Çураки алăкран шаккать. Ку таранччен кăçалхи хĕл хăйĕн кăралăхĕпе хăратманнине шута илсен ăшă кунсем маларах та çитĕç. Çакă чăн малтанах Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсене, фермер хуçалăхĕсене, хăйсен тĕп ĕçне çĕрпе çыхăнтарнă ял çыннисене пырса тивет.
Ака-сухана вăхăтра, пахалăхлă, агротехника ыйтнисене тĕпе хурса ирттерсе ярас, тыр-пул никĕсне шанчăклă хывса хăварас тесен, пахалăхлă вăрлăх кирлĕ. Паянхи куна Патăрьел муниципалитет округĕнчи хуçалăхсенче ку тĕлĕшпе мĕнлерех лару-тăру? Çак ыйтупа кăсăкланса эпир "Россельхозцентрăн" Чăваш Республикинчи филиалĕн Патăрьел тата Шăмăршă муниципалитет округĕсенчи тĕп агрономĕпе Юрий Геннадьевич Кошкинпа çыхăнтăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ тĕп специалист:
- Мĕн акатăн, çав шăтать теççĕ ваттисем. Чăнах та кирек мĕнле культура тухăçĕн çăлкуçĕ те чăн малтанах вăрлăх пахалăхĕнчен, вăл ытлă-çитлĕ пулнинчен килет. Ку тĕлĕшпе хальхи вăхăтра пирĕн округра лару-тăру начар мар. Кăçалхи çуракине ирттерме планпа 3175 тонна вăрлăх кирлĕ пулсан, ăна 4763 тонна хатĕрленĕ, кондицие ларнă.
Çакна та палăртма кăмăллă. Юлашки çулсенче хуçалăхсем пысăк пахалăхлă вăрлăх туянассипе ытларах та ытларах тимлеççĕ. Çакă кайран ăна ăнăçлă сутма, вырнаçтарма май парать. Ку тĕлĕшпе "Красное Знамя", "Труд" ял хуçалăх предприятийĕсем, Е. Мартышкин, А. Петров фермер хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçленине палăртса хăварасшăн.
Пирĕн тăрăхри хуçалăхсем çĕрулми туса илессипе те начар мар ĕçлеççĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" тухăçне ỹстерес тĕлĕшпе "Исток" çĕр ĕç фирминче, "Батыревский" акционерсен хупă обществинче, "Красное Знамя" ял хуçалăх кооперативĕнче яланах унăн вăрлăхне çĕнетессипе тимлеççĕ. Кăçал та çак тĕллевпе ĕçлеççĕ.
Пĕлтĕр кĕркунне хуçалăхсенче 2134 гектар кĕрхи культура акса хăварнă. Çанталăк вылянчăклă тăнăран вĕсене тĕрĕслесех тăратпăр. Хальлĕхе 980 гектарĕ лайăх, 982 гектарĕнче вăтам упранаççĕ теме пулать. 172 гектарти культура вара сиенленнĕ, начар.
Альбина ЕГОРОВА
Март 2025 |