕсем тăван тăрăха каялла таврăнчĕç. Çывăх вăхăтрах вĕсене татах инçе çул кĕтет. Хальхинче Çĕнĕ çул парнисене Луганск, Запорожье тата Донецк енчи салтаксем патне çитерме тĕллев лартнă.
Ольга ПАВЛОВА
Февраль 2025 |