Патăрьел муниципалитет округĕнче территори пайĕсенчи граждансен пухăвĕсене йĕркелесси малалла пырать. Унта вĕсен начальникĕсем иртнĕ çулта пурнăçланă ĕçсем пирки отчетсем тăваççĕ, халăх пуçарулăхне шута илсе пурнăçлама палăртнă малашлăх тĕллевсемпе паллаштараççĕ, ял пурнăçĕпе çыхăннă ытти пăшăрхантаракан ыйтăва та сỹтсе яваççĕ.
Çĕньял территори пайĕнче пурăнакан граждансен пухăвне Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, муниципалитет округĕнчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Борис Емельянов, ял старостисем, вĕрентỹ, культура, сывлăх учрежденийĕсен ертỹçисем, Çĕньял, Çăл Атăк, Анат Тăрмăш çыннисем хутшăнчĕç.
Чăн малтанах Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов пĕлтĕр Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ялсене аталантарас, халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсемпе, патшалăх программисемпе, наци проекчĕсемпе, халăх пуçарулăхĕпе хута кайнă объектсемпе, çĕнĕ çулхи тĕллевсемпе кĕскен паллаштарчĕ.
Территори пайĕн начальникĕ Мария Мадюкова иртнĕ çулталăкра пурнăçланă ĕçсем пирки отчет туса пачĕ. Пухăва пуçтарăннисене хутлăхри статистика кăтартăвĕсемпе, поселени çĕнĕ тытăма куçнă хыççăн бюджет укçипе мĕнле усă курнипе, экономика кăтартăвĕсемпе, халăхпа пĕр шухăшлă пулса татса панă ыйтусемпе, территори пайĕнчи ялсенче тирпей-илемпе хăтлăх кĕртессипе, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ĕçсемпе, малашлăх плансемпе тата ыттипе тĕплĕн паллаштарчĕ.
- Ял халăхĕн хăтлă пурнăçĕ бюджета укçа-тенкĕ мĕнле кĕнинчен, вăл мĕнле ытлă-çитлĕ пулнинчен килет. Çĕньял территори уйрăмĕн бюджечĕ икĕ миллион тенкĕ ытларах. Пĕлтĕр харпăрлăхпа пурлăх, çĕр, транспорт, арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕсемшĕн ял халăхĕ начар мар хастарлăхпа налуксене тỹлесе татнă. Ку тĕлĕшпе 2024 çул пĕтĕмлетĕвĕпе пирĕн территори пайĕ кăтартуллисен йышĕнче. Çулсеренех çак ыйту çине сỹрĕккĕн, пỹрне витĕр пăхакансем те пур-ха. Çитменлĕхе пĕтермеллех.
Пурне те калаçтаракан, тавлаштаракан тепĕр ыйту - ялсенчи хытă каяша турттарасси. Çак çĕнĕлĕх вăя кĕнĕ хыççăн вырăнсенче ятарлă площадкăсем туса унта тепрер контейнер та вырнаçтартăмăр. Çỹп-çапа вăхăтра пушатса илсе каяççĕ. Пысăк асăрхаттару çук темелле. Çапах та граждансенчен çурри ытла кăна (51,9 проценчĕ) çăмăллăхсемшĕн тỹлевпе татăлса пыни пăшăрхантарать. Çỹп-çап реформи пуçланнăранпа пачах пĕр пус тỹлеменнисем те пур-ха. Йĕрке пуриншĕн те пĕрре. Çавăнпа та малашне çынсем çак ыйтăва татма пулăшасса шанатăп,- çапла çивĕчлетрĕ çак ыйтусене территори пайĕн пуçлăхĕ.
Отчетлă докладра çавăн пекех шкулпа культура учрежденийĕсен, волонтерсен, театр студийĕн, уйрăм çынсен ырă ĕçĕсем пирки илтме те кăмăллă пулчĕ. Территори пайĕнче çамрăксене патриотла воспитани парас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе те начар мар ĕçлеççĕ. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра çак тăрăхран 22 çамрăк Украинăри ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн çапăçать. Шел пулин те виçĕ паттăр унта пуç хунă. Вĕсен çутă сăнарĕ ентешĕсен асĕнчен нихăçан та тухмĕ.
Пĕччен сурсан типсе пырать, ушкăн сурсан кỹлĕ пулать тенĕ ваттисем. Хальхи вăхăтра патшалăхăн яла аталантарас, хăтлăх кỹрес тĕллевпе тĕрлĕрен программисем вăйра. Федераци шайĕнчи наци проекчĕсем те, ун тытăмне кĕрекен программăсем те чылай. Юлашки çулсенче Чăваш Республикинчи пуçару бюджечĕн программипе те ялсем чылай хăтлăланаççĕ. Çĕньял территори пайĕнче те çулсеренех тенĕ пек халăх вăйĕпе, вĕсен хастарлăхĕпе, пуçарулăхĕпе сахал мар ĕç туса пыраççĕ-ха. Пурнăçламаллисем, ял халăхне пăшăрхантаракан ыйтусем те çителĕклĕ, паллах. Урамсенчи (уйрăмах Çĕньялта) çулсене тирпейлемелле, ялсенче çутă çукки, кĕрешỹ секцине çỹрекен ачасен условине лайăхлатмалла, клуба хăтлăлатмалла тата ытти те. Пухура вĕсене уççăн сỹтсе яврĕç. Малашне те ялти активпа, старостăсемпе, ял-йышпа пĕр шухăшлă пулса ырă ĕçсем тума, пуçарулăха ỹстерме тĕллев лартрĕç.
Альбина ЕГОРОВА
Март 2025 |